Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Унӑн вӗренекенӗсем кайнӑ, хулана ҫитнӗ, пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулнӑ; вара пасха хатӗрлесе хунӑ.16. И пошли ученики Его, и пришли в город, и нашли, как сказал им; и приготовили пасху.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен иккӗшне ҫапла каласа ярать: хулана кайӑр; унта сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫын тӗл пулӗ; эсир ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑр, 14. вӑл ӑҫта кӗрӗ, ҫав ҫурт хуҫине калӑр эсир: «Вӗрентекен: Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пӗрле пасха ҫимелли пӳлӗм ӑҫта? тет», тейӗр.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче, пасха путекки пусакан вӑхӑтра, вӗренекенӗсем калаҫҫӗ Ӑна: Эсӗ пасха ӑҫта ҫиес тетӗн? эпир кайса хатӗрлӗпӗр, теҫҫӗ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пасха уявӗпе тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитиччен тата икӗ кун юлнӑ; аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Иисуса епле те пулин чеелӗхпе тытса вӗлерме май шыранӑ; 2. вӗсем ӗнтӗ: анчах уяв вӑхӑтӗнче тытас мар, халӑх пӑлханмалла ан пултӑр, тенӗ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пасха уявӗнче пуҫлӑхӑн тӗрмере ларакансенчен пӗр ҫынна халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ.15. На праздник же Пасхи правитель имел обычай отпускать народу одного узника, которого хотели.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗренекенӗсем, Иисус хушнӑ пек туса, Пасха хатӗрлесе хунӑ.19. Ученики сделали, как повелел им Иисус, и приготовили пасху.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл каланӑ: хулана пӗр ҫын патне кайӑр та калӑр ӑна: «Вӗрентекен ҫапла калать: Манӑн вӑхӑтӑм ҫывӑхарчӗ, Эпӗ сан патӑнта Хамӑн вӗренекенӗмсемпе Пасха тӑвас тетӗп» тет, тейӗр.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та: Ху валли ӑҫта Пасха хатӗрлеме хушатӑн пире? тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсен Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 2. эсир икӗ кунран Пасха пуласса пӗлетӗр; ӗнтӗ Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Малтанхи уйӑхра, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче, сирӗн Пасха пулать, вӑл ҫичӗ куна тӑсӑлать, ҫавӑн чухне тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр ҫимелле.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тыткӑнра пулнӑ пӗтӗм ывӑл ятӗнчен, хӑйсен тӑванӗсен, священниксен ятӗнчен, хӑйсен ятӗнчен пасха путекӗсем пуснӑ.
2 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10-11. Священниксемпе левитсем тата тыткӑнра пулнисем пурте тасалса ҫитсессӗн вара тыткӑнран таврӑннӑ Израиль ывӑлӗсем пӗрремӗш уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче пасха уявне ирттернӗ.
2 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Израилӗн пӗр патши те Иосия, священниксем, левитсем, иудейсем тата ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пурӑннӑ израильсем ирттернӗ пек пасха ирттерсе курман.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫакӑн пек пасха Израильре Самуил пророк вӑхӑтӗнче пулнӑранпа та пулман.20. И не совершалось такой пасхи в Израиле от времен Самуила пророка.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17-18. Иосия патша хушнипе ҫав кун пасха ирттернӗ чухне Ҫӳлхуҫана мӗнле парне кӳмеллине, Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмеллине пӗтӗмпе пурӑнӑҫа килтернӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пасха путекне, йӗрке хушнӑ пек, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗ, парнесене пӑхӑр савӑтсемпе хурансенче ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем ярса пӗҫернӗ те пӗтӗм халӑха валеҫсе панӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пинпӳсем Иехония, Самей, ун тӑванӗ Нафаниил, Асавия, Охиил, Иорам левитсене пасха парнилӗх пилӗк пин пуҫ сурӑх тата ҫичҫӗр вӑкӑр панӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ Ҫурчӗшӗн яваплӑ Хелкияпа Захария та, Иеиил та пасха ячӗпе парне кӳме священниксене икӗ пин те ултҫӗр пуҫ сурӑх тата виҫҫӗр пуҫ вӑкӑр панӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иосия ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ халӑха пасха парни кӳме вӑтӑр пин путекпе качака таки, виҫӗ пин пӑру панӑ; патша ҫапла тума сӑмах панипе, ҫав парнелӗх выльӑха ӗнтӗ халӑха, священниксемпе левитсене унӑн кӗтӗвӗсенчен илсе килсе панӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫине лартса ҫӗклемелле пулмӗ; халӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑршӑн ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн Израиль халӑхӗшӗн тӑрӑшӑр, Израиль патши Давид хушнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон вӗрентсе хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн илемлӗн пайланса йӗркеленӗр, 5. сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсем умне, Израиль ывӑлӗсем умне, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр, 6. вара йӗрке тӑрӑх пасха путекӗ пусӑр, хӑвӑр тӑванӑрсем валли парнесем хатӗрлӗр, Ҫӳлхуҫа Моисее панӑ ӳкӗте пурӑнӑҫа килтерсе пасха ирттерӗр, тенӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.