Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парӑмра (тĕпĕ: парӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн те парӑмра юлмарӗ, хӑйне те «генерал» ят пачӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Парӑмра юлмӑп, больницӑран таврӑнсан, эпӗ сана…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тарават кил хуҫисем те парӑмра юлмарӗҫ, вырӑнти артистсене сӗтел хушшине лартса хӑна турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/c%d0%b8%d1 ... %87%d0%b5/

Крючниксем те парӑмра юлмарӗҫ:

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм та парӑмра юлмарӗ, шухӑшласа-туса тӑмасӑр хирӗҫ патлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюк та парӑмра юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инкӗшӗ те парӑмра юлмарӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Пулӑш, тархасшӑн, ахаль тумӑпӑр, парӑмра юлмӑпӑр, — тет чылайӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ирина та парӑмра юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫамрӑк мӑшӑр халӑх умӗнче пысӑк парӑмра тӑтӑр, уйрӑлас-тӑвассине пуҫа ан илтӗр тесе ҫапла тӑваҫҫӗ ӑна, ачам.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Явап тыттарманнине пулах ӗнтӗ пӗр арҫын «Жилище» компани умӗнче 200 пин тенкӗ ытла парӑмра.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Ку вӑл вӗсем газпа тивӗҫтерекен организаци умӗнче парӑмра пулни.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Ӑна эпӗ нихҫан та манас ҫук, унӑн умӗнче — ӗмӗрлӗхех парӑмра: вӑл пулӑшнипе эпӗ пурнӑҫ ҫине те урӑхларах пӑха пуҫларӑм, тата ман умра — чӑн-чӑн музыка тӗнчи уҫӑлчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ача-пӑча литератури пирки пирӗн акӑ мӗн палӑртса хӑварас килет: чӑваш писателӗсем те, кӗнеке издательстви те ачасем умӗнче пысӑк парӑмра.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Хам та парӑмра юлмарӑм:

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Анчах эпӗ те сан умра парӑмра юлмӑп, — ылтӑн шӑлӗсене ҫиҫтерсе илчӗ пӳлӗм хуҫи, вара васкасах шкап патне тӑнкӑл-танкӑл утса пычӗ те алӑкне уҫрӗ, ҫӳлти сентре ҫинчен шампа хырӑмлӑ ҫур литр кӗрекен флакон илчӗ, Урӑлманкин еннелле ҫаврӑнса, пӗчӗк кӗленчери шӗвеке пӑлхаткаларӗ:

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Юрӗ, эсӗ мана хамӑн путсӗр юлташ мӑшкӑлӗнчен хӑтартӑн. Тавах сана ҫакӑншӑн, усал хӗрарӑм патаккинчен те хӳтӗлерӗн, анчах эпӗ те парӑмра юлмӑп -сана усал ҫынсене кӳрентерме памӑп…»

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Ах, ҫакна, мӗнле пулма пӗлнех эсӗ, — парӑмра юлмарӗҫ каччисем те.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Анчах ку пирӗн начальниксене килӗшмест пулсан, начальство пире кӳрентерме хӑтлансан, ун чухне эпир вӗсен умӗнче парӑмра юлмӑпӑр, татӑлма пӗлӗпӗр.

А если нашим начальникам это придется не по душе и они попробуют нас обидеть, тогда мы сумеем с ними рассчитаться.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Парӑмра юлма аван мар, кӑмӑла хирӗҫ кӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех