Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парӑмра (тĕпĕ: парӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ те парӑмра юлмарӑм, «шампански» кӑларса лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Вӑхӑтра килнӗшӗн тавтапуҫ, Григорий Петрович, парӑмра юлмӑп… — терӗ те Михха пухура мӗн пулса иртнине тӗплӗн пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян эсӗ мана пӗтӗм тӗнче умӗнче намӑса кӗртрӗн. Анчах ҫакна ҫеҫ мантӑн: Михха парӑмра юлма вӗренмен!»

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ мана хӑналарӑн пулсан, эппин, эпӗ те парӑмра юлам мар.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ан васка, ҫунтарӗҫ-ха, чӑвашсем те мӑрса умӗнче парӑмра юлмӗҫ…

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Парнесем илет те Сахиб-Гирей парӑмра юлас мар тесе пулас пӗчӗк ҫеҫ ҫар ярса парать.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна ҫакӑншӑн чӗннӗ пулсан, унпа ҫакнашкал тӳрккессӗн калаҫаҫҫӗ пулсан Мухамедьяр та парӑмра юлас ҫук хан умӗнче.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Микихвер те парӑмра юлмарӗ, тата пысӑкрах чул илсе вӑркӑнтарчӗ, Хветюка шӑпах хырӑмӗнчен лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Михала патне тӑтӑшах ҫавӑн пек «кӳрентернӗ», ӗлӗк ӗҫре пулнӑ ҫынсем пухӑна пуҫларӗҫ: тип кашӑк тутана ҫурать тенӗ пек, вӗсем тӑтӑшах «ҫуттине» чиксе пычӗҫ, кил хуҫи те парӑмра юлмарӗ, тахҫан вӑрҫӑчченех пушӑтран ҫыхнӑ кӳшеле йӑтса, Ваҫук час-часах лавккана кая-кая килчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ниҫта пуҫа чикме — хӑть макӑр: Мӑй таранччен-ҫке парӑмра.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Манмастпӑр: Эпир паян та парӑмра, Анчах та халӑх, астуса тӑр, Выртмасть кӗлте пек сарӑмра.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хуҫа пит чӗмсӗр; халь ӑна Нимле ӗҫпе те тӑрантаймӑн, Ҫын парӑмра — ниҫта тараймӑн, Халь ун шӑпи Ишут кӑна.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑна ытла та тарӑхтарнӑ Ишут, эс парӑмра тени.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ыйтатӑп, маншӑн ҫул йӗрле-ха, — Телейӗм пулӗ-ши умра? — Эс пысӑк шанчӑк хатӗрле-ха, Эп саншӑн юлмӑп парӑмра.

Куҫарса пулӑш

XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл шухӑшлать: «Пӗр хирӗҫмесӗр Пырать телейӗм хам умра — Ман сӑмахпа халь килӗшмесӗр Тӑрас ҫук — пурте парӑмра».

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ун умӗнче эс парӑмра».

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Тавах, мӑрса, ырӑ сӑмахушӑн, — парӑмра юлмарӗ тарҫӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

1-мӗш класа каякансем те парӑмра юлман, хаваслӑ сӑвӑсемпе савӑнтарнӑ, пӗлӳ илме хатӗррине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Таврарисем эсир такам умӗнче парӑмра пулнине каласах тӑрӗҫ.

Окружающие будут постоянно талдычить, что вы кому-то что-то обязаны.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Пӗчӗк пӑлхар паттӑрӗ, санӑн умӑнта эпӗ ӗмӗр парӑмра.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех