Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парти сăмах пирĕн базăра пур.
парти (тĕпĕ: парти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Парти пирки калама кӑна ҫӑмӑл: ҫав вӑхӑтри лару-тӑру условийӗсенче юриспруденци, экономика, культура тытӑмӗсем мӗнле пулмаллине те шута илмелле, «таса партилӗх тата таса политика» ҫук.

О партии только говорить легко: надо еще учесть какими должны быть структуры юриспруденции, экономики, культуры в условиях ситуаций данного времени, "ясной партийности и чистой политики" нет.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Чӑваш политикине хутшӑнакан ҫынсем уйрӑм организаци — парти — йӗркелес пирки нумай калаҫатчӗҫ.

Принимающие участие в чувашской политике люди много говорили о создании отдельной организации — партии.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Тоталитаризм йӗрки, импери тытӑмӗ, политика стройӗ, парти арканса кайнӑ чухне социаллӑ институтсем улшӑнаҫҫӗ, наци проблематики те ҫӗнӗ шая куҫать.

Когда рушится тоталитарный режим, структура империи, политический строй, партия, то и социальные институты меняются, национальная проблематика переходит на новый уровень.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче, парти шкулӗнче вӗреннӗ.

Учился в Чувашской сельскохозяйственной академии, партийной школе.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӑл амӑшӗн халалне пурнӑҫласа вӗренӳ ҫулӗпе хӑюллӑн утнӑ, аслӑ виҫӗ шкул пӗтернӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ, ялти ахаль чӑваш хӗрарӑмӗнчен республика министрӗ, парти обкомӗн пай пуҫлӑхӗ, чӑваш ҫӗршывӗнчи хӗрарӑмсен юхӑмӗн ят-сумлӑ ертӳҫи, пултаруллӑ педагог-ӑсчах таран ҫӗкленнӗ.

Она, придерживаясь благословении матери, смело шагала по тропам учебы, окончила три высших школы, стала кандидатом исторических наук, выросла от обычной сельской женщины до министра республики, начальника отдела обкома партии, почетного руководителя женского движения чувашского государства, одаренного педагога-ученного.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

О.И.Талля парти тытӑмӗнчи тӗп тивӗҫне пурнӑҫлассине кирек хӑҫан та общество ӗҫӗпе сыпӑнтарса туса пынӑ.

О. И. Талля во всех случаях умела соединять общественную работу с основной работой в партийных структурах.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Парти обкомӗн бюровӗнче, секретариатра, идеологи комиссийӗнче тата культура пайӗнче литературӑпа ӳнере аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тӑтӑшах сӳтсе яваттӑмӑр.

Мы часто обсуждали вопросы связанные литературой и искусством на бюро обкома партии, секретариате, комиссии по идеологии и отделе культуры.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Асӑннӑ процедурӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн кандидачӗ пулас тӗллевпе 22 округран — 169 ҫын, РФ Патшалӑх Думине суйланас тесе парти списокӗпе тата пӗр мандатлӑ икӗ округпа пӗтӗмпе 30-ӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Аса илтеретпӗр: малтанхи сасӑлава «Единая Россия» парти ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ӗҫе лайӑх пурнӑҫланине, обществӑлла ӗҫе активлӑ хутшӑннине, ҫынсемпе хутшӑнас пултарулӑхӗ пуррине шута илсе, Петра парти райкомне ӗҫлеме илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Участок адресӗсене регионти парти уйрӑмӗн сайтӗнчи «Предварительное голосование» вкладкӑра вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫав вӑхӑтрах Патшалӑх Канашӗ валли хатӗрленӗ бюллетеньре икӗ кандидатшӑн паллӑ лартмалла - пӗр мандатлӑ округпа тата парти списокӗпе.

Куҫарса пулӑш

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Виҫҫӗ-мӗшӗ - Чӑваш Патшалӑх Канашне, пӗрлех пӗр мандатлӑ округа тата парти списокӗпе.

Куҫарса пулӑш

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Иккӗмӗшӗ те Патшалӑх Думинех, анчах парти списокӗпе.

Куҫарса пулӑш

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Единая Россия» чи уҫӑ та демократилле процедурӑна - малтанхи сасӑлава - суйласа илнӗ пӗртен-пӗр парти пулнине палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Унта парти представителӗсем сасӑлава епле йӗркелесе, вӑл суйлавран мӗнпе уйрӑлса тӑнине каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова палӑртнӑ тӑрӑх, малтанхи сасӑлав ирттерсе «Единая Россия» парти политикӑри уҫӑлӑха, влаҫ тата суйлав уҫӑлӑхне палӑртакан принципсене мала хурать.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Малтанхи сасӑлав суйлавран пӗлтерӗшлӗ самантпа уйрӑлса тӑрӗ: сире килӗшекен кандидатсемшӗн бюллетеньре темиҫе паллӑ та лартма юрать, анчах та Патшалӑх Канашне суйламалли бюллетеньре иккӗрен сахал мар – пӗр мандатлӑ округпа тата парти списокӗпе – паллӑ лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

2016 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗнче «Единая Россия» парти Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ирттерекен малтанхи сасӑлавӑн Пӗрлехи кунӗ иртет.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Унта парти представителӗсем сасӑлав мӗнле иртнине тата вӑл чӑн суйлавран мӗнпе уйрӑлса тӑнине каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех