Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парти сăмах пирĕн базăра пур.
парти (тĕпĕ: парти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Залкинд ҫынсене лайӑхрах сӑнаса пӑхма ӗлкӗрнӗ, парти членӗсемпе пуринпе те тата партире тӑманнисемпе те калаҫса пӑхнӑ.

Залкинд успел хорошо приглядеться к людям, беседовал со всеми членами партии и с беспартийными.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Урадовсӑр пуҫне ответлӑ организаторсем пурте партире тӑман ҫынсемччӗ, анчах кашниех парти членӗ пуласшӑнччӗ.

Кроме Урадова, все ответственные организаторы были беспартийные, но каждый из них хотел быть в партии.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Старик Имам Семирханов ӗлӗкрех парти членӗ те пулса пӑхнӑ, анчах ӑна мораль тӗлӗшӗпе пӑсӑлнӑшӑн партирен кӑларнӑ.

Старик Семирханов состоял в свое время в партии и был исключен из нее за морально-бытовое разложение.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Сывӑ пултӑр рабочисен социал-демократиллӗ партийӗ, пирӗн парти, юлташсем, пирӗн кӑмӑл-шухӑшӑн тӑван ҫӗршывӗ!

— Да здравствует социал-демократическая рабочая партия, наша партия, товарищи, наша духовная родина!

XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Партие хирӗҫ кӗрешме парти ҫӗмӗрсе тӑкнӑ ҫынсем пӗрлешни курӑнсах тӑрать вӗт.

Но ведь факт же, что в борьбе против партии объединились все, кого партия била.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Партире ҫавӑн пеккисем нумай пулни — халӗ парти умӗнче тӑракан йывӑрлӑхсенчен чи пысӑкки.

Эта одна из всех трудностей, что теперь стоят перед нами, это одна из самых больших — такое количество явных иждивенцев партии!..

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Никам та критикӑна хирӗҫ пымасть — тархасшӑн критикле, анчах куна ӑс-тӑнпа ту, партилӗх картинчен тухса ан кай, партие, парти ӗҫне сиен ан ту.

Никто не возражал против критики, — пожалуйста, критикуй, но делай это разумно, в рамках партийности, не нанося ущерба партии, не вредя делу.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Партире вӗт-ха эпир, Егор, парти дисциплинине пӑхӑнас пулать пирӗн.

Мы же в партии, Егор, и должны подчиняться ее дисциплине.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ку вӑл пирӗн парти мӗнпур совет халӑхӗн партийӗ пулнинчен килет!

Это происходит из-за того, что наша партия является партией всего советского народа!

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Чи пысӑк ответа хӑвӑр патӑрти парти пухӑвӗнче тытма тивет, — терӗ Кондратьев, — эсӗ партире тӑма пултарасси ҫинчен коммунистсем хӑйсем сӳтсе явччӑр, паян бюро фельетон пичетленсе тухни ҫинчен хӑй сӑмахне калӗ.

— Главный ответ придется держать у себя на партийном собрании, — сказал Кондратьев, — пусть сами ваши коммунисты обсудят вопрос о тебе, а сегодня бюро скажет свое слово о самом фельетоне.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кашни коммунистах парти билетне шанчӑклӑ вырӑнта, кашниех — чӗре патӗнче пытарса усранӑ: ку партие чунтан юратнине, унпа пӗр тӑван пулнине, унӑн хӑватлӑ вӑйне ҫирӗп ӗненсе тӑнине пӗлтернӗ…

Каждый коммунист держал партийный билет в надежном месте, каждый — у сердца: это означало искреннюю любовь к партии, братство с ней, твердую веру в ее мощь и силу…

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нагульновран хӑйӗнчен тата Гремячий Лог хуторӗнчи унӑн ӗҫӗсене пула инкек курнӑ колхозниксемпе уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсенчен ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, ҫавӑн пекех тата свидетельсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, эпӗ ҫакна тупса палӑртрӑм: пӗр иккӗленмесӗр каламалла, Нагульнов юлташ парти ӑна шанса тӑнине тӳрре кӑларайман, хӑйӗн айӑплӑ ӗҫӗсемпе партие ҫав тери пысӑк сиен кӳнӗ.

Путем опроса самого Нагульнова, потерпевших от его действий колхозников и единоличников Гремячего Лога, а также на основании свидетельских показаний мною установлено следующее: товарищ Нагульнов безусловно не оправдал доверия партии и своими поступками принес ей огромный вред.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Апла, мӗн тумалла-ха? — сӑмахне малалла тӑсрӗ Давыдов, хӑйне чӑрмантарнине пӑхмасӑрах — Парти, сире тракторпа ҫаклатса нушалӑхран туртса кӑларас тесе, талкӑшӗпех коллективизаци тума палӑртса хунӑ.

— Значит, как быть? — продолжал Давыдов, не обращая внимания на реплику, — Партия предусматривает сплошную коллективизацию, чтобы трактором зацепить и вывести вас из нужды.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов сӗтел патне пырса ларчӗ, талкӑшпе коллективизаци тӑвас тӗлӗшпе парти лартнӑ задачӑсем ҫинчен каласа пачӗ, ыранах чухӑнсемпе актива пуҫтарса, пуху туса ирттерме сӗнчӗ.

Давыдов присел к столу, рассказал о задачах, поставленных партией по проведению двухмесячного похода за сплошную коллективизацию, предложил завтра же провести собрание бедноты и актива.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ парти линине пурнӑҫласа пырӑп, анчах сана, юлташӑм, хамӑр пек, рабочисем пек, туррипех татса калатӑп: санӑн лини — йӑнӑш, политика тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар лини, факт!

— Я буду проводить линию партии, а тебе, товарищ, рубану напрямик, по-рабочему: твоя линия ошибочная, политически неправильная, факт!

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Начартарах куҫлӑ, сӳрӗкрех ҫаврӑнкалакан парти райкомӗн секретарӗ сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, Давыдов ҫине хӑяккӑн пӑхса илчӗ, куҫӗсем айӗнче тӑртанса тӑракан ӳтне пӗр ҫӗрелле пӗркелентерсе, унӑн докуменчӗсене вулама тытӑнчӗ.

Секретарь райкома партии, подслеповатый и вялый в движениях, присел к столу, искоса посмотрев на Давыдова, и, жмурясь, собирая под глазами мешковатые складки, стал читать его документы.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Паян эпӗ парти райкомӗнче пултӑм.

Я сегодня в райкоме партии был.

40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Федорпа Женя пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те хӑйсен парти патнелле утрӗҫ.

Женя и Федор переглянулись и пошли к своей парте к окну.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ачасем ҫав ҫулпах Кӗҫӗн Арнаутски урама чупрӗҫ те, ҫӗнӗ парти тавара илчӗҫ.

Они поспешили той же дорогой назад, на Малую Арнаутскую, и взяли новую партию «товара».

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл пирӗн парти райком секретарӗ.

Это был секретарь нашего райкома партии.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех