Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла ӗнтӗ, тепӗр хут калӑпӑр, пирӗн паянхи литература ӑна малалла тата хӑвӑрттӑн чечеклентерме, ырӑ ҫимӗҫсем партарма пултаракан писательсенчен, вӗсен халӑх юратса вулакан кӗнекесенчен чухӑн мар.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
— Хулана… — хуравларӗ Петрония; вӑл лару-тӑру чаплӑ иккенне, Фирсӑн вара мӗн пулса иртнин чӑнлӑхне ӗненме сӑлтав ҫуккине ӑнланчӗ, пӑшал пени ҫинчен каласа кӑтартма вара шикленет: Фирс тӗпӗ-йӗрӗпе туртса кӑларма пӗлет пакӑлтисенчен, ун чухне унӑн, Петронийӑн, сӑпайсӑрлӑхӗ ҫинчен Гравелот чухласан хуҫи укҫана хӑйне партарма хистӗ те…
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Овсяников патне час-часах кӳршӗсем хӑйсен тавлашуллӑ ӗҫне татса партарма, пӗр-пӗринпе килӗштерме пынӑ, вӑл татса панипе вара, ялан тенӗ пекех, килӗшнӗ, унӑн канашне итленӗ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Ҫакна Павӑл та асӑрхарӗ пулас, Раҫҫейри ирӗклӗх, партизансен кӗрешӗвӗн тӗллевӗпе четниксен сутӑнчӑкла ӗҫӗ ҫинчен каласан, вӑл, хресченсене хӑйпе килӗшме, хӑй сӑмахӗсене ҫирӗплетсе партарма тӑрӑшса, вӗсене ыйтусем пама пуҫларӗ.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пире те тыттарса партарма пултараҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
«Ырӑ туссем» вара ӑна савӑнсах такӑнтарӗҫ, Курт капитан аресрисене тыткалама пӗлмест, показанисем партарма пултараймасть, вӑл вырӑнти хурахла халӑх тӗлӗшӗпе ытлашши ҫемҫе, ытлашши йӑваш тесе, начальствӑна каҫса кайсах пӗлтерӗҫ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫаратса кайнӑ япаласене пурне те каялла пӗр турпасӗ юлмиччен имение тавӑрса партарма тупа турӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Пантелей Прокофьевич, ӗҫ ҫине алӑ сулса, тумне улӑштарчӗ, таса кӗпе, лампаслӑ пустав шӑлаварпа тахҫан Григорий парнеленӗ карттус тӑхӑнчӗ те, карчӑкне Дарйӑна Дуняшка патне шывпа апат-ҫимӗҫ леҫсе партарма хытарса, мӑнаҫлӑн майдана лӑкӑштатрӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Усть-Невинскине Виктор кӑмӑлпах килмен пулсан та, хӑй каларӗш, вӑхӑтлӑха анчах пулсан та, ҫавах малтанхи кунсенче Тури Кубань тӑрӑхӗнчи ҫынсем унсӑр пуҫне нимӗн те тӑвайманнине пӗлсе тӑни савӑнтарнӑ ӑна, вӑл кӑна — ку таврари ҫынсенчен пӗртен-пӗр ҫын — ҫав пысӑк машинӑсене лартса, вӗсене ҫутӑ партарма пултарнӑ.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хамӑрӑн надзиратель те пит тарӑхатчӗ, мана хысна стипендийӗ партарма чаратӑп та каялла Китая яратӑп, тесе хӑрататчӗ.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
- 1