Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парне сăмах пирĕн базăра пур.
парне (тĕпĕ: парне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лена хӑйӗн шут ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа, тӗплӗн, пӗлсе туса пычӗ, ҫакӑншӑн вӑл тав ҫырӑвӗ те, парне те илме тивӗҫлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Анне, — хутшӑнчӗ калаҫӑва ывӑлӗ, — ку сана Ленӑран парне

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Арҫынсем парне илме е мӗн те пулин выляса илме пултараҫҫӗ.

Для мужчин существует вероятность получения подарка, выигрыша.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӑнах та, ҫутҫанталӑк нимпе хаклайми парне панӑ Галинӑна - пурнӑҫ илемне ӳкерчӗксене хывас ӑсталӑха.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Вӗсем сана пулӑшччӑр тесен, санӑн вӗсен кӑмӑлне ҫӗклемелле, вӗсене парне памалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрпе Полина чӗннӗ ҫӗре чи пирвайхи хӑнасем пулса ҫитрӗҫ, кил хуҫи хӗрарӑмне — менелник «сӑлтавне» — парне вырӑнне простынь таврашӗ пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Парне илнӗ ятпа саламлатӑп сана, Лена.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ах, тур-тур, апӑрша ачи, пӑх-ха эсӗ ӑна, мана, ват ҫынна та парне парать.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ку сана валли, кинемей, манран пӗрремӗш ӗҫ укҫи илнӗ ятпа пӗр пӗчӗк парне пултӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Маншӑн ку чӑннипех чаплӑ парне, - ҫырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Энциклопеди - «Раҫҫей журналистикин ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫинче // Надежда ОСИПОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Шӑпӑрлансемпе шкул ачисене тӗрлӗ конкурса хутшӑнма чӗнсе каларӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене, паллах, Диплом, парне парса чыслӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Кӗнеке — чи лайӑх парне, тетпӗр те, вӗсем илсе килнӗ изданисемпе шкулта вӗренекенсем хапӑлласах паллашӗҫ, хушма пӗлӳ илӗҫ, тавракурӑмне ӳстерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗнекесем парнелерӗҫ // Е.Савельева. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%ba%d3%9 ... %97%d2%ab/

Вӑл парне — Арҫук валли чӗн пиҫиххи, Марине валли хӑмачӑ тутӑр илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Сергей Александрович вӑл кун хӑйне пысӑк парне турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

Ӑна хӑйшӗн ырӑ туни кирлӗ пулмарӗ, ӗҫ хӑех уншӑн чи ырӑ парне пулса тӑчӗ.

Не нужна была ему никакая благодарность, работа вознаграждала его за всё.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӗрарӑмсене кӗтмен кӑмӑллӑ паллашу, парне е романтикӑллӑ тӗлпулу кӗтет.

Сейчас женщин ожидает приятное неожиданное знакомство, сюрприз или романтическое свидание.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Телейлӗ ачалӑх ҫулӗнче ҫавӑн пекех тахҫанах сӳтсе явакан пулӑшу майне - тин ҫуралнӑ пепкене наци символикиллӗ парне парассине - ӗҫе кӗртмелле тесе шутлатӑп.

В Год счастливого детства считаю также необходимым запустить давно обсуждаемую меру поддержки – подарок новорожденному с элементами национальной символики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Паян Романовсен Танюши 10 ҫул тултарчӗ, пире менельнике килсе чӗнчӗҫ, эсӗ ҫук та — каяймарӑмӑр, парне илни те ахалех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

— Ил эсӗ ӑна, Кирук, хӑвнах пултӑр, парне пултӑр манран; манӑн татах пур, — терӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анчах ан ҫухат, вӑл — манӑн чи хаклӑ парне.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех