Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парне сăмах пирĕн базăра пур.
парне (тĕпĕ: парне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳлӗхе парне вӑхӑтра кӳмен-и?

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Ырра мар, Урха, ҫаралчӗ ват юман; Асту: алпастӑ — ҫӗрле ҫӳрен тӑшман — Пуҫу ҫине ярӗ сасартӑк инкек, Хыр кутне парне пар-ха эп каланӑ пек».

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑнпа ман аслӑ ул Уҫать ялшӑн тепӗр ҫул; Вырӑс тӗнне кӗрес, тет, Шура парне парас, тет.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Ҫичӗ ялӗ пухӑнсан Шупашкара Шуртантан Ҫын суйласа ямалла, Мӑнастирти пуҫлӑха Парне кӳртсе памалла, Шуртан ҫулнӑ улӑха Шурне пама пулмалла.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Майра патша иртнӗ май Хуралҫӑсем пит нумай, Ҫапах парне тыттарсан Хурал чармасть каҫ пулсан».

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пуҫлӑхсене йӑпатсан, Пӗртак парне тӑратсан — Тӗттӗм ҫӗрле ҫӳреме Ирӗк, теҫҫӗ, кимсене.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӑн ҫӑкӑрпа тӑварпа, Хӑпартупа, чӑкӑтпа, Кӳнӗ парне пӳлӗхе Ыйтнӑ унтан пиллӗхе — Иртнӗ ӗҫшӗн каҫару, Пулассишӗн пултару.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сана парне парӑттӑм».

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах ула лашана Ҫитеймерӗҫ нихӑш те, Суха тунӑ лашана Сума сурӗҫ пуххипе: Пурҫӑн вӗҫлӗ алшӑли, Икӗ сурпан ик енчен — Парне ҫакрӗҫ пӳ тулли Ула лаша ҫилхинчен.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак, утсемпе кустараҫҫӗ пусӑра Пӗр ал юлан юнашарӑн тапранса; Ҫывхараҫҫӗ пухӑ патне сиккипе — Ҫаврӑнмалла пухӑ тавра авалхисен йӑлипе, Вара тинех кӑмсармалла парне патне алсене.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак ӗнтӗ улпут-тавраш тамашша, Парне кӳрсе пур пурлӑхна халалла!

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла сӑмах пӗтерчӗ, Патша аллине чуп турӗ, Урипеле шӑлт! турӗ, Унтан парне тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Мӗн пулӗ, мӗн килӗ шанчӑка шантас мар, Ыйтса пӑхма пӗртте парне шеллес мар», Теҫҫӗ Йӑлӑмкасри яштак ҫамрӑксем: Ҫавнашкалах Шурчари ничкӗн этемсем.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӑхӑрӑҫӗ шелех мар, анчах шӑрҫа ярӑмӗ Парне кӳрес тенӗ чух пулчӗ вӑрӑ харамӗ — Ак мӗскер ӑш-чик кӳллентерет, Ҫилӗме шӑнарайми ҫиллентерет!

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Е хушнипе, каланипе парне паратӑр?

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Килекен хӑнашӑн, Майра патшашӑн — Тӑкӑнать ҫак парне Воевотӑ патне: Ҫӑра пыл та ҫинҫе тир — Йӑваш чӑвашран.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Карчӑкпа старик, ырӑ ҫынсене итлесе, киремете парне параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Мутӑра мар халь тӳрех туй тӑвасси, ытах парне парас тесен, эп хамах мӗн кирлине суйласа илӗп, тет.

Не в моде, говорит, сейчас сразу свадьба проводить, а если так сильно хочется что-то подарить, то сам выберу, что нужно.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Парне те ҫук тесе хыпӑнса ӳкрӗм.

Заволновалась, что и подарка нет.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Паллах, Аркадишӗн чи хаклӑ парне, чи сиплӗ эмел хӑй вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ ҫынсем тата юратнӑ хӗрӗ — йӑр-япӑш, сӑпайлӑ, «4» тата «5» паллӑсемпе кӑна вӗреннӗ пике — Милосердина Людмила пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех