Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

параҫҫӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чупса пуҫтарӑнакан рабочисене пӑшалсемпе патронсем салатса параҫҫӗ.

Сбегавшимся рабочим раздавалось оружие и патроны.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Нимӗҫсем «мир те мар, вӑрҫӑ та мар» текен паллӑ мар формула ҫине татӑклӑ ответ параҫҫӗ: халӗ ӗнтӗ вӗсем пӗтӗм Украинӑна, Латвине, Эстонине, Финляндине халех тасатса, ку ҫӗршывсене ӗмӗрлӗхех хӑйсен аллине хӑварма хушакан, кунтан пуҫне тата Бакупа Батум хулисене турксене пама хушакан требовани кӑларса тӑратаҫҫӗ, — ультиматум срокӗ хӗрӗх сакӑр сехете ҫеҫ пымалла.

Отвечая определенно на неопределенную формулу «ни мира, ни войны», немцы требовали теперь: немедленного очищения всей Украины, Латвии, Эстонии и Финляндии с отказом навсегда от этих территорий и, кроме того, отдачи туркам Баку и Батума, — срок ультиматума истекал через сорок восемь часов.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ирхине, саккӑрмӗш сехетре, ӑна аялти хутран хӑрӑмланса пӗтнӗ чейникпе типӗтнӗ кишӗр ярса вӗретнӗ чей илсе пырса параҫҫӗ.

В начале восьмого ему принесли снизу грязный от копоти чайник с морковным чаем.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Конституцире палӑртса хӑварнӑ хаклӑхсем ҫӗршывӑмӑр гражданӗсен чи пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗсемпе прависене тивӗҫтерме тата хӳтӗлеме, обществӑн тӗп тӗллевӗсене пурнӑҫлама – ҫемье институтне, вӗренӗве, ҫын сывлӑхне пулӑшу кӳме, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет никӗсӗсене ҫирӗплетме тата нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑла-йӗркене сыхласа хӑварма – май параҫҫӗ.

Ценности, определенные в Конституции, направлены на обеспечение и защиту базовых ценностей и прав граждан нашей страны, реализацию важнейших приоритетов общества – поддержку института семьи, образования, здоровья человека, укрепление духовно-нравственных основ и сохранение многовековых традиций.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/12/gla ... et-s-dnyom

— Пире хӗрлӗармеецсем пулма ҫыраҫҫӗ, винтовкӑсем, хӗҫсем параҫҫӗ, вара шуррисене пуриншӗн те тавӑратпӑр.

— Запишемся в красноармейцы, дадут нам винтовки, и тогда мы отплатим белым за все.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

 — Ыран сана сӑран илсе килсе параҫҫӗ.

Завтра кожу принесут.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Каярахпа эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: кусем — акӑлчансемпе французсем иккен, вӗсем хӑйсемпе пӗрле Юза илсе килнӗ те ӑна завода каялла тавӑрса параҫҫӗ иккен, вӑл рабочисене вилеслех хӗнессипе хӑратнӑ.

Позже я узнал, что это были французы и англичане, а среди них в черном горшке хозяин завода Юз, он разозлился на рабочих за то, что отобрали у него завод, и грозился всех выпороть на площади.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хулара пур складсене те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, урамра ҫӑнӑх сапаланса выртать, тесе каласа параҫҫӗ.

Рассказывали, что в городе разбиты все склады, по мостовой рассыпана мука.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Васька час-часах пирӗн пата чупса пырса урамра мӗн пулни ҫинчен каласа тӑчӗ: Мурат лавки тӑрринчи Петя пулеметчик хӑйӗн «максимӗпе» мӑрье хыҫӗнче ларать иккен, вӗсем Учапа иккӗшӗ ҫӗлӗксем ӑшне патронсем тултарса хӗрлӗармеецсене леҫсе параҫҫӗ.

Когда Васька прибегал, то рассказывал новости: на лавке Мурата за трубой сидит пулеметчик Петя со своим «максимкой», а Уча с Васькой таскают патроны для красноармейцев.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Позицисенчен аманнисем таврӑнма пуҫларӗҫ, вӗсем Деникинӑн ҫар нумай пулни ҫинчен, кашни хӗрлӗармеецӑн виҫӗ шурӑгвардееца хирӗҫ ҫапӑҫма тӳр килни ҫинчен каласа параҫҫӗ.

С позиций прибывали раненые и рассказывали, что у генерала Деникина много войска, и каждому красноармейцу приходится драться с тремя белогвардейцами.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Большевиксем сире пӗр кӗренкке ҫӑкӑр параҫҫӗ, ҫавӑнпа та сирӗн хырӑмсем йывӑр пулаҫҫӗ, эпӗ сире чӗрӗк кӗренкке парӑп — сирӗн хырӑмсем ҫӑмӑл пулӗҫ.

Большевик дают вам фунт хлеба, и у вас желудок тяжелый, а я дам четверть фунта — желудок будет легкий.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫутӑ сахал параҫҫӗ вӗсем, анчах вӗсен хӑрӑмӗпе мачча хытах хуралса ларнӑ вара.

Света от них было мало, зато потолок потемнел от копоти.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тӗлӗнмелле историксем каласа параҫҫӗ ҫав ҫын ҫинчен.

Всякое говорили об этом бандюге.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пире вӗт мӗн пурӗ те ҫын пуҫне чӗрӗк кӗренке ҫeҫ параҫҫӗ.

Ведь нам выдавали по четверти фунта на душу.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Пур ҫветтуйсене те асӑнса тупа тӑваҫҫӗ, чунӗсене параҫҫӗ, анчах укҫи-хуйхӑр, рабочисем валли укҫа тупатпӑр.

Клянутся всеми святыми, а деньги прячут, но ты, товарищ комиссар, не горюй, для рабочих мы денег найдем.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пире винтовкӑсем параҫҫӗ.

Нам винтовки дадут.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Илюха хамӑра тӗл пулакансене йалӑхтарсах ҫитерчӗ, кашнинченех: «Тете, винтовкӑсем ӑҫта параҫҫӗ?» — тесе ыйтать.

Илюха у каждого встречного спрашивал: «Дядь, где винтовки дают?»

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Халь ӗнтӗ Юзӑн арчисене те уҫнӑ пулӗ те унӑн ылтӑнне валеҫсе параҫҫӗ пулӗ.

Теперь, вероятно, открыли сундуки Юза и раздают его золото.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кӗске вӑхӑт хушши туртӑнкаласа тӑнӑ хыҫҫӑн, рабочисем хӑйсем большевиксен лозунгӗсене парӑннине ҫӗнӗрен ҫирӗплетсе параҫҫӗ; Кабель, Путилов, Франко-Русски, Тар завочӗсенчи, Манет керменӗнчи, Путилов верфӗнчи, «Ҫӗнӗ Лесснерти» рабочисен пухӑвӗсем, «Модерн» циркӗнчи тарҫӑ-тӗрҫӗсен пухӑвӗ тата ыттисем те, — вӗсен вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, — большевикла е большевиксенни майлӑ резолюцисем йышӑнаҫҫӗ; Балти флочӗн морякӗсем, ав, большевиксене ирӗке кӑларма хистеҫҫӗ, — буржуалла хаҫатсем вара кун пирки шарламаҫҫӗ те!

Рабочие после непродолжительного замешательства подтверждают свою верность большевистским лозунгам; собрания рабочих Кабельного, Путиловского, Франко-Русского, Порохового заводов, Монетного двора, Путиловской верфи, «Новый Лесснер», собрание домашней прислуги в цирке «Модерн» и так далее, до бесконечности, принимают большевистские или почти большевистские резолюции, корабли Балтийского флота требуют освобождения большевиков, — а об этом буржуазные газеты ни гугу!

14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Лилипутсен пӗр-пӗринпе хирӗҫекен партийӗсем — ҫӳлӗ кӗлӗллисемпе лутра кӗлӗллисем — акӑлчансен каснӑ-лартнӑ торисемпе вигсем, ҫӑмартана хӑш пуҫӗнчен ҫӗмӗрессине калаҫса татӑлма пултарайман шӗвӗр вӗҫлисемпе пуклак пуҫлисен сектисем вӑл вӑхӑтри тӗн тавлашӗвӗсене сатирӑлла кӑтартса параҫҫӗ.

Враждующие политические партии лилипутов — высококаблучников и низкокаблучников — разительно напоминают английских тори и вигов, а секты остроконечников и тупоконечников, не могущих прийти к окончательному решению, с какого конца следует разбивать яйца, дают сатирическое изображение религиозных споров того времени.

6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех