Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрсе кайнӑ газсемпе вутлӑ шӗвек лавӑна сирпӗтсе кӑларакан тата ҫавӑн пекех питӗ нумай вӗри ҫӑлкуҫсем тӑвакан вулкансем ҫӗр ӑшӗнчен ҫиеле питӗ нумай ӑшӑ кӑларса тӑраҫҫӗ, ҫав ӑшӑ Ҫӗршӗн ним усӑсӑрах пӗтет; хӗвел пайӑркисем Ҫӗре паракан ӑшӑ ҫӗр хуппи ӑшне темиҫе метр тарӑнӑшне кӑна сӑрхӑнса кӗрет.
2. Тусем – сивӗнекен ҫӗрӗн пӗркеленчӗкӗсем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Аппӑшӗн хӗрӗ ҫинчен ывӑнма пӗлмесӗр калаҫакан Софья Ивановна мана Варенька, хӑй ҫамрӑккине пула, тӑватӑ ҫул каялла кӗписене, пушмакӗсене пӗтӗмпех никамран ыйтмасӑр ялти хресченсен ачисене пани, ҫав япаласене каялла пуҫтарса илме тивни ҫинчен каласа кӑтартсан, эпӗ ҫакна хамӑн шухӑшра ӑна ҫӳлерех хӑпартма май паракан ӗҫ вырӑнне тӑруках йышӑнмарӑм, малтан унран япаласене хаклама пӗлменшӗн хам ӑшра тӑрӑхласа култӑм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ну, хӗлле, тур пулӑшсан, Петербурга куҫӑпӑр, унта ҫынсемпе курнӑҫатӑр, усӑллӑ паллашусем пулӗҫ; эсир ӗнтӗ пысӑк ачасем, акӑ эпӗ Вольдемара ҫапла каларӑм; эсир халь ҫул ҫине тухнӑ, ҫавӑнпа ман ӗҫ пӗтнӗ, хӑвӑрах кайма пултаратӑр, манпа канашлас кӑмӑлӑр пулсан, канашлӑр, эпӗ халь сире ӑс паракан арҫын мар ӗнтӗ, сирӗн тусӑр эпӗ, кирек мӗн тесен те хам пултарнӑ ҫӗрте сирӗн тусӑр, юлташӑр тата канаш паракан ҫыннӑр пуласшӑн, урӑх никам та мар.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ача чухне те, ҫамрӑклӑх тапхӑрӗнче те, каярахпа ҫитӗнерех ҫитсен те эпӗ хамӑн суяс йӑла пуррине асӑрхаман, эпӗ ҫав тери тӳрӗ те уҫӑ кӑмӑллӑччӗ; анчах яшлӑхӑн ҫав малтанхи тапхӑрӗнче тепӗр чух куҫа курӑнман сӑлтавсӑрах ҫав тери теветкелленсе суяс килсе каятчӗ, эпӗ шап та лӑп «теветкелленсе» тесе калатӑп, мӗншӗн тесен эпӗ суйнине ҫӑмӑллӑнах тытма май паракан япаласем пирки суяттӑм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав вӑхӑтра мана куркапа чей лартса паракан Варенька тата эпӗ калаҫнӑ чухне ман ҫине пӑхнӑ Софья Ивановна пуҫӗсене тепӗр еннелле пӑрчӗҫ те урӑххи пирки сӑмах хускатрӗҫ, ҫав вӑхӑтра вӗсен сӑн-питӗнче палӑрнӑ йӑлтӑрӑва эпӗ каярахпа пӗр-пӗр питӗ ҫамрӑк ҫын куҫкӗретӗнех суйма пикеннӗ чух ыр ҫынсен пичӗсенче час-часах асӑрхарӑм, унашкал сӑн акӑ мӗне пӗлтерет:
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пӗр ҫынна теприн шухӑшне тавҫӑрма май паракан тата калаҫура ҫул кӑтартса пымалли йӗр пулса тӑракан инстинкт туйӑмӗ тӑрӑх Катя хӑйӗн сивӗ кӑмӑлӗпе ман чӗрене ыраттарнине ӑнласа илчӗ; вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те мана сӑмах хушрӗ:
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пит пысӑк ӑслӑ ҫынах мар пулин те, мухтавшӑн тӑрӑшакансем ҫине мӑнаҫлӑн пӑхма май паракан вырӑн йышӑннине пула, чаплӑ шухӑшсемпе хӑпартланма пултарнӑ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анне именийӗ паракан тупӑшсене Петровскишӗн (эпир пурӑнакан ялшӑн) тӑкакламалла тесе ӗнентересшӗн пулса, вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех атте пурлӑхне анне мулӗ шучӗпе ӳстерсе пыма тӑрӑшать.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Пуринчен йывӑрри вӗсене апат-ҫимӗҫ тупса паракан, вӗсене сыхлакан ҫын тупасси.— Самое трудное — найти человека, который сумел бы охранять их и обеспечивать провиантом.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пулса тӑнӑ лару-тӑруран ҫӑлӑнса тухмалли пӗртен-пӗр май вӑл — парти хӑйне паракан пӗтӗм правапа усӑ курасси пулать пек туйӑнать халь ӑна.В такой обстановке единственный выход — использовать все права, предоставленные ему партией.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ун патне ылттӑн тирӗксемпе ырӑ ӗҫме-ҫимӗҫсем, тӗрлӗрен эрехсем пырса паракан чурасем чӗрне вӗҫҫӗн ҫеҫ утса ҫӳренӗ.Рабы, подносившие к нему золотые тарелки с благородными блюдами и разные вина, ходили на цыпочках.
Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.
Хаҫатри пек каласан, «ӑс паракан аслӑрах юлташ».
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
«Иккӗ» паллӑ лартса паракан учителе хӳтӗлет-ҫке ӗнтӗ!
Саша вӑрттӑнлӑхӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Эпӗ мӑя тӑсса пӑхрӑм та Андрей Никитичӑн пичӗ шап-шурӑ сӑнлине (кӑвак сӑн паракан лампа тӗсе аякран уйӑрса илме кансӗрленӗ), ҫамки ҫине шултра тар пӗрчисем тапса тухнине тинех куртӑм.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Эпир ӑна Кайӑксен утравӗнчен ултӑ мильте тытса чартӑмӑр та тӗтӗмпе сигнал паракан еннелле ҫул тытрӑмӑр (Сачков вара утрав ҫинче вулкан чӗрӗлнӗ тесе тупа турӗ).
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Шурӑ майкӑсем ҫакӑнтан тӗрӗс вывод турӗҫ те виҫҫӗмӗш — юлашки, ӗҫе татса паракан партие асӑрханса, майӗпе пуҫларӗҫ.
60 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вара эпӗ ачасен ӑс-тӑнне илемлӗ литература мӗнле пырса тивни ҫинчен каласа паракан историе илтрӗм.И тут я услышал поучительную историю о влиянии художественной литературы на детские умы.
54 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Галина Николаевна — сирӗн пирвайхи пулӑшу паракан специалист эппин?
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑшпӗр чухне ҫынсем ҫапла шутлаҫҫӗ: ҫынсемпе вӗсене юратмасӑрах ӗҫлеме ирӗк паракан йӗрке пур, тесе шутлаҫҫӗ, анчах ун пек йӗрке ҫук.
45 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эсир ҫынна выртса ҫырма май паракан ҫӑмӑл кӑна подставка тума пултараймастӑр-и?Не можете ли вы сделать такую легкую подставочку, чтоб человек мог писать лежа?
36 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.