Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пар сăмах пирĕн базăра пур.
пар (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
22. Давид вара Орнана каланӑ: йӗтем вырӑнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкне пар мана, унта эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн тӑвӑп; ӑна тулли хакӗпех сут мана, вара халӑха тӗп тӑвасси чарӑнӗ, тенӗ.

22. И сказал Давид Орне: отдай мне место под гумном, я построю на нем жертвенник Господу; за настоящую цену отдай мне его, чтобы прекратилось истребление народа.

1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вара Иоас, Израиль патши, Иудея патши Амасия патне ҫын ярса ҫапла калама хушнӑ: Ливанра ӳсекен кӳкен тӗмӗ Ливанрах ӳсекен кедр йывӑҫӗ патне: «хӑв хӗрне ман ывӑла качча пар» тесе калама янӑ.

9. И послал Иоас, царь Израильский, к Амасии, царю Иудейскому, сказать: терн, который на Ливане, послал к кедру, который на Ливане же, сказать: «отдай дочь свою в жену сыну моему».

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ииуй каланӑ: апла пулсассӑн аллуна пар, тенӗ.

Если так, то дай руку твою.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вара ҫар урапи кӳлнӗ икӗ пар лаша илнӗ.

14. И взяли две пары коней, запряженных в колесницы.

4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ леш арӑма тепӗр кунхине: «халь хӑвӑн ывӑлна пар, паян ӑна ҫисе ярӑпӑр» терӗм.

И я сказала ей на другой день: «отдай же твоего сына, и съедим его».

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ хуравланӑ: мана пӗр арӑм ҫапла каларӗ: «хӑв ывӑлна пар, ӑна эпир паян ҫисе яратпӑр, ман ывӑлӑма вара ыран ҫиетпӗр» терӗ.

И сказала она: эта женщина говорила мне: «отдай своего сына, съедим его сегодня, а сына моего съедим завтра».

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ вӗсене ҫӑкӑрпа шыв пар; ҫиччӗр, ӗҫчӗр, кайран хӑйсен патши патне кайччӑр, тенӗ.

Предложи им хлеба и воды; пусть едят и пьют, и пойдут к государю своему.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Елисей: ҫынсене пар, ҫиччӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: «ҫисе те тӑранӗҫ, ытлашши те юлӗ» тет, тенӗ.

И сказал он: отдай людям, пусть едят, ибо так говорит Господь: "насытятся, и останется".

4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Елисей вара: ҫынсене пар, ҫиччӗр, тенӗ.

И сказал Елисей: отдай людям, пусть едят.

4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӑнӑхне вӑл хурана янӑ та [Гиезие]: ҫынсене шӳрпе антарса пар, ҫиччӗр, тенӗ.

И всыпал ее в котел и сказал [Гиезию]: наливай людям, пусть едят.

4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Илия ӑна каланӑ: ан шиклен, кай та ху мӗн каланине ту; анчах чи малтан пысӑках мар тутлӑ чуста пашалӑвӗ пӗҫер те мана килсе пар; ывӑлупа иксӗр валли кайран хатӗрлӗн, 14. мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа ҫӗр ҫине ҫумӑр ярас кунчченех чӗресре ҫӑнӑх иксӗлмӗ, чӳлмекре ҫу чакмӗ, тет, тенӗ.

13. И сказал ей Илия: не бойся, пойди, сделай, что ты сказала; но прежде из этого сделай небольшой опреснок для меня и принеси мне; а для себя и для своего сына сделаешь после; 14. ибо так говорит Господь Бог Израилев: мука в кадке не истощится, и масло в кувшине не убудет до того дня, когда Господь даст дождь на землю.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Гад вара Давид патне пынӑ та ӑна ҫапла пӗлтерсе каланӑ: суйласа ил — санӑн ҫӗршывунта ҫичӗ ҫул хушши выҫлӑх пулмалла-и, санӑн хӑвӑн тӑшманусенчен виҫӗ уйӑх тарса ҫӳремелле-и, вӗсем сана йӗрлеччӗр-и е санӑн ҫӗршывунта виҫӗ кун хушши мур чирӗ ҫӳретӗр-и? халӗ шутла та хама Янӑскерне манӑн мӗнле хуравламаллине татса пар, тенӗ.

13. И пришел Гад к Давиду, и возвестил ему, и сказал ему: избирай себе, быть ли голоду в стране твоей семь лет, или чтобы ты три месяца бегал от неприятелей твоих, и они преследовали тебя, или чтобы в продолжение трех дней была моровая язва в стране твоей? теперь рассуди и реши, что мне отвечать Пославшему меня.

2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӗсем патшана каланӑ: пирӗн халӑха пӗтернӗ, пирӗн халӑха Израилӗн нихӑш ҫӗрӗнче те юлмалла мар кӑклама шутланӑ ҫын кирлӗ пире, 6. унӑн ӑрӑвӗнчен ҫичӗ ҫын пар та пире, эпир вӗсене Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ Саулӑн хулинче, Гивӑра, Ҫӳлхуҫа умне [хӗвел ҫине] ҫакса хурӑпӑр, тенӗ.

5. И сказали они царю: того человека, который губил нас и хотел истребить нас, чтобы не было нас ни в одном из пределов Израилевых, - 6. из его потомков выдай нам семь человек, и мы повесим их [на солнце] пред Господом в Гиве Саула, избранного Господом.

2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Патша вара Фамарь патне ҫапла калама ҫын янӑ: Амнон пиччӳ килне кай та ӑна апат хатӗрлесе пар.

7. И послал Давид к Фамари в дом сказать: пойди в дом Амнона, брата твоего, и приготовь ему кушанье.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Давид ӗнтӗ Саул ывӑлӗ Иевосфей патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: Мелхола арӑмӑма пар, эпӗ ӑна ҫӗр филистим ӳтне кастарнӑшӑн илнӗ, тенӗ.

14. И отправил Давид послов к Иевосфею, сыну Саулову, сказать: отдай жену мою Мелхолу, которую я получил за сто краеобрезаний Филистимских.

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл: Самуила кӑларса пар мана, тенӗ.

И отвечал он: Самуила выведи мне.

1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул ӑна: юмласа парсам мана, эпӗ кампа та пулин калаҫасшӑн пулӑп, эсӗ мана ҫавна кӑларса пар, тенӗ.

И сказал ей Саул: прошу тебя, поворожи мне и выведи мне, о ком я скажу тебе.

1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Давид каланӑ: кун пеккине урӑх тупаяс ҫук, ӑна мана пар, тенӗ.

И сказал Давид: нет ему подобного, дай мне его.

1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Давид Ахимелех священника каланӑ: патша мана пӗр ӗҫ хушса ячӗ, анчах та вӑл: «эпӗ сана мӗншӗн янине, мӗн хушнине никам та ан пӗлтӗр» терӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн ҫыннӑмсене пӗр ҫӗрте хӑвартӑм; 3. апла аллу айӗнче мӗн пуррине — пӗр пилӗк ҫӑкӑр е мӗн те пулин — пар мана, тенӗ.

2. И сказал Давид Ахимелеху священнику: царь поручил мне дело и сказал мне: «пусть никто не знает, за чем я послал тебя и что поручил тебе»; поэтому людей я оставил на известном месте; 3. итак, что есть у тебя под рукою, дай мне, хлебов пять, или что найдется.

1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ӗнтӗ Иависӑн аслӑ ҫыннисем ӑна каланӑ: Израиль ҫӗрӗн кашни кӗтесне элчӗ яма ҫичӗ кунлӑх вӑхӑт пар пире, эхер те пире никам та пулӑшмасть пулсассӑн, эпир сан патна тухӑпӑр, тенӗ.

3. И сказали ему старейшины Иависа: дай нам сроку семь дней, чтобы послать нам послов во все пределы Израильские, и если никто не поможет нам, то мы выйдем к тебе.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех