Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑшӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Ашшӗпе амӑшне ҫупӑрласа темӗн чухлӗ ҫепӗҫ сӑмах каласа, юнашар ларса чун-чӗринчи мӗн пур лайӑх енне панӑшӑн, куҫ хупмасӑр телейлӗ пурнӑҫ пилленӗшӗн тав тӑваҫҫӗ тӗпренчӗкӗсем.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

— Каҫарӑр ыйту панӑшӑн, — терӗ американец, старик еннелле кӑштах пуҫне тайса, — Миҫере эсир?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тавах ӑнлантарса панӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл ҫӗнӗ пура туянтӑм тет, укҫа нумай ярса панӑшӑн завод дирекцине тав тӑвать, ал-ура ҫаврӑнсанах парӑмсене тӳлесе татӑп, тет.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мана хам ҫамрӑклӑха аса илтернӗшӗн, мана хӑвна юратма ирӗк панӑшӑн

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Чӑваш Республикин промышленноҫа аталантаракан фондне, сире тата республика Правительствине предприятине тӗрев панӑшӑн тав тӑвасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/27/chav ... v-elara-ao

Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа, 2024 ҫулта коммуналлӑ пулӑшусем панӑшӑн тӳлемелли хаксем пирки, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин ӑнлантарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Ҫакӑн пек условисем туса панӑшӑн Комсомольски муниципаллӑ округ администрацине, Чӑваш Республикин культура тата национальноҫсен ӗҫӗсен министерствине тав тумалла.

Куҫарса пулӑш

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Мана вӑрласа панӑшӑн ӗнтӗ эсӗ укҫа та илнӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тавах, атте-анне, мана ӳстерсе пысӑк вӑй панӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрлӗ Ҫар валли хӗҫпӑшал тума 50000 тенкӗ укҫа пухса панӑшӑн вӑрманпромхозра ӗҫлекенсене Сталин тав туса янӑ телеграммӑна анчахрах пӑхса лартӑмӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫтаппан хӗр сӗнӗвӗшӗн, вӑл хӑйӗн чунне уҫса панӑшӑн ҫав тери савӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Нюра упӑшкине, тутара, ывӑлне Америка майлӑ Вильсон ят панӑшӑн ялти активистсем элекӗпе тытса хупнӑ, кайран персе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чее те ӑслӑ пуҫлӑхсем Подоприхин пек хӗрӗх пӗрмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, вӑрҫӑ пуҫланас умӗн, вӗсен шучӗпе, «патшалӑх ҫӑкӑрне салатакан» председательсене, ӗҫ кунӗшӗн ик ҫӗр (!) грамм тырӑ панӑшӑн каҫарма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Политикӑри тата историри ҫивӗч ыйтӑвӗсене ытла та тавлашуллӑ уҫса панӑ, хӑш чухне Банглапедине унта политика ытла нумай пулнишӗн, вак халӑхсемпе ҫыхӑннӑ тематикӑна ытла та пӗр енлӗ те тирпейсӗр уҫса панӑшӑн тиркеҫҫӗ.

Острополитические и исторические вопросы в Банглапедии оспариваются, Банглапедию иногда обвиняют в политизированности и ангажированности и в неаккуратном изложении тематики, связанной с малыми народами.

Банглапеди // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%B4%D0%B8

- Алина Валерьевна, ӑнлантарса панӑшӑн тав.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

Краснов патшалӑх пуҫлӑхне ведомство ӗҫне хак панӑшӑн тав тунӑ та Президент асӑннӑ ҫул-йӗрпе «сӑмахсӑрах» прокуратура малалла та ӗҫлӗ тесе хушса хунӑ.

Краснов поблагодарил главу государства за оценку деятельности ведомства и добавил, что прокуратура «безусловно» продолжит работать по перечисленным президентом направлениям.

Путин генеральнӑй прокурорпа тӗл пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/pravo-tata-z ... ln-3454192

— Мӗн, ӗнӳне панӑшӑн йывӑр-и?

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Айта-ха, хӑйраса панӑшӑн вите тӑрринчен утӑ антарма пулӑш.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех