Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑшӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Райвоенком сире йытӑ пӑхса ӳстерсе панӑшӑн питӗ тав тӑвать, — терӗ сержант.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Мана ӗҫлесе панӑшӑн пӗр пус та тӳлемерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чиркӗве! — сӑмах тупса панӑшӑн савӑнса кӑшкӑрчӗҫ ҫынсем.

В церковь пришли! — дружно поддержали Яндула собравшиеся.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрмантан хурӑн ҫӑпанӗ касса килсе панӑшӑн Янтула вӑрттӑн аллӑ пус кӗмел укҫа тыттарчӗ; табак илме вӑл юрарӗ); Енчӗпек халь кӑна куҫҫуль юхтарса юлчӗ (эсӗ пӗртте манпа ларми пултӑн, ӑш вӗҫнӗ ҫын пек, пӗрмай таҫта чупан, такама юратса пӑрахман-и эс терӗ.

она была безмерно рада тому, что Яндул принес ей из лесу березовый гриб чагу, и дала ему тайком от мужа полтинник — сгодится на покупку табака); Ендебек всплакнула, укорив, что он совсем перестал бывать с ней, мол, уж не влюбился ли в кого?

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пилӗк ачана пурнӑҫ парнеленӗшӗн, тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтернӗшӗн, воспитани панӑшӑн Валентина Эбдиевна «Ача амӑшӗ» медале илме тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/

Хӑй чухӑн пек курӑнсан та Кушил мучи ӗҫ туса панӑшӑн нумайӑшӗнчен нимӗн те илмест.

Не богач кузнец, но с многих Кошель не берет за работу никакой платы.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ытти выльӑхсене ҫын усӑ панӑшӑн ҫеҫ усракалать, сысна вара усӑ та парать, кил илемне те кӳрет…

Если других животных человек разводит исключительно ради пользы, то свинья помимо пользы вносит красоту в дом — так считает святой отец.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Пуртӑ тытманни нумай пулатчӗ-ха, тавах ырӑ ҫынсене ӗҫ тупса панӑшӑн, — терӗ Кӑтра Михала, хыр пӗрени ҫине утланса ларса.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫывӑхри пӗр хулара тӑракан артиллери полкӗ фронта каяс умӗн хӑйне темӗн чухлӗ ҫуна туса панӑшӑн промартеле икӗ лаша парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Танк илме укҫа панӑшӑн Кӑтра Михалана Сталин тав тунӑ тетӗп, — терӗ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Агаа, хӑйне каччӑ ҫыруне шанса панӑшӑн хӗпӗртенӗскер, кунпа та кӑмӑлтан киленӗччӗ ӗнтӗ, вӑл ҫырӑва тытса пӑхнӑ хыҫҫӑнах каялла парасшӑнччӗ, анчах Укахви куҫӗсенче ҫакна курчӗ: тантӑшӗ чӑнах та вӑл ҫырупа паллашасса кӗтет.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ырӑ ҫыннӑм, чаплӑран та чаплӑ мӑрса, хисеплӗрен те хисеплӗ чӑваш княҫӗ, Хусан ханлӑхӗнчи паллӑран та паллӑ алгази, тавах аллаха ҫакӑн пек тӗл пулу туса панӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хаклӑ хак панӑшӑн тӑрӑхламасть-и вӑл хуҫаран?

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тавах сана ӑс панӑшӑн, — теме ҫеҫ пултарчӗ Пикпав.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Икӗ ҫул хушшинче ҫакӑн пек чаплӑ спорт керменне хута яма тӗрев панӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Правительствине, РФ Спорт министерствине тав тунӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум шайӗнче уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ekse-petem

Сергей Николаевич хӑйне пысӑк та яваплӑ ӗҫ шанса панӑшӑн тав тунӑ, халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларас тесе хӑйӗнчен мӗн кирлине пӗтӗмпех тума сӑмах панӑ, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе, райадминистраци ӗҫлевҫисемпе тата ял хуҫалӑх организацийӗсен ертӳҫисемпе пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса ӗҫлессе шаннине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Сергей Михайлова шаннӑ // Ирина Машкина. http://kanashen.ru/2022/02/11/%d1%80%d0% ... %80%d0%b3/

Тӑлӑх ачасем валли ҫирӗм пилӗк пӑт тырӑ тупса панӑшӑн тавтапуҫ сана Совет влаҫӗнчен…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӗкӗрҫӗсем пӗр эрне вӑхӑт панӑшӑн мӑрсана тав турӗҫ пулин те, ӑшра ҫапах та пӑшӑрханса пурӑнчӗҫ: ҫу кунӗсем иртсе кайрӗҫ, анчах вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ пӗтмерӗ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хыснана темиҫе чӳлмек пыл панӑшӑн чухӑнланса юлас ҫук-ха, — ҫав-ҫавах сиввӗн тавӑрчӗ ӑна хирӗҫ Урасмет.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тавах сана, Ятламас, мана тӑн панӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех