Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тахҫанхи илӗртмӗшӗм — паллӑ мар вырӑнсенче курса ҫӳресси; манӑн шухӑшӑмпа — вӑрӑсен нумайӑшӗн шӑпи те, тӗрме решетки, шӑпах ҫав туйӑм астарнинченех тухса тӑрать; ҫак туйӑмшӑн пур пӗрех: чартак-и е пушӑ уй-ҫаран-и, тискер утрав-и е паллӑ мар хваттер-и?
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Акӑ Ганувер хӗрарӑмпа пӗрешкел шухӑшлать, Дюрок, Поп тата Эстамп пуринчен те, Гануверсӑр пуҫне, маншӑн паллӑ мар, вӑрттӑн кӑмӑл-туйӑмпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ, тепӗр енчен вара — хӗрарӑм, пенснеллӗ арҫынпа куҫлӑхлӑ арҫын пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах, пӗрремӗш ушкӑн паллӑ мар тӗллев патне ҫавра ҫулпа пырать, анчах хӑйне вырӑнтах тӑнӑн кӑтартать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл пӳлӗме сиксе кӗреймест; пӗтӗмпех мӗнле пулса иртесси уншӑн паллӑ мар-ха, ҫакӑн пирки хӑйӗнче вӑл мӗнле те-тӗр уҫӑмлӑ систерӳ паллине те курмасть-туймасть, анчах пӗр урине, унтан теприне хускаткаласа рехетлӗн кӗтсе сывлать, — кӗрешӳре хӑйӗн пиҫӗхсех ҫитеймен кӗлеткине вӑйланнӑ-ҫирӗпленнӗ инстинкта шанса паракан тискерчӗк ҫавнашкал чӑтӑмсӑррӑн кӗтет ахӑр.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Тепӗр чух эпӗ ҫыркалатӑп, анчах манӑн паллӑран та паллӑ сунарҫӑсем тем те пӗр курса ҫӳренине ҫырса кӑтартас килет.Я иногда пописываю, но смертельно хочется мне изложить историю знаменитых охотников.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Манӑн сире паллӑран та паллӑ Аспер Лабиринтне кӗртсе кӑтартас килет.— И мне хочется, чтобы вы посетили знаменитый Лабиринт Аспера.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Ҫак ҫулпа паллӑ мар, ҫурма ҫарамас ҫынсем куҫаҫҫӗ — татти-сыпписӗр; ку — чӗрӗ чӑн-чӑн юхӑм; паллӑ мар япаласем тиенӗ лавсем, тӗве караванӗсем чӗриклетсе-хӑнтӑртатса тусен тӗлӗнтермӗш амфитеатрӗ патнелле ӑнтӑлаҫҫӗ; кӗре ачасем, кунти пек мар ытарайми хитре хӗрарӑмсем, тӗлӗнмелле хӗҫ-пӑшаллӑ ҫапӑҫуҫӑсем, — вӗсен хӑлхисемпе кӑкӑрӗсем ҫинче ылтӑн капӑрчӑксем, — пӗр-пӗринчен часрах-часрах иртсе каймашкӑн васкаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.
Вӗсен, чӑн та, уни-куни пуҫтарӑннӑ: Ньютон пан улмийӗ, Лавуазье тата ҫакнашкал ытти япала; анчах кусем пурте, паллӑран та паллӑ Калиострӑн циклопла пӗлӗвӗсемпе танлаштарсан, ниме тӑманлӑх кӑна.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.
Ку паллӑ мар, ҫапах та темӗн те сиксе тухӗ… паллах, эпӗ — ҫавна хирӗҫ, эпӗ кулянӑва хирӗҫ!Это неизвестно, однако может случиться, хотя я не хочу, не хочу горевать!
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Акӑ вӑл кунта — паллӑран та паллӑ, чӗрӗ Ягдин.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
«Мана черетпе кӗртни — начар паллӑ, — Ягдинӑн визит карточки Ҫӗпӗр кӗпӗрнаттӑрне витӗм кӳрейӗ-ши е кӳреймӗ-ши тесе уйланчӗ паллӑ сӗрме купӑсҫӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Паллах, вӑл халӗ аванах ӑнкарать: «Шӑнкӑр-шӑнкӑрта» пурӑнакан пулӑсен уншӑн ют, паллӑ мар пултарулӑх-ӑсталӑх пур; ку питӗ лайӑх-тӑр.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Ку, паллах, вӑйсӑр ӑнлантару, тӗрексӗр те васкавлӑ ӑнкаруран ытла мар, анчах ҫакна ҫирӗплетмешкӗн эпир пуриншӗн те паллӑ тӗслӗх илсе кӑтартаятпӑр: йӗксӗк-ӑҫтиҫуксен арӑмӗсем е еркӗнӗсем чылай чухне — ҫынлӑхлӑ, лайӑх хӗрарӑмсем (е ӗлӗкрех ҫавнашкаллисем пулнӑ).
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
«…тата Нок, ҫирӗм пилӗк ҫулта, вӑтам пӳллӗ, тӳрӗ, ҫирӗп кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ кӑтрарах, хӗрлӗрех, куҫӗсем хӑмӑр; кӗре питлӗ, сулахай хӑлхи айӗнче пысӑк тур палли — пӑрҫа пысӑкӑшскер; алли-ури пӗчӗк; куҫ харшисем кӗске; урӑх паллӑ ҫук.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Кунта кам пурӑнать — паллӑ мар; эпир чӑннине каласан ӗненӗҫ-и пире — ку та паллӑ мар, тӗрӗссине пӗлтерсен хамӑршӑнах япӑх пулмӗ-и?
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Хӑрушлӑхра тата паллӑ марлӑхра хамӑр кӑна юласран «Рикшӑна» хӑйсемпе лартса каймашкӑн ыйтма сӗнекенсем те пулчӗҫ, анчах хӑравҫа ҫийӗнчех вырӑна лартрӗҫ, тӑна кӗртрӗҫ те ӑнлантарчӗҫ: кунти паллӑ марлӑх паян пысӑк ҫӗр-шывсенче пулса иртнинчен аванрах.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
— Халӗ вара… — терӗ малалла Эгль хӑйне тӗлӗнмеллерех тытнине вӗҫлеме тӑрӑшса (асамҫӑлла калаҫас туртӑм — яланхи ӗҫ палли — пысӑк ӗмӗт вӑррине паллӑ мар тӑпрана акасран хӑранинчен вӑйлӑрах пулчӗ), — халӗ вара, Ассоль, мана питӗ тимлӗ итле.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Куравра «Чӑваш Республикин Президенчӗн библиотеки» кӗнеке ярӑмӗ паллӑ вырӑн йышӑнать, вӑл Чӑваш Енӗн 11 паллӑ ҫыннин пурнӑҫне тӗплӗн уҫса парать.
Йӗпреҫри вулавӑш Мухтавлӑ ентешсемпе паллаштаракан курав хатӗрленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30950.html
Кӑҫал эпир чӑваш ҫырулӑхӗн аталанӑвне калама ҫук пысӑк тӳпе хывса хӑварнӑ паллӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр.
Михаил Игнатьев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/25/news-3838935
Ҫак паллӑ вара ача нихҫан та вилес ҫуккине кӑтартса паракан малтанхи пӗртен-пӗр паллӑ пулать.Это пятнышко — верный признак того, что ребенок никогда не умрет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Паллах ӗнтӗ, чи малтан манӑн питех те паллӑ та чаплӑ сценӑсем курас килчӗ.Вполне понятно, что мне захотелось увидеть сначала торжественные и величественные сцены.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.