Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллакан (тĕпĕ: палла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Паратпӑр, паратпӑр, — патша паллакан ҫынпа тавлашма шикленчӗ вырӑс.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Такан каштисенчен пӑяв-йӑлмак ҫыхса пӗтернӗ ҫӗре кремле илсе каякан сукмакпа виҫҫӗн анчӗҫ, виҫҫӗшӗ те Ту енчи мӑрсасем тахҫантанпа паллакан ҫар пуҫлӑхӗсем — Горбатый-Шуйский боярин, Петр Серебряный князь тата Иван Черемисинов стрелецкий голова.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тен, унта паллакан ҫынсем те пур…

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ тутар княҫӗн хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ хапхине килти хапхана уҫнӑ пек хӗпӗртесе уҫса ячӗ, лашана витене тӑратса апат панӑ-паман паллакан хӳме шӑтӑкӗ патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссенчен хӑранипе пысӑк ушкӑнпа тапӑнаҫҫӗ, — хуравларӗҫ паллакан мӑрсасем.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунта паллакан каччӑсемпе хӗрсем темӗн чухлех.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Паллакан ҫын, чӑваш тесе хӑрамарӗҫ пулӗ, — терӗ атте.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Коротков тесе чӗнетчӗҫ ӑна паллакан салтаксем.

как знакомые солдаты его называли по фамилии — Коротков.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хирӗҫ пулнӑ паллакан ҫынна сӑмах чӗнмесӗр иртме ырӑ мар.

Пройти молча мимо знакомых вроде не принято.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыран ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗ тенӗ каҫ эпер ҫав ӗҫпех — хӑлӑха пӑлхатса ҫӳрекенсене тытма — Колпаков есаула 12 казакпа тата кунти ҫынсене паллакан старшинапа яла кӑларса янӑччӗ.

На завтра, 6 мая, мы послали туда по этому же делу, т. е. изловить тех, кто баламутит народ, есаула Колпакова и 12 казаков.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑлтавӗ кӑна пултӑр — ун пек куҫсем паллакан ҫыннах палламасӑр иртсе кайма пултараҫҫӗ е ӑшшӑн кулса каччӑ чӗрине вут хыптараҫҫӗ.

А будь на то причина, пожалуй, пройдут мимо знакомого человека так, будто и не видали его никогда вовсе, или, наоборот, улыбнутся — и зайдется сердце незнакомого юноши.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй ани ҫинчи кашни пучаха тенӗ пек паллакан пулнӑ Яриле, ӑна тавра тап-такӑр сукмак туса хунӑ.

Он знал каждый колосок на своем поле, вокруг загона протоптал аккуратную тропку.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӳлетрӗ чун, такам витлет пек — Курать вӑл паллакан сӑна.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫав вӑхӑтра вӗсен хыҫӗнче паллакан сасӑ илтӗнсе кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуху пӗтес умӗн вӑл, паллакан ҫынсене сӑнаса, тепӗр кӗтесре ларакан хӗрсем ҫине пӑхрӗ те кӗтмен ҫӗртен Зейнаб куҫӗсемпе тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Килӗр-ха, килӗр-ха, — тахҫантанпах паллакан ҫынсене йыхӑрнӑ пек кӑчӑк туртрӗ старик, Тогаев ҫынсемпе килнине курсан, — калӑр-ха, ҫак ҫуртра ӗлӗк кам пурӑннӑ? —

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах паттӑрсем ку парнесем ҫине мар, хӑйсен паллакан ҫынӗсем ҫинелле пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку учрежденире ӗҫлекен паллакан ҫынран вӑл ҫакна пӗлчӗ: ӑна ырӑ канаш паракан хӗрарӑм начальник арӑмех иккен.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл кунта ним пӗлмесӗр кӗмен, малтан хӑй паллакан ҫынпа, темиҫе ҫул каялла вӗсем патне пырса кайнӑскерпе, калаҫса пӑхнӑ Левентей начальник ҫине тарӑхса ларчӗ, унӑн ӑшра ҫак ҫап-ҫутӑ куҫлӑ ҫиелтен тирпейлӗ пек туйӑнакан ҫынна хирӗҫле туйӑм ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Радиопа ҫынсем тахҫанах паллакан сас, сулмаклӑ та вӑйлӑ сас янтраса кайрӗ: «Пирӗн ҫарсем Винница хулине илнӗ!»

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех