Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллакан (тĕпĕ: палла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫак листовкӑсене эсӗ ҫырнӑ-и? — вӑл портфельтен паллакан листасене кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Тӑрӑмри паллакан тутар йытӑ ҫӑвӗ пулӑшать терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ, паллакан хушамат.

Куҫарса пулӑш

Ҫулҫӳрев мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратрӗ // Кристина АЛЯХОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13451-c ... mne-curatr

Паллакан пӗчӗк юханшывсем, шурлӑхсем, йывӑҫсем тӗл пулаҫҫӗ…

Знакомые ручейки, болотца, деревья…

Ӗнер куҫса ҫӳренӗскер рабочи пулса тӑрать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Паллакан пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗнесене ҫавӑн пек лайӑх паллакан ҫынна епле-ха манӑн?

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паллакан сасӑ чуна чӗтрентерсе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Паллакан ҫынсем ватӑлнӑ, хули ҫамрӑкланнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫав хушӑра эп, Петӗр пулӑшнипе, пур ятлӑрах писательсене те сӑнран паллакан пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Паллама ҫук улшӑннӑ хӗртен каллех Славик паллакан Эльвира пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫапла ан пултӑр тесен сахал паллакан ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр.

Чтобы хоть как-то этого избежать, постарайтесь обойтись без общения с малознакомыми людьми.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗрарӑмӗ ку анатри хӗрарӑм-ха, анчах кам-ши, мана паллакан ҫын кам пур-ши ку ялта?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр-пӗр художник ӳкернӗ портрета е хам лайӑх паллакан ҫынна аса илтерет-ши ку сӑн-сӑпат?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӑрӑм ялӗнчи Виталий Тихонова вара тӑван тӑрӑхра ҫеҫ мар, округра та пӗлекен, паллакан йышлӑ.

Куҫарса пулӑш

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Андрей Сыкин, 20 ҫула яхӑн ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессипе тимлекенскер, вӗсене мӗн кирлине пит лайӑх ӑнланакан тата тӑтӑш хӑй патне тавар туянма ҫӳрекенсене те ҫывӑх паллакан пулса ҫитнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Часах вӑрман хӗррине ҫитрӗмӗр, паллакан хурӑн патӗнче чарӑнтӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ ун-кун пӑхкаларӑм, таврара паллакан ҫын курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сехет ҫурӑ ытларах пыракан кино вӗҫлениччен хӗрпе каччӑ хӑйсене тахҫантанпа паллакан юлташсем пекех туйма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Калаҫса ил-ха паллакан тусусемпе.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Вӗренме кӗртсен, паллакан учительсене така та парӑттӑм, шалккӑ-им хама пулӑшакан ҫыншӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех