Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллаймарӗҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах энешкассисем паллаймарӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах чӑвашпа вырӑс явӑҫса пурӑнман пирки вӗсем пӗр-пӗрне паллаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апӑршасем, ял ҫыннине паллаймарӗҫ ӗнтӗ, ют ҫын вырӑнне хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем тӗттӗмре ӑна паллаймарӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл кӗркунне, каҫ пулса ларсан пырса кӗчӗ, — вӑл начаркка, сухаллӑ, хуп-хура пулнӑ, — ӑна тӑруках паллаймарӗҫ те.

Он пришел осенью, поздними сумерками, худой, бородатый, черный, — его и не узнали сперва.

1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Вӗсем ман ҫине тӗлӗнсе хытса кайса пӑхаҫҫӗ, — ҫар службинче виҫӗ ҫул хушши пулнӑ вӑхӑтра эпӗ питӗ те улшӑннӑ курӑнать, вӗсем мана паллаймарӗҫ те.

Оба смотрели на меня с изумлением, — три года военной жизни так изменили меня, что они не могли меня узнать.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

11. Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: тӗрӗс, малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла; 12. анчах та калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна паллаймарӗҫ, ӑна вӗсем хӑйсем мӗн тӑвас тенӗ пек турӗҫ; Этем Ывӑлӗ те вӗсенчен ҫапла асап курӗ, тенӗ.

11. Иисус сказал им в ответ: правда, Илия должен придти прежде и устроить все; 12. но говорю вам, что Илия уже пришел, и не узнали его, а поступили с ним, как хотели; так и Сын Человеческий пострадает от них.

Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех