Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

организацисен (тĕпĕ: организаци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна та палӑртас килет: экономикӑшӑн тата социаллӑ пурнӑҫшӑн пӗлтерӗшлӗ пысӑк организацисен 2015 ҫулти йышне 2014 ҫулхинчен 26,5% ытларах кӗртнӗ.

Хочется отметить следующее: по сравнению с 2014 годом, в 2015 году значимых для экономики и социальной жизни крупных предприятий стало на 26,5% больше.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ЧР Министрсен Кабинечӗн 2014 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн экономикӑшӑн тата социаллӑ пурнӑҫшӑн пӗлтерӗшлӗ пысӑк организацисен 2015 ҫулти йышне ҫирӗплетнӗ.

Решением Кабинета Министров ЧР от 31 декабря 2014 года определены численность крупных организаций на 2015 год, значимых для экономики и социальной жизни.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем, пысӑк предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, вак тата вӑтам бизнес представителӗсем, вӗренӳ учрежденийӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессине йӗркеленӗ.

Налажено тесное, эффективное взаимодействие между органами исполнительной власти, органами местного самоуправления, руководителями крупных предприятий и организаций, представителями малого и среднего бизнеса, образовательными учреждениями.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Анчах та вӑл лайӑх ӗҫлетӗр тесен рынока хутшӑ-накансен - сӗт туса илекенсен, ӑна пуҫтаракансен тата тирпейлекен организацисен - хӑйсен хушшинче пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ вӑрах вӑхӑтлӑх хутшӑнусем йӗркелемелле.

Но для того чтобы она четко функционировала, необходимо выстроить долгосрочные взаимовыгодные отношения между участниками рынка – производителями молока, сборщиками и перерабатывающими организациями.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех