Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ним сасӑ тумасӑр асӑрханса пӳрте кӗчӗ ача, каҫхи сывлӑм нӳретнӗ ботинкипе таса урайне йӗрлесе, чӗрне вӗҫҫӗн зала иртрӗ, фортепьяно умне ларса, аллине клавишсем ҫине хучӗ, анчах та пӑтравлӑ, канӑҫсӑр туйӑмсем музыка чӗлхине кӗресшӗн пулмарӗҫ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Пӗвери тӗтре уткӑшкар ҫулҫине ҫеҫ мар, пӗтӗм утта нӳретнӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Григорий халь паҫӑрхи пек енчен енне пӑхкаласа утмарӗ, ӑшӑ ҫанталӑк кӑштах нӳретнӗ ура айӗнче ним чухлӗ те сисӗнмен, пӗртте пекех нӑтӑртатман ҫемҫе шурӑ юр ҫине ҫеҫ тинкерсе пычӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тул ҫутӑлас умӗн Григорий крыльца ҫине тухрӗ, чӗтрекен аллисемпе чикаркка чӗркесе чӗртрӗ те чылайччен тӗтре нӳретнӗ стена ҫумне сӗвенсе тӑчӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӳҫне вӑл мирра ҫӑвӗпе нӳретнӗ.
1 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сывлӑш тинӗсӗн ҫӑра шӑршипе тата нумай пулмасть каҫ пуласпа ҫуса кайнӑ ҫумӑр нӳретнӗ ҫӗр шӑршипе тулнӑ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
- 1