Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нушаран (тĕпĕ: нуша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Утне ытла хыт чуптаратӑн, Курнать, таратӑн нушаран».

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Каласа патӑр-ха турӑ мана, мӗн нушаран вӑл миллионшар халӑхсене вӑрҫа ҫыхлантарса ячӗ?

«А дай-ка мне ответ, для каких нужд втравил ты в войну миллионы народов?

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Мӗнле нушаран ҫӑлтӑн пире.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нушаран ҫеҫ сутатӑп, ахаль пулсан ку лашана эпӗ йӗкӗр ывӑҫ ылтӑншӑн та парас ҫук, — тенӗ Таниле, пӑшӑрханнӑ пек пулса.

— Только из нужды продаю, а там бы я эту лошадь за две горсти золота не отдал, — с беспокойством говорил Данила.

Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.

Мӗнех пултӑр вара унта нушаран урӑх, телей пуласса кӗтӗп-и?

где она ничего не встретила бы, кроме горя и нужды.

III // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Ҫав нушаран хӑтӑлса юлас ӗмӗтпе, вӑл хӗрне чухӑн ачине качча пама шутланӑ.

И порешил выдать свою дочь за бедняка: думал, наверно, что тогда его не тронут.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ав, Ҫӗпӗр таран тарса килнӗ ху — пурпӗр ҫав нушаран хӑтӑлаймарӑн, ман ҫӑварах ҫаклантӑн, — пӗр ҫавра канӑҫлӑн кӑлтӑртатса кулчӗ Матви.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тиевлӗ машипа, нушаран ҫӑлӑннипе хепӗртенӗп, тип ҫӗре лекнӗ-лекмен, лепӗрккине сирпӗте-сирпӗте, пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла пӑра-пӑра йӑрӑлтатрӗ те хӳрипе, кӑштахран, ҫул хыттине туйма-хыпалама тытӑнсан, ирӗке ӑмсанакан юлах лашалла, килелле май ярт-ярт ӳсӗмлерӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑйӗн кӗсйинче ҫӗр доллар пуррипе, Вавжон иртнӗ кунсенче курнӑ нуша ҫинчен пачах манса кайрӗ, Марыся вара, ҫак ӗҫе пӗтӗмпех турӑ турӗ тесе шутлаканскер, турӑ ӑна малашне те вилме памӗ-ха, ӑна нушаран ҫӑлнӑ пекех, Ясьӑна та Америкӑна илсе килӗ, пӑрахмӗ, Липинцӑна таврӑнма та май туса парӗ, тесе шухӑшларӗ.

Зная, что у него в кармане лежит сто долларов, Вавжон совершенно забыл о перенесенных бедствиях, а Марыся видела во всем перст божий и верила, что бог не даст ей погибнуть и как ее вывел из беды, так и Яся приведет в Америку, не оставит их своей милостью и позволит вернуться в Липинцы.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Тимрук каласа кӑтартрӗ-ха мана, Чӗмпӗрте эс ӑна нушаран хӑтарнӑ иккен.

Мне Тимрук сказывал, в Симбирске ты его из нужды здорово выручил.

XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫленӗ, анчах ӗмӗр тӑршшӗпех нушаран тухма пултарайман.

Всю жизнь он работал и всю жизнь не мог выбиться из нужды.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ну, халӗ эпӗ сана нушаран пытарӑп.

Ну, теперь я тебя от нужды спрячу…

XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Нушаран хӑрас пур нихҫан ырлӑх ан кур!

Если бояться беды, век счастья не видать!

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Каяр та ҫӑлар вӗсене чӗр нушаран, асатте.

Дедушка, пойдём и спасём их из беды.

Ҫукнӑҫ // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 51–56 с.

Нушаран тухса пӗтейместӗп ӗнтӗ ку упӑшкапа!

Беды я наберусь с таким муженьком!

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халӗ вара ман, нушаран тухас тесе, ӗҫ патне пӳрне ярса курман ҫынпа та пурӑнмалла пулать-и?

И чтобы мне жить равно с энтим, какой пальцем не ворохнул, чтоб выйтить из нужды?

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйне Ерофей Кузьмич нушаран хӑтарнӑранпа Лопухов килне каялла таврӑнасси пирки пӗрмаях шухӑшларӗ тата ҫак пӳртӗн алӑк урати урлӑ ярса пусма майлӑ вӑхӑта аран-аран кӗтсе илчӗ.

После той ночи, когда Ерофей Кузьмич вызволил ее из беды, она постоянно думала о возвращении в лопуховский дом и с трудом дождалась, когда выдался случай переступить его порог.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапах та ҫав бутылкӑсем — нушаран ҫеҫ.

Ну, а все же эти бутылки — от большой нужды.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗтӗм вӑя эпир хутӑмӑр, Нушаран чыслӑ хӑтӑлма: Володя, Ваня те Киля аппа Пушар сӳнтертӗмӗр тумламсӑр…

Мы приложили все усилья, Чтоб с честью выйти из беды: Володя, Ваня, тетя Киля Пожар тушили без воды…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл хӑйне чееленме пӗлекенсем тата ҫӗтӗк-ҫурӑк чухӑнсем нумай улталанине курма пуҫланӑ, ҫитменнине тата пулӑшма тивӗҫлӗ, укҫана тыткалама пӗлекен ҫынсене те ҫав панӑ укҫа нихҫан та тенӗ пекех ҫителӗклӗ усӑ паман: вӑхӑтлӑха нушаран хӑтарать те, тепӗр ҫур ҫултан, ҫулталӑкран ҫав ҫынсем каллех нушана кӗрсе ӳкеҫҫӗ, Катерина Васильевна ҫакна та курнӑ.

Она стала видеть, что слишком много ее обманывают притворные или дрянные бедняки; что и людям, достойным помощи, умеющим пользоваться данными деньгами, эти деньги почти никогда не приносят прочной пользы: на время выведут их из беды, а через полгода, через год эти люди опять в такой же беде.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех