Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нушапа (тĕпĕ: нуша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ҫынсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсен, ывӑлӗ-хӗрӗсен, тӑванӗсемпе юлташӗсен куҫҫулӗпе юнне нумай курнӑ, вӗсем вӑрҫӑпа мир, нушапа телей, пусмӑрлӑхпа ирӗклӗх, ырӑ кӑмӑллӑхпа усаллӑх мӗн иккенне лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа ырӑ кӑмӑллӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ҫынсем нушапа ӗҫме вӗренеҫҫӗ, тени тӗрӗсех мар-ши? — асаплӑн кулкаласа илчӗ вӑл, юлташӗсене куҫран пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӑван килте мар вӗт-ха, хам нушапа ыр хуҫасене чӑрмантарма хӑймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӑҫта нушапа хуйхӑ — унта Михха.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Дуся каланисене Анук питех ӑнланаймарӗ пулин те, унӑн нушапа тарӑхса пиҫнӗ чӗрине хула ҫыннисем ытла та ҫывӑх тӑваннӑн туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн нушапа ырханланнӑ пичӗ ҫинчи ҫӑлтӑр куҫсем Микулана ҫеҫ мар, такама та ухмаха ертме пултарӗҫ!»

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫиле амӑшӗ сурӑх ҫӑмӗ хуратчӗ минтере, унпа упӑшкин — ГУЛАГра нушапа чирлесе таврӑннӑ Хӗветӗрӗн, ревматизмне сыватма, сыпӑсемпе мышцӑсене тамӑкла ыратнинчен хӑтарма усӑ куратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Нушапа ҫуралнӑ ача», — ҫакӑн пек каламалла пуль Марина пирки.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл каланӑ пекех, шанчӑклӑ тус юнашар пулсан, нушапа кӗрешме тата ҫӑмӑлрах.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хресчен кӑна шӑлне вӑйсӑррӑн кӑчӑртаттарчӗ, унӑн арӑмӗ, мӗскӗн хӗрарӑм, питне пуҫ тутрипе хупласа, салтака тытса кайнӑ ывӑлӗшӗн, ют ҫынсен ырлӑхӗшӗн ҫӗрӗн-кунӗн тертленекен хӗрӗшӗн, вырса кӗртме ӗлкӗричченех сутма тивнӗ тырришӗн хурланса макӑрчӗ, хӑйӗн, хӗресчен арӑмӗн, чӗререн тухакан хаяр сассипе пӑшӑлтатса, килне-ҫуртне нушапа хӗн-хур кӳрекенсене пӗтӗм чунтан ылханчӗ.

Крестьянин только бессильно скрежетал зубами, а жена его, забитая мужичка, уткнувшись лицом н головной платок, потихоньку оплакивала сына, забритого в солдаты, дочку, посланную в услужение к чужим людям, урожай, проданный еще на корню, и горячим топотом посылала проклятья — тяжкие проклятья крестьянки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кала, мӗн нушапа килтӗн?

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тарье, хӑйпе юнашар Сергее лартса, тепӗр куннех Елчӗке ҫитнӗ, тӳрех кантур ҫуртне кӗнӗ, хӑй мӗн нушапа килнине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсем пулнӑран-ши, этемлӗх ҫине килсе тиеннӗ нушапа хуйхӑ-суйхӑ та пит йывӑррӑнах туйӑнмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Эпӗ хам нушапа ҫӳретӗп-ха.

Я к тебе сам по себе пришел, со своей нуждой.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫук, эп урӑх нушапа ҫӳретӗп, — терӗ алманчӑ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Давенантӑн чирлекелекен амӑшӗ нушапа ултӑ ҫул кӗрешрӗ; ӑна тӑванӗ-хурӑнташӗ пулӑшмарӗ, чухӑн юриста качча тухса ятлӑ-сумлӑ ҫынна тиркенӗшӗн тавӑрни пулчӗ темелле-тӗр ҫакна.

Болезненная мать Давенанта шесть лет билась с нуждой, брошенная родственниками на произвол судьбы, в отместку за то, что пренебрегла выгодной партией ради бедного юриста.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Иккӗшӗ те «пӗр нушапа пурӑнакан ҫынсем» пулнӑран ҫеҫ-ши?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпир санпа пӗр нушапа пурӑнакан ҫынсем, ҫавна ан ман…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗрисем вӗсене, ҫак пылчӑкра нушапа ҫӳреҫҫӗ тесе, хӗрхеннӗ пулӗ, теприсем, тен, тӑрри шӑтӑкӗ питӗрӗнмен ку ҫынсен тенӗ, виҫҫӗмӗшӗсем так ахаль анаслакаласа пӑхкаланӑ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем ун патне, Кремле, пысӑк нушапа килнӗ: Петроград выҫӑпа вилес патне ҫитнӗ.

Они приехали к нему в Кремль по крайней нужде: Петроград умирал от голода.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех