Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нушана (тĕпĕ: нуша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫичӗ ҫулхи ача чӗвӗлтетни темӗнле нушана та мантарса ярать иккен…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӑш-пӗр ҫынсен ҫав нушана йӑтса ҫӳреме те хал ҫитерессӗн туйӑнмасть, ҫапах ҫын чӗри тӳсет-мӗн…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Тӑватӑ-пилӗк пин илессишӗн ҫав нушана курма и?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Эпӗ куркаласа пӑхнӑ вӑл нушана.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Анчах хулан административлӑ комиссийӗ манӑн нушана ӑнланмасть, суд пулӑшма хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Хытӑрахчӗ те ӗнтӗ ун ҫинче ҫывӑрма - ытлах туйман та эпир, темӗнле нушана та тӳсме ӗлкӗрнӗскерсем, - каласа кӑтартнӑччӗ 1980-мӗш ҫулсенче тӗлпулӑва килсен блокадниксем.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Ҫапла, шуйттан серепине, нушана лекнисенчен хӑшӗ-пӗри кайран манран пулӑшу ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нушана лекни хальхинче, чӑнах, сулахай ури пулчӗ, ҫак ура шӑмми чуна кассах ыратнине месерле выртсах чӑтса ирттерме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав нушана тӳссе ирттернӗ ҫынсем, унта вӑрман лартма тытӑнсан, пӗр кун сиктермесӗр ӗҫе ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Хӑйне сиввӗн те ӗҫченле тыткаласа: — Мӗн тӑвас тен… Ельпох, ман кӑмӑлӗ ҫавнашкал. Халӑх нушине тивӗҫтермесӗр тӳсейместӗп. Хам та мужик те, сирӗн нушана аван ӑнланатӑп. Атя ӗнтӗ, ҫын кӑмӑлне ытараймана хӑйне йывӑр килнӗ теҫҫӗ пулсан та, килӗшӗп! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хамӑр ҫылӑхшӑнах куратпӑр ӗнтӗ ҫак нушана

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӳршӗри шӑмӑршӑсем вара Шӑхрана та пӑч-пач кӑна килкелесе каяҫҫӗ: килти нушана йӳнеҫтерме вӗсем е Юхма пасарне ҫӳреҫҫӗ, е Чӗмпӗре каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Советрисем Хветут ҫемйи сӑмакун юхтарнине пӗлчӗҫ пулин те, килсе тытакан-тӑвакан та, акт ҫыракан таврашӗ те пулмарӗ, ахаль те пысӑк нушана лекнӗ ҫынна хур тӑвас темерӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урасмет, вӗсем пирӗн нушана пӗлмеҫҫӗ, эс хамӑр ял ҫынни-ҫке-ха, хӗрхен пӑртак!

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унашкал ҫӑткӑнсен ҫӗрсе выртакан тырри-пуллине ним хӗрхенмесӗр нушана лекнӗ ҫынсене памалла!

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак нушана чӑтаймасӑр ку ачасем сывӑ юлаймарӗҫ, выҫҫа чӑтса ирттереймерӗҫ, шыҫӑнса вилчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Тухтӑр нушана кӗрсе ӳкни пирки каларӑн та… анчах вӑл ахаль те нушаланмастчӗ…

Доктор, раз ты об этом сказал, и так не стал бы нуждаться.

XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Акӑ юнашарти полкри телеграфистсене те нушана кӳртрӗмӗр.

Вот и телефонистов из соседнего полка подвели.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Енчен те нушана пӗрре ҫапсах ҫӗнтерме май килмерӗ тӗк — эпӗ ҫак самантрах ыйтӑттӑм.

что, если бы не возможность одним ударом преодолеть нужду, я тотчас спросил бы.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Лешӗ Калюкова пула аппӑшӗ нушана та намӑса кӗрсе ӳкнӗшӗн ҫав тери пӑшӑрханать иккен, ӑна инкекрен хӑтарас тесе тем тума хатӗр, ҫавӑнпа вӑрӑ-хурахсене тытмашкӑн пултарнӑ таран пулӑшма пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех