Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нимшӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимшӗн те ан пӑшӑрхан.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Очеркпа ҫыхӑннӑ пӑшӑрхану-хумхану, паян стройкӑра ҫӳренисем таҫта аякка-аякка, иртнӗ вӑхӑта, чакса кайрӗҫ, кунта эпӗ урӑх нимшӗн те мар, пӗр Григориу ҫуралнӑ куна паллӑ тума ҫеҫ килнӗн, ҫак телейлӗ мӑшӑр телейӗпе савӑнма ҫеҫ килнӗн туйӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Колхоз тӑтӑшах вӑйланса пырать, ҫавӑнпа, пӗрре шутласан, колхозниксен нимшӗн те пӑшӑрханмалла мар пек.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Пӑкачавӑн хӑйне нимшӗн ӳпкелемелли те ҫук: вӑл хӗре хӑй мӗн пултарнӑ таран пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пурне те астуса тӑрать, пире нимшӗн те каҫармасть.

Он все мотает себе на ус и ничего нам не простит.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мухаровӑн нимшӗн те пурнӑҫа ӳпкелемелли ҫук темелле, ҫапах вӑл хӑйӗн ҫывӑх палла тӑранӗ умӗнче мухтанма, вӗҫкӗнленме юратмасть.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Турӑ ҫырлахтӑр, Мавра аппа, нимшӗн те ҫилленес ҫук.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна, пӗчӗк ачана савакан амӑшӗ пек, хуллен те ачаш сассипе: — Ҫук, Ҫтаппан… Эсӗ нимшӗн те айӑплӑ мар ман умра. Ку тӗнчере никам та хӑй ӑраскалӗнчен иртме пултараймасть. Атте турӑ эпир ӗненнине тӗпчесшӗн усал сывлӑш Михха сӑнарлӑ курӑнса килчӗ. Ан хурлан, савнӑ тусӑм. Ан тив, тӗп туччӑр. Ку тӗнчере эпир пурте… Михха та икӗ ӗмӗр пурӑнас ҫук. Леш тӗнчене куҫсан, хӑй шыранине тупӗ. Ан ҫиллен… каҫар ӑна… — терӗ те вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе калаҫма чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ман сана нимшӗн те каҫармалли ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эс нимшӗн те ан пӑшӑрхан, кин, нимшӗн те ан пӑшӑрхан.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Эпӗ нимшӗн те айӑплӑ мар».

— Нету за мной никакой вины.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫиелтен пӑхсан, ҫак этем ӗнтӗ-пурнӑҫра урӑх нимшӗн те тӑрӑшмасть пек, ун нимӗнле ӗмӗт те ҫук пек.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак вӑхӑтра вӑл нимшӗн те мар, шӑмӑ вӗҫлӗ ухӑ йӗпписем илсе тухманшӑн тата, яланхи пек, кӗсьене ҫӗҫӗ чикменшӗн ӳкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нимшӗн те мар: чӑваш арҫынӗсем хӑйсене кура мар: кӑшт хулара пурӑнсанах вырӑсланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл Белль кӗнекине вуласа ларатчӗ, куҫ хупаххисем чӗтремен пек тӑвас, терӗ пулӗ, чӗтресен те — Белльшӗн ҫеҫ, урӑх нимшӗн те мар.

Она сидела, читала Бёля и делала вид, что у нее вовсе не дрожат веки, а если и дрожат, это относится к Бёлю, ни к чему больше.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ҫавӑнпа, нимшӗн те ҫине тӑмасӑр, ӗмӗтленни пурнӑҫланайманшӑн кулянса ҫеҫ, йӑваш сасӑпа калать вӑл:

И поэтому голосом обмякшим, просто сожалеющим, а вовсе не настаивающим на чем-то своем, он говорит:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Ӑна нимшӗн те шеллемелли ҫук, — тенӗ вӑл.

— Жалеть его — не за что.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Нимшӗн те мар-тӑк, ан та макӑр, — тет асанне.

— Если ни за что, не стоит плакать, — говорит бабушка.

Электричество мӗнле ҫыртать // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ ӑна: — Нимшӗн те мар, — терӗм.

Я ей сказал: — ни за что.

Электричество мӗнле ҫыртать // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Нимшӗн те мар ҫав, ахалех.

— То-то и обидно, что ни за что.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех