Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нимрен (тĕпĕ: ним) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн пекех маттурччӗ, хӑюллӑччӗ, нимрен те хӑрамастӑмӑр эпир.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Апла нимрен те шикленмелле мар пек ӗнтӗ, ҫапах асӑрхануллӑ пулни пӑсмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксем пуррипе нимрен те хӑрамалли ҫук пулин те Савантер шӑв-шав тухасран самаях шикленет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай, халиччен нимрен те хӑраман куштан, ҫак сӑмахсене илтсен, хӑраса кайрӗ те, пур вӑйне пухса, карчӑк пӳртӗнчен аяккалла тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ Аванкая ҫак хӑюллӑ та нимрен хӑраман пусмӑрпа мӑшкӑла тӳсес темен яшсем питӗ килӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нимрен хӑраман Туймац паттӑрӑма та ҫавнах хушатӑп.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑтмаха ӑсаннӑ маттуртан та маттур Зарубин, ӑслӑ та тавҫӑруллӑ Хлопуша, нимрен хӑраман Белобородов1…

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн вӑйлӑ аллинче Тем чуль пуҫлӑх пӑчланнӑ, Анчах хӑйне пӗртакран Пулӑ тивет кӑкӑртан: Хальччен нимрен хӑраман Персе аннӑ утаман.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Маттур йӗкӗт — чун савни Тухмасть унӑн чӗринчен, Ҫинҫе ҫинче паллашни Нимрен паха ӗмринче…

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нимрен ытла пуҫӗнче Чӗкеҫ ҫемҫе сӑмаххи: Хӑйне Ҫавал хӗрринче Йӑпатнийӗн юмаххи.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркинейӗн куҫ-пуҫӗ Тӗрӗпелех тӗлӗнмӗ, Уншӑн Чӗкеҫ сӑн-пуҫӗ Нимрен паха илемӗ: Кӗрешнине, Туйсара Манса кайрӗ самантра; Куҫӗ каймасть Чӗкеҫрен, Улӑх ҫинчи чечекрен.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах нимрен те пахарах Утсемпеле ӑмӑртни, Юлашкинчен каҫаларах Пӗрле ӗҫме саланни.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пур те пур Урханӑн, нимрен те кая мар, Паттӑр турхан пек пурӑнать Сившура: Мулран та чаплӑхран ҫакӑнти таврара Никамран та малта, калаҫма та кирлӗ мар!

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӗнле хальхи ача-пӑча нимрен те хӑрама пӗлмест?!

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫук, ун йышшисенчен мар вӑл, дисциплинӑна нимрен ытла мала хуракан арҫын лартнӑ тӗллевне пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Вӑл манпа чух эпӗ нимрен те хӑрамастӑп.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кукленсе, васкамасӑр хӑй тавра чылайччен алӑ сӗмӗпе хыпаласа шырарӗ ӑна — тупаймарӗ, вара, тӳрленсе тӑрса, рюкзакне тӳрлеткелерӗ те, нимрен тытма ҫук енне, алла лекнӗ тӗмӗллӗ йывӑҫ вуллисенчен ҫатӑрласа тытӑнса, пиҫӗ туратсенчен ҫакланкаласа, урисене шутаркаласа куҫаркаласа, аялалла анма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр вырӑнта пурӑнни уншӑн нимрен те йывӑртарах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Хӑй вӑхӑтӗнче, Днепр ҫинче малтанхи хӑватлӑ гидроэлектростанци тума тытӑнсанах, тен, маларах та, Владимир Ильич Ленин хӑйӗн историлле ГОЭЛРО планӗпе тӗнчене тӗлӗнтернӗ хыҫҫӑнах, ҫӗнӗ самана нимрен те хӑватлӑ пулнине чӗререн ӗненсе тӑнӑ ҫынсем Атӑла пӗвелеме, унӑн вӑйне тӗнчери коммунизм ӗҫне кӳлме ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ку тапхӑрта нимрен те хӑрамастӑр.

Этот период пройдёт под эгидой храбрости и бесстрашия.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех