Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

никамран (тĕпĕ: никам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт никамран ыйтмасӑр, нимӗне пӑхмасӑр шӑвать те шӑвать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Никамран та укҫа кивҫен ан илӗр, тавӑрса пама йывӑр пулӗ.

И не берите ни у кого деньги в долг, могут возникнуть затруднения с их возвращением.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ниҫта та, нимрен те, никамран та.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эп, ухмаххи, ман упӑшка никамран таса тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫакна илтсен, никамран малтан Улька сиксе тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Никамран уйрӑм ҫын ан пул, Раман.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Никамран та ним те ыйтмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Апла тӑк манӑн, мӗншӗн тесен эпӗ вӗсене никамран та малтан хисеплесе тухса шута илнӗ.

— Значит, мои, потому что я первый до этого додумался.

XIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тек ӗнтӗ ниҫта каймалли те, никамран ыйтмалли те, телеграммӑсем ямалли те ҫук…

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпир аттене МТС политпайне епле ӑсатнине те, Мускавра Электрозавод пилӗк ҫуллӑха ҫӗршывра никамран малтан икӗ ҫул ҫурӑра тултарнине те, — ман атте унта ӗҫлетчӗ, — челюскинецсене епле ҫӑлнине те, Чкалов, Байдуков тата Беляков хӑйсен вӗҫевӗ хыҫҫӑн мӗнле таврӑннине те…

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пулӑшу никамран ыйтмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫавӑнпа никамран та хӑрамасть Марье!

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Паян та Укахвипе Хӗветли никамран нумай ҫӑкӑр илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Акӑ халь ҫак самантра ҫӗр ҫинче никамран та телейлӗрех!..

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сухвин сӑн-питӗнче чӑвашӑн тӗлӗнмелле хӑйне евӗр ҫемҫелӗхӗ, мӗнпур чунтан юратма та хурланма, кирлӗ пулсан тарӑхма та, кирлӗ пулсан — виҫесӗр савӑнма та кулма никамран ытла пултаракан темӗнле йӗрӗ, питӗ сисӗмлӗ, пысӑк, тарӑн чун, ҫӗр ҫине тепӗр хут нихҫан та ҫуралма пултарайман хӑйне евӗр илемлӗх сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Никамран та каласа ан яр, хӑвах кӗрсе кала, пӗри — теприне, тепри виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗшне каласан, ӗҫ пулмарӗ вара, — ун ҫулӗ ҫинчен пӑрӑнмасть Матюк инке.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Вӑл хӑйне хӑй ҫапла мӑнна хурсарах калаҫни, аллисене никамран именмесӗр, этепсӗррӗн тӑраткалани чун-чӗрене вырнаҫасшӑн пулмарӗ манӑнне.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эх, ман пичче пулнӑ пулсанах, эп те никамран та хӑраман пулӑттӑм.

Эх, мне бы старшего брата, я бы никого не боялся.

Юрӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/584

Ку таранччен эп никамран та ят илтмен те, сан хӗрарӑмна куҫран вӗҫертмерӗм.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Никамран ытларах Авангард Куҫми хӑй шавлать: «Авангардистсен ҫӑлкуҫӗ — Европа культурин пуянлӑхӗ!»

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех