Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

никамран (тĕпĕ: никам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сывӑ чух, сӑмахран, этем хӑй алли-урине хак пама пӗлсех те каймасть темелле, мӗнле те пулин сӑлтавпа утайми пултӑр кӑна — ура хакне никамран та лайӑхрах пӗлме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Хӑ, таҫта ҫӗтсе ҫӳреҫҫӗ те никамран ыйтса-туса тӑмасӑр, килсен алӑ хума та ӳркенмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пуянсене вӗлернӗшӗн ӑна ниҫта та тытса кайман, — унӑн сӑлтавӗ ҫинчен эпӗ никамран та ыйтса пӗлеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эпӗ никамран та: «арӑмупа мӗншӗн пурӑнатӑн е мӗншӗн уйрӑлмастӑн?» — тесе ыйтмастӑп-ҫке?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Укҫа никамран та илместӗп — паллакансенчен те, палламаннисенчен те.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Савӑнсах пыратпӑр! — никамран ыйтмасӑрах пуриншӗн те шантарчӗ Валентина.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кунта ӗнтӗ никамран та каҫару кӗтмелли ҫук, тесе шутлать Светлана.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анчах ҫав вӑхӑтра никамран та телейлӗрех Светлана килех таврӑнасшӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫавӑнпа та вӗсен пӑшӑрханӑвне никамран та лайӑхрах ӑнланнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫемйисене — Ҫӗнӗ ҫул парни // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%81%d0%b ... %bd%d0%b8/

Анчах та эсӗ никамран та ан хӑра.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тата никамран ыйтса ҫырма та пӗлейместӗп ҫав, — куҫне тутӑрпа шӑлкаларӗ Мария Тимофеевна, — Хӑвӑрӑн упӑшкӑрсем ҫыраҫҫӗ-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Никамран та пытармастӑп, — мӑкӑртатрӗ Ҫимун, таҫталла тинкерсе.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лашапа та арҫынран кая мар ӗҫлет, пуртӑ тытса каскалама та ӑста, вӑрманне те каснӑ, хӑех турттарнӑ, карти-хурисене те карталаса ҫавӑрнӑ, юписене те чавса лартнӑ — никамран та пулӑшу кӗтмен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эп ӑна никамран та пытармастӑп, пӗр хутаҫ-ха вӑл ман, кӑтартма пултаратӑп, курассӑр килсен, — тем астунӑ пек пулчӗ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӑҫтан килетӗр капла? — ял хыпарӗсене ытти чух-ие никамран малтан пӗлсе тӑраканскер, хальхинче хӑй ҫывӑрса юлнинчен хӑй тӗлӗнчӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Никамран та ыйтман.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Никамран та ыйтса тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ никамран, ниҫтан пулӑшу ыйтаймӑн.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ ман кине терт кӑтартнӑ чухне никамран та хӑраман-ҫке, хӑвна ху паттӑр тытнӑ!

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан патне пырса ӗҫ сӗнекен никам та тупӑнмарӗ, хӑй никамран хӑйса ыйтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех