Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

намӑсланман (тĕпĕ: намӑслан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ыйтам-ха сирӗнтен: Тихӑн амӑшне, кӑкӑр ачиллӗ хӗрарӑма, ашшӗ тӑван килӗнчен хӑваласа янине пӗлсен мӗншӗн намӑсланман эсир?

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ашшӗ мар, амӑшех ҫӗнтернӗ: ҫӗмӗрт ҫеҫки шӑршиллӗ, шӑпчӑк юрриллӗ май вӗҫӗнче Рената уйрӑлнӑ, хваттер пирки упӑшкипе суд умне тӑрса та намӑсланман — хӑйпе пӗрле шӑл больницинче ӗҫлекен тантӑшӗ патӗнче вӑхӑтлӑх вырӑн тупнипех ҫырлахнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ывӑлӗнчен те намӑсланман.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Кунта намӑсланман, судра намӑслантарччӑр хӑть.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗр ҫирӗм ҫул каялла вӑл госпитальте кирек кам умӗнче те наччасах месерле тӑсӑлса выртнӑ пулӗччӗ — ун чухне намӑсланман вӑл ку япаларан.

Двадцать лет назад, в госпитале, он не раздумывая улегся бы спиной кверху перед кем угодно – тогда не совестно было.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Тахҫан хӑй вырӑс поэтне вӗлернишӗн сенатор пачах та намӑсланман.

Сенатор нисколько не стыдился, что когда-то убил русского поэта.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех