Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мигель ун ҫинче палланӑ ҫынсен мӗлкисене, карапсене, хӗҫпӑшалсене курнӑ…
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл ҫынсемпе япаласене, ҫынсен мӗлкисене, япаласен ҫӗмрӗкӗсене палласа пычӗ.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Носков хӳмерен тытса, туя ҫине таянса, хӑйӗн кукӑр урисене вӑраххӑн иле-иле пусса, пахчасенчен аякалла, хула хӗрринчи тӗттӗм ҫуртсем еннелле утма тытӑнчӗ, утнӑ май вӑл пӗлӗтсен сивӗ мӗлкисене хӑваласа салатнӑ пек пулчӗ, пӗр вунӑ утӑм аяккалла кайсан вара хуллентереххӗн чӗнчӗ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫак тискер кайӑк ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ та хӑйӗн мӗлкисене, ҫунатсем пек, икӗ еннелле сарса янӑ, трубине хӳре пек ҫӗкленӗ, сӑн-пичӗ унӑн пуклак та хӑрушӑ, унӑн чӳречисем кӑнтӑрла пӑртан тунӑ шӑлсем пек ҫуталса тӑраҫҫӗ, хӗллехи каҫсенче вӗсем, хӗрнӗ тимӗр пек, хӗп-хӗрлӗ курӑннӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Темиҫе хут та патрульсен ура сассисене итлеҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра вӗсен мӗлкисене те кураҫҫӗ.Несколько раз слышались шаги патрулей, и они видели тени патрулей.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Сунарҫӑ малтан пӳрт умӗнчи уҫланкалла пӑхса илнӗ, унтан чӑтлӑх хӗрринелле пӑхнӑ, вара йывӑҫсен мӗлкисене тӗллесе пӑхма пуҫланӑ.
LVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тепӗр чухне, ҫӗрлесерен, уйӑх кӑшт палӑракан тӗттӗм каҫсенче икӗ этем мӗлкине аванах асӑрхама пулать, теҫҫӗ, хӗрпе каччӑ мӗлкисене.Говорят люди, что темными ночами, когда не светит луна на небе, можно увидеть тени парня и девушки.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унта вӑл карап мӗлкисене курнӑ.
Ҫула пӳлсе хунӑ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Хӗвел, чи аякри йывӑҫ тӑррисем патне ҫитнӗ май, Хунгари текен айлӑм ҫинелле чалӑшшӑн ҫутатать, ҫавӑнпа ҫеҫ унти путӑк-шӑтӑксемпе тӗмескесем хӑйсен мӗлкисене пула палӑраҫҫӗ.
Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.
Вӑл ҫапла майӗпен тӗттӗме хӑнӑхса пычӗ, халь ӗнтӗ вӑл хӑй тавра ҫуртсемпе йывӑҫсен мӗлкисене уйӑрса иле пуҫларӗ.Глаза постепенно привыкали к темноте, он уже различал вокруг себя силуэты домов и деревьев.
15. Тӑшман йӑвинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Вара аваллӑх ҫинчен калакан ҫак юррӑн тӑсӑккӑнрах илтӗнекен сыпӑкӗ хумхана-хумхана янӑраса каять те сывлӑшра ҫухалать, вара, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен ҫын мӗлкисене каҫ сӗмлӗхӗнчен чӗнме ӗмӗтленсе, кӗҫех тепӗр хут янӑраса каяссӑнах туйӑнать.
XII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Йывӑҫсем чечекре, вӗсен шурӑ-кӗрен, сарӑ, кӗмӗл-кӑвак туратлӑ тӑррисем, ҫывӑракан чечексем ҫинче тумламсем палӑракан ылттӑн тӗслӗ курӑк ҫине хӑйсен хуп-хура тата кӑн-кӑвак мӗлкисене ӳкерсе, юррӑн куҫпа илтме май пур кӗввисем пекех, черетленсе тӑраҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кратер ӑшне хӗвел ялтӑртатса ҫутатрӗ; чи пӗчӗк сӑрт, кашни чул ту, кашни чул тӗмеске хӗвел ҫуттинчен хӑйсен мӗлкисене ӳкерме пуҫларӗҫ.
XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл пӗр минут пек ним хусканмасӑр тӑчӗ, вара унӑн куҫӗсем тинех тӗттӗме хӑнӑхса урамӑн леш енчи йывӑҫсемпе ҫурт тӑррисен мӗлкисене куракан пулчӗҫ.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Сӑртсен мӗлкисене халӗ паллама та ҫук.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Каҫӑн тӗксӗмӗнче ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ енчи сӑртсен тӑррисем курӑнмаҫҫӗ, йӗри-тавра чуллӑ ҫӗрсен фантазиллӗ мӗлкисене ҫеҫ уйӑрса илме пулать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл унталла-кунталла лӳпперӗн пӑрӑнкаласа, чупкаласа ҫӳрекен ҫынсен мӗлкисене шырать, ҫыннисем унран, шуйттантан хӑранӑ пек хӑраса, пурте зал варрине кӗпӗрленсе чупрӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Лешӗ ӑна нимӗн те чӗнмерӗ, мӗлкисене улӑштара-улӑштара, аллисене ҫӳле ҫӗклесе ҫаплах ӗҫлерӗ.Он ничего не отвечал ей и продолжал трудиться, беспрестанно меняя кисти и высоко поднимая руку.
XI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Местечкӑн тепӗр вӗҫӗнче вӑл чылайччен пушӑ тӑкӑрлӑк тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, кашни чухӑн кил-ҫуртӑн тӗксӗм мӗлкисене сӑнаса пӑхрӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫак вӑхӑтра машина сӑртран анчӗ те, кӗпере, Кубанӗн анлӑн сарӑлнӑ шывне, ҫыран леш енчи садсен тӗксӗм мӗлкисене ҫутатрӗ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.