Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑнланмалла: хӑйсене хӑйсем вӗлернин сӑлтавӗсене пӗлме ҫук, мӗншӗн тесен ҫыру тексчӗ, ӑслӑн-тӗплӗн хайланӑскер, утравҫӑсем ӑсран тайӑлнине е вӗсене «усал кӗрсе вырнаҫнине» мар, хальлӗхе уҫса парайман темӗнле сӑлтавсен мӗлкине ҫеҫ кӑтартаять.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Вӑл кӗсменне тытсан, шлюпкине шалалла тӗртсе ярсан, тикӗс хум силленӗвӗ ҫырана хыҫала хӑварсан — пуш хирти аманнӑ ҫын пӗчченлӗхӗ евӗр тунсӑх унӑн пичӗ ҫине чирлӗ шухӑш мӗлкине ывӑтрӗ, — ҫак мӗлке хуланалла ӑнтӑлать.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Матрос сывлама чарӑнчӗ тейӗн, пӗлес килнӗн — шиклӗ куҫӗсемпе Тартӑн шухӑшлӑ сӑн-питӗнче кулӑ мӗлкине хыпашлать.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Паллах, вӑл Михаил Ломоносов мӗлкине те хускатса илетчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Тӗттӗм пулнӑ, ҫавӑнпа та Коля унӑн мӗлкине ҫеҫ аран-аран уйӑркаланӑ.Несмотря на то что было темно и Коля с трудом различал его фигуру.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Халь анчах-ха унта хӑйӗн пусӑрӑнчӑк сӑнне, вӗрентекенсен пӳлӗмӗнчи пӑтӑрмахӑн шухӑшра сӑнарланнӑ мӗлкине тинкернӗччӗ вӑл.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Фома пӑртак именнӗ пек пулнӑ… анчах куҫкӗски ҫинче хӑйӗн мӗлкине — ҫӑт кӑна сюртук тӑхӑннӑ ятуллӑ кӗлеткине, кӑпӑшка хура сухал сӑрнӑ тӑп-тӑп сӑн-питне тата тӗксӗмрех пысӑк куҫӗсене курсан — вӑл, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклесе илнӗ те зал урлӑ малалла шанчӑклӑн утнӑ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах хӑйсем пурте тӑшман мӗлкине курнипех хӑраса ӳкнӗ.
«Усачсемпе» тӗлпулни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Иван Иванович пырса кӗнӗ пӳлӗм сӗм тӗттӗмччӗ, мӗншӗн тесен чӳречи хупписене хупнӑччӗ, ун ҫине шӑтарса тунӑ шӑтӑк витӗр хӗвел пайӑрки кӗрет те пӳртре асамат кӗпере пек курӑнса вылянать, хирӗҫри стена ҫине пӳрт тӑррине витнӗ хӑмӑшсен, йывӑҫсен, картишне ҫакнӑ тумтирсен мӗлкине ула-чӑпарӑн ӳкерет, анчах вӗсем пурте тепӗр майӑн ӳкеҫҫӗ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Кунта чӗнсе кӗртӗр ӑна, хӑйпе килнӗ мӗлкине те чӗнӗр (ӗҫке чӗннӗ ҫын хӑйпе пӗрле юлташне илсе пыма пултарнӑ, ӑна вара мӗлке тенӗ).
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл ҫӑлтӑрлӑ тӗттӗмлӗхрен тӳреме ӳкет те — улӑпла мӗлкине ывӑта-ывӑта ҫӳрет.Он падал из звёздной темноты на площадь и ходил по ней, бросая гигантскую тень.
Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫак пуш хир хӗрринче уҫӑмлӑ, вӑрӑм мӗлкине ывӑтса этемӗн улӑпла статуйи ҫӗкленсе ларать, — тӗллӗн-тӗллӗн ҫурӑлнӑ, мӑкпа витӗннӗ.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Икӗ мӗскӗн мӗлке — старикпе хӗр мӗлкине — иртен-ҫӳренсем, чухӑнлӑха курма ҫаплах хӑнӑхман пулсан, асӑрханах пулӗччӗҫ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Юлташӗсем хӑйне хирӗҫ чӗннине илтес килни, чикӗре ҫӳрекен катерӑн мӗлкине аякран та пулин курас килни ӑна ытларах та ытларах ҫавӑрса илет.
II // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Шыв ҫине усӑнса, хӑйӗнчен те илемлӗрех курӑнакан мӗлкине пӑхса савӑнать тейӗн.Она как бы любуется своим еще более прекрасным отражением в воде.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Сервантес шывра хӑйӗн тата ашакӑн мӗлкине курнӑ; шывӑн хумӗсем ҫинче ашакӑн урисем ҫав тери вӑрӑм курӑннӑ, мӑйӗ авӑнса хуҫӑлнӑ пек, ашак мӗлки юмахри рыцарьсен лаши пекех туйӑннӑ.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Умра пӗр вӗҫӗмсӗр сарӑлса выртакан тинӗс ҫине вӑл нимӗн пулман чухнехи пекех пӑхса пынӑ, хӑрах енче вӑл хӑй самолёчӗн мӗлкине асӑрханӑ, самолёт мӗлки тӗкӗр пек ҫуталса выртакан шыв ҫийӗнче уҫҫӑнах палӑрса пынӑ.
Пӑр ҫинчи разведка // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Пӳлӗмре Пӑван хӑйӗн тискер мӗлкине хӑварнӑ пекех туйӑнчӗ ӑна.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Уйӑх ҫутинче вӑл сунарҫӑ мӗлкине уйӑрса илчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Пӗтӗмпех ӑнланмалла: Алёнка ытлашши хӑраса ӳкнипе хӑй мӗлкине вутӑш вырӑнне йышӑннӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.