Шырав
Шырав ĕçĕ:
Егорушка пуҫне силлерӗ, хӑй тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ; вӑл Соломон питне лешӗ шӑп кӑна ун енне ҫурма хӑяккӑн тӑнӑ май тата ун вӑрӑм сӑмсин мӗлки пӗтӗм сулахай питҫӑмартийӗ урлӑ ӳкнӗ чух курса юлма ӗлкӗрчӗ; ҫав мӗлкепе хутӑшса кайнӑ ун йӗрӗнчӗк кулли, йӑлтӑртатакан йӗкӗлтевлӗ куҫӗсем, пӗтӗм мӑнкӑмӑллӑ сӑн-сӑпачӗ, тӗкне татнӑ евӗр туйӑнакан кӗлетки — ҫаксем пурте ӗнтӗ халь, мӗлтлете-мӗлтлете те иккӗллӗ курӑна-курӑна, Егорушкӑна пачах та пӗр-пӗр камите мар, тӗлӗкре хӑшпӗр чух курӑнакан усал сывлӑша аса илтерчӗҫ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пурте вӗсем — типшӗм мӗлкесем анчах; вӗсен юратни, вӗсем чуптуни халӗ ман ҫумра ларать; вӑл чӗрӗ, анчах ӑна та вӑхӑт типӗтсе хӑварнӑ; вӑл ӳтсӗр, юнсӑр; чӗринче ӗмӗт юлман, куҫӗсенче кӑварӗ сӳннӗ — вӑл та мӗлкепе пӗрех ӗнтӗ.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Мӗлке ҫинче ула курак ларать те вӑл та мӗлкепе пӗрлех куҫ умӗнче ҫаврӑнать, ҫак тӑрӑхла куҫлӑ хура майра ман умра пулмасан, тӗнчере пӗтӗмпех ытарма ҫук лайӑх тенӗ пулӑттӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Страницăсем:
- 1
- 2