Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑнаҫлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
мӑнаҫлӑх (тĕпĕ: мӑнаҫлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Парада хутшӑнакансем ҫак мероприяти савӑнӑҫпа мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратнине пытармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Парад мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/parad-manacl ... me-curatat

Ҫил вӗрнипе йӗри-тавра ыткӑнса вӗлкӗшекен ялавсем чун-чӗрере мӑнаҫлӑх ҫуратрӗҫ, вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗн хастарӗсем шӑратакан юрӑ-кӗвӗ ырӑлӑхпа канӑҫлӑх кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Ҫапах та халӗ ҫак мӑнаҫлӑх пирки юхӑннӑ хӑмла лаптӑкӗсем ҫеҫ аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ҫитӗнтересшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60643

Мӑнаҫлӑх, телей тупма пултарни, ӗмӗтленме пӗлни — этеме ытти чӗрӗ чунран уйӑрса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чун-чӗре тинех лӑпланчӗ, шиклӗхе, мӗскӗнлӗхе сирсе, вӑл савӑнӑҫ, мӑнаҫлӑх туйӑмӗпе ҫунатланса илчӗ, хӑюлӑх шерпечӗпе тулса ларчӗ, ача чухнехилле, тӑван анне ытамне пашлатнӑн туйса, ачашланса йӑшассӑм килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Юлашки ҫулсенче тата сӗмсӗрленсех кайрӗ: лӑпӑ-лапӑ ҫынсен ӑшне кӗрсе вырнаҫса, вӗсен суя ирӗклӗх, мӑнаҫлӑх туйӑмӗсене вӑратса, арӑслантарса ярса, пуҫӗсене минретсе, вӗсене манӑн ҫӗр ҫинчи чи таса вырӑнсене те — чиркӳсене, мечетсене, синагогӑсене тата ытти кӗл тумалли вырӑнсене — кӗртсе ярса ман ята варалама, мана хирӗҫле латсӑр ӗҫсем тума хӗтӗртет, ҫакна тума хӑш-пӗр чух укҫапа е вӑл-ку хаклӑ япалапа та астарать, хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кашни ҫар ҫынни – пирӗн мӑнаҫлӑх, Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине тата ӑна хӗрӳллӗн юратнине кӑтартакан ырӑ тӗслӗх.

Каждый воин – наша гордость, пример верного служения и любви к Отчизне.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/21/ole ... tnika-otec

Вӗсем - пирӗн мӑнаҫлӑх.

Они – наша гордость.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

- Ҫӗньялсемшӗн тӗнче шайне тухнӑ Геннадий Айхи поэт пысӑк мӑнаҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Чунпа килӗштерсе суйласа илнӗ профессие алла илни ҫеҫ мар, ҫак ӗҫре чылай ҫул вӑй хурса чыс-хисеп ҫӗнсе илни — чӑн-чӑн телей, савӑнӑҫпа мӑнаҫлӑх палли.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Вӑрнар ҫийӗн ир-ирех юхакан ҫар юррисем янӑрани мӑнаҫлӑх туйӑмне вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Пысӑк мар поселокшӑн кун пек масштаблӑ артист килни – пысӑк мӑнаҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн яллӑ вырӑнсем-ха? // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10875-m- ... r-nsem-kha

Пирӗн хушӑра хӑюллӑ, ҫынлӑх хаклӑхӗсене мала кӑларакан ентешсем пурри чӑнах та мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

Музейпе паллашни ҫамрӑксенче мӑнаҫлӑх туйӑмне тата вӑйлӑрах вӑратма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Пулӑшу - ӑшӑлӑх, чунлӑх, мӑнаҫлӑх палли.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу - чунлӑх, мӑнаҫлӑх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11514-pu ... l-kh-palli

Вӗсем – пирӗн мӑнаҫлӑх!

Все они – наша гордость!

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

Пӗрлештернӗ хор шӑрантарнӑ район гимнӗ, «Алран кайми аки-сухи» юрӑ праҫнике мӑнаҫлӑх кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

Ентешӗмӗр тивӗҫнӗ наградӑсемпе парнесем мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр-пӗринпе тахҫан паллакан пӗлӗшсем евӗрех калаҫрӑмӑр // Виталий Петров. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%bfe%d1 ... %80%d0%b5/

Сирӗн ӗҫ нумай ҫуллӑха пирӗн пӗрлехи мӑнаҫлӑх никӗсӗ пулса тӑтӑр!

Пусть результаты вашего труда на долгие годы станут предметом нашей общей гордости!

Олег Николаев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/14/ole ... stroitelya

Ҫак самантра унра ҫывхармалла мар таса мӑнаҫлӑх пурри пӗрре пӑхсах сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех