Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳрт ҫамки варринче пӗчӗк кӑна чӳрече, чӳрече тавра мӑйҫыххи пек чӗнтӗр.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Умне тенкӗлӗх кӗмӗлсемпе тунӑ мӑйҫыххи ҫакрӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫав самантрах ҫурт алӑкӗ уҫӑлчӗ те крыльца ҫинчен ҫӳлӗ, ҫутӑ кӑвак тӗслӗ, темӗн пысӑкӑш тӑваткал сӑмсаллӑ, мӑкӑрӑлса тӑракан кӗске хӑлхаллӑ тата мӑйне пӑхӑртан тунӑ капӑр мӑйҫыххи ҫакнӑ йытӑ чупса анчӗ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӑл пуҫне тата хулпуҫҫийӗсене чӗтретрӗ те мӑйҫыххи тенкисем чанкӑртатса илчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Акӑ тӗрлӗ тӗслӗ шапа хуранӗсенчен тунӑ мӑйҫыххи.
Вӗҫӗ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫакӑн пек чыс тӳрӗ килнӗ чух, ашшӗ ӑна чи лайӑх юкипе кофтине тӑхӑнса чи хитре мӑйҫыххи ҫакма хушрӗ.
XXV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Йыттӑн татӑлса кайнӑ мӑйҫыххи юр ҫинче сӑтӑрӑнса пыни палӑрать.
Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.
Хӑлха ункисене нефрит текен симӗс япаларан тунӑ, мӑйӗ ҫине пунаму текен чулсенчен тунӑ мӑйҫыххи ҫакнӑ, туземецсен суя ӗненӗвӗ тӑрӑх, ҫав чулсем вӗсене хӑват парса тӑраҫҫӗ имӗш.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кӑвак мӑйҫыххи ҫакнӑ илемлӗ вӗшле йытӑ урайне чӗрнисемпе шаклаттарса гостинӑя чупса кӗчӗ, ун хыҫҫӑн хура ҫӳҫлӗ те тӗксӗм ӳтлӗ, кӑштах ҫаврака та, анчах кӑмӑллӑ сӑн-питлӗ, пысӑках мар, пӗр вунсакӑр ҫулсене ҫитнӗ хура куҫлӑ хӗр пырса кӗчӗ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Пирӗн атаман кашкӑр мӑйҫыххи ҫыхнӑ, ав пуҫне те ҫавӑраймасть.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1