Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑйран (тĕпĕ: мӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сана мӑйран ҫакӑнакан никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара хӑть вӑрмана кайса ҫакӑн, хӑть мӑйран чул ҫыхса, улӑхри пысӑк кӳлле кайса сик тесе шухӑшланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан хӗрсе кайнӑ вӑхӑтра хан хӗҫне ҫапса ӳкернӗ те вӑйлӑн кӑна мӑйран туртса каснӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердейпе Али-Акрама чиксе пӑрах та хӑвна мӑйран хӗҫпе сӗр.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухантей мӑйран йывӑр аманнӑ, пуҫне те ҫӗклеймест, ҫапах хӑй хаваслӑ: вӑл Атӑл хӗрринчен хуҫасӑр тӑрса юлнӑ пӗр ҫӳрен ута кӑкарса таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Воевода ҫынни сире тимӗр панине пӗлсен мана ыранах мӑйран ҫакать.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аманнисем е вилме пуҫланисем упаленсе те пулин тӑшман патне талпӑнчӗҫ, юлашки вӑйпа та пулин вырӑссене мӑйран пӑврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗҫҫисене йӗннисенчен туртса кӑларса тутарсем хыҫҫӑн ыткӑнас тенӗ чух вӗсем патне мӑйран та пилӗкӗнчен пӑявпа яваласа пӗтернӗ тутар княҫне илсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗлӗкхи евӗр, мӑйран ал шӑлли ҫакса ял тӑрӑх юрласа ҫӳремерӗҫ вӗсем, тӑвансенчен парне таврашӗ илмерӗҫ, пахчана тухса йӗтем юпине те сыв пуллашмарӗҫ иҫмасса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ан кай, тусӑм, юл кунтах, пирӗн ялтах юл, — йӑлӑнчӗ вӑл ӑна мӑйран ҫупӑрласа — Кам кӗтет пуль сана унта, таҫти ҫӗр-шывра?

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Такам, ҫӳллӗ те вӑйлӑскӗр, унӑн пӗтӗм кӗлетки ҫине хӑпарса выртса мӑйран пӑвма тытӑнчӗ пек.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Мӑйран ҫакнӑ чула илсе пӑрахнӑ пекех туйрӗ вӑл хӑйне.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Мӑйран ҫаклатса пӑвакан йӑлӑ…

Привычка, схватившая за горло.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑмач пек хӗрелсе кайнӑ Укахви каччӑн мӑйран ҫакса янӑ питшӑллине алла илчӗ, ун тарланӑ питне тирпейлӗ шӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл Галимджана мӑйран вӗрҫӗнӗ питшӑлли ҫакса ячӗ, ытти парнесене тыттарчӗ, юлашкинчен саламлӑ сӑмахсем каласа алӑ тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫынсем сисрӗҫ, ун сасси чӗтререх тухрӗ, куҫӗнче куҫҫулӗ палӑрчӗ, Анна Ивановна хӑйӗн тӗреклӗ аллисемпе Левентее мӑйран ыталаса илчӗ те тутинченех чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӑйран пуссан та ӗненместӗп.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫын пурлӑхӗ тесен Тукая ҫеҫ мар, аслӑ карачие хӑйне те мӑйран пӑвса вӗлерме хатӗр вӑл, нисӗпсӗр этем.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫан-ҫурӑм манӑн йӗпенчӗ сивӗ ҫумӑрпа, вӑйлӑ ҫил хуҫса пӑрчӗ алӑсене, ҫӗрлехи тӗттӗм пӑврӗ мӑйран

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ан та чӗн мана, Урасмет, мӑйран кассан та ниҫта тухмастӑп.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех