Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

музыкӑна (тĕпĕ: музыка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Нӑйкӑштарнипе чӑн-чӑн музыкӑна танлаштармалла мар ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Залри ҫынсем хӗрсем ҫине пӑхаҫҫӗ те ҫав тӗлӗнмелле музыкӑна илтеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Музыка вещанийӗн редакцийӗ чӑваш композиторӗсен юррисене, тӗрлӗ халӑхсен музыкине тата классикӑлла музыкӑна пропагандӑланисӗр пуҫне, хӑйӗн концерчӗсене час-часах республикӑра малта пыракан предприятисемпе колхозсен коллективӗсем ыйтнипе хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Хӑй вӑл музыкӑна питӗ япӑх пӗлет-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Музыкӑна питӗ юратать — баян, купӑс ӑста калать.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Упӑшка сӑмах - юмахпа музыкӑна ҫырма пулӑшать, - каласа парать Руфия.

Муж помогает с записью речи и музыки, – рассказывает Руфия.

Пушкӑрт ӑсти пушкӑртла юрлакан ҫемҫе теттесем тӑвать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... at-3438342

«Георгий Иосифович сӑвва ҫырсан малтанах сивӗнме хуратчӗ, унтан кӑшт вӑхӑт иртсен ҫӗнӗрен вуласа малала аталантаратчӗ е тата ҫӗнӗ шухӑш шӑрҫалатчӗ. Вӑл музыкӑна ятарлӑ вӗренни пултарулӑхне пысӑк витӗм кӳнӗ, ахальтен мар вӑл поэзине кӗрсе кайнӑ», – палӑртрӗ хӑйӗн шухӑшне Виталий Родионов литературовед.

Куҫарса пулӑш

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Музыкӑна ӑнланма пуян кӑмӑл-туйӑм, чун ӑшши, ӑстӑн кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хальхи музыкӑна пачах та ӑнланмасть пуль вӑл, хальхи ташӑсене ташлама та пӗлмест пуль.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Музыкӑна вӗренессине, малтанхи пекех алӑ сулса сӑвӑсем вулассине, юрлассине вӑл йӗркеллех туса пыратчӗ, мӗншӗн тесен куна вӑл хӑйӗн айккине сирме пултарайман тивӗҫӗ тесе шутламах вӗренсе ҫитнӗ пулнӑ ӗнтӗ, ҫапах та унӑн чӗри, хӑйшӗн таҫта тепӗр темӗнле тивӗҫ шыранӑ пекех, урӑх ҫӗрелле те туртӑнатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Эпӗ хам юрламастӑп, анчах музыкӑна питӗ юрататӑп! — терӗм ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

«Лесник музыкӑна та пӗлет-ши вара?

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

«Эпӗ искусство произведенийӗсене юрататӑп, вӗсене: литературӑпа музыкӑна, живопиҫе — тӗплӗн, тӗрӗс ӑнланатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Музыкӑна юрататтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Аня музыкӑна, ыттисем пекех, питӗ шӑп ларса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Эпир радиопа паракан тата концертсенчи музыкӑна ҫеҫ, композиторсем ҫырнине, нумай итлетпӗр, ҫутҫанталӑкри музыкӑна вара — питӗ сахал! — терӗ Мосальский, кӑшт тӑрсан.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Музыкӑна юрататӑн-и? — ыйтрӗ Володя.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эсӗ ҫулталӑк хушши Ленинградри пӗр ача ҫуртӗнче ӳссе аталансан, эпӗ сана хампа пӗрле илтӗм, сана питӗ нумай чухне хам сӑпка юрри юрласа ҫывӑратрӑм, ҫавӑнтан пуҫласа музыкӑна юратма та вӗрентрӗм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аньӑпа эпӗ ӑна рояльпе калама вӗрентекеннисемччӗ, вӑл эпир мӗн вӗрентнине ҫӑмӑл та хӑвӑрт вӗренсе пыраканниччӗ, Зиминцев инженер вара, музыкӑна ӑнлансах кайманскер пулин те, «пӗчӗк» Люсьӑн ҫитӗнӗвӗсене самаях тӗрӗс асӑрхаканниччӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аньӑсен кӳршийӗ, ҫамрӑк Люся, музыкӑна каҫса кайсах юрататчӗ, Аньӑсен хваттерне вӑл пӗрремӗш хутран виҫҫӗмӗш хута, музыкӑна юратнипех питӗ тӑтӑш чупа-чупа хӑпаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех