Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каять вара Ермолай ҫапла хӑйӗн Валеткипе тӗттӗм ҫӗр витӗр, тӗмсемпе шыв-шурсем урлӑ, Софрон мужикӗ хӑйне картишне те кӗртмӗ-ха, тата, ырӑ ҫынсене кансӗрлесе ан ҫӳре тесе, ӗнсерен тӳпкелеме те пултарӗ.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Вырӑс мужикӗ вунӑ пуслӑх кӗмӗл е ҫичӗ пуслӑх пӑхӑр укҫа ҫинчен калаҫать, стариксемпе карчӑксем аллисемпе хӑлаҫланаҫҫӗ е хӑйсем тӗллӗн сӳпӗлтетеҫҫӗ; анчах та вӗсене никам та илтмест, вӗсенчен никам та кулмасть, пушӑ бутылка е атӑ-пушмак йӑтса проспект тӑрӑх ҫиҫӗм пекех хӑвӑрт чупса иртекен ула-чӑла халат тӑхӑннӑ ачасем кулсан ҫеҫ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ҫав вӑхӑтра пӳртрен кӗрӗк тӑхӑннӑ мужик чупса тухрӗ пек те вӗсене пушӑпа хӑваласа ячӗ пек; тинех вара Тётка лаххан патне чупса пырса ҫиме тытӑнчӗ пек; анчах мужикӗ хапхаран тухса кайрӗ ҫеҫ, хайхи хура йытӑсем, ҫилленсе те хӑрлатса, ун патнелле ыткӑнчӗҫ пек, сасартӑк хӑлхана ҫуракан киревсӗр сасӑ тепӗр хут янӑраса кайрӗ.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Вырӑс мужикӗ казакшӑн темӗнле ют, тискер тата йӗрӗнчӗк чун; казак унӑн тӗслӗхӗсене пыркаласа ҫӳрекен суту-илӳҫӗсен тата куҫса пынӑ малороссиянсен, казаксем йӗрӗнсе «шаповал» тесе чӗнекенскерсен, сӑнӗнче курнӑ.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хырӑм йывӑрланичченех апатланнӑ хыҫҫӑн пурте чей ӗҫме пуҫтарӑнсан, сасартӑк Обломовӑн хуларан таврӑннӑ мужикӗ килсе кӗчӗ те, хӗвӗнчен чакаланкаласа, Илья Иванович Обломов патне ҫырнӑ лӳчӗркеннӗ ҫырӑва аран-аран кӑна туртса кӑларчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1
- 2