Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах Лиза вырӑнне, куҫайӗн пӑхса, кӑшт ҫеҫ кникс туса, питне шуратнӑ, пилӗкне пӑвса ҫыхнӑ мисс Жаксон кӗнӗ те, Алексейӗн ҫар ҫыннилле хатӗрленсе тӑни ахалех пулнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ирхи апат хатӗр пулнӑ, питне шуратса хӑйне черкке евӗрлӗ туртса ҫыхнӑ мисс Жаксон ҫӳхе тартинкӑсем касса тӑнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вара Настьӑна мисс Жаксона мӗн каламаллине шӑппӑн пӗлтернӗ те, хыҫалти крыльцаран тухса, пахчасем урлӑ хирелле чупнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах унӑн мадамне мисс Жаксона — питне писев сӗрсе, куҫхаршисене сӑрласа ҫӳрекен, ҫулталӑкра икӗ хутчен Памелӑна вуласа тухакан, ҫавӑншӑн икӗ пин тенкӗ илсе тӑракан, ҫакӑн пек варвӑрла Раҫҫейре вилес пек кичеммӗн пурӑнакан хӗрӗх ҫулхи типтерлӗ те чӑркӑш хӗре — тем пекех тарӑхтарнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Яланхи пекех мисс Питерс класӗнче.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсенчен тӑватӑ номинаци ҫӗнтерӳҫи: Лейла Саидбурханова («Шарм»), Дарья Алексеева («Мисс Очарование»), Юлия Салахова («Мини-мисс Казань») тата республикӑн кӑҫалхи чи пултаруллӑ, чи хитре чиперукӗ «Мини-мисс Татарстан» титула тивӗҫнӗ Ангелина Киселева (Анат Кама) ҫак кунсенче Мускавра иртекен конкурсра «Раҫҫейӗн пӗчӗк чиперукӗ» титула ҫӗнсе илес тесе тупӑшӗҫ.
Чиперуксен ӑмӑртӑвӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Женевьев путсӗр ҫынсемпе вӗҫкӗнчӗксен шавлӑ та йӗрӗнмелле обществинче, мисс Найтингель савӑнӑҫра, илемре — тунсӑхламасӑр, салхуланмасӑр пурӑнма пултарнӑ-и вӑл?
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Фантази анӑ Женевьевпа мисс Найтингельтен инҫе илсе кайман.Дальше мыслей о Женевьеве и мисс Найтингель не уносила ее фантазия.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл мисс Найтингелӗн шӑпи лайӑх, ӑмсанмалли шӑпа пулни ҫинчен шухӑшлама-ӗмӗтленме питӗ юратнӑ; мисс Найтингель лӑпкӑ та йӑваш хӗр пулнӑ, ун ҫинчен никам та ним те пӗлмен, ун ҫинчен ним пӗлмелли те пулман, мӗншӗн юратнӑ-ши вара ӑна пӗтӗм Англи: ҫамрӑк пулнӑ-ши вӑл?