Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

минутлӑха (тĕпĕ: минутлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тарас ҫинчен шухӑша кайса шайлаштарса лараканскер, тата хӑй ҫине халиччен те никам пӑхса илменшӗн пӑртакҫах кӳреннӗскер, Фома пӗрер минутлӑха Маякинсен калаҫӑвне тӑнлама пӑрахнӑ, унтан ҫав вӑхӑтрах вӑл такам сасартӑк хултан ярса илнине сиснӗ.

Погруженный в свои соображения о Тарасе, немного обиженный тем, что никто не обращает на него внимания и еще ни разу не взглянул на него, — Фома перестал на минуту следить за разговором Маякиных и вдруг почувствовал, что его схватили за плечо.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Минутлӑха Зафар аптраса тӑрать.

Минуту Зафар стоит в растерянности.

Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Сталин юлташ пирӗнпеле хӑйӗн вӑхӑт нумай чухнехи пекех тӗплӗн калаҫать: пире нимӗн чухлӗ те васкатмасть, хамӑр шухӑшсене лӑпкӑнах пухса пыма май парать, татса памалли ӗҫсене ҫавӑнтах, пӗр минутлӑха та кая хӑвармасӑр, пирӗн куҫ умӗнчех татса парать.

Разговаривал с нами товарищ Сталин так, как будто времени у него много, не торопил нас, давал нам спокойно собраться с мыслями, а решал всё тут же, при нас, не откладывая ни на минуту.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпӗ хамӑн ӗҫсене тӑваттӑм, ҫапах та пухӑва хуралласси ҫинчен пӗр минутлӑха та манмастӑп, вӑхӑтран вӑхӑта чӳречерен пырса пӑхатӑп, картишӗнчи шӑв-шава итлетӗп.

Я была занята своими делами, но ни на минуту не забывала об охране собрания и время от времени выглядывала в окно и прислушивалась к шуму со двора.

Пароль «Якорь» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫак тавӑрушӑн манӑн пурнӑҫ кирлӗ пулсан — эпӗ ӑна пӗр минутлӑха та иккӗленсе тӑмасӑр парӑп.

И если для этой мести потребуется моя жизнь — я отдам её без минуты колебания.

Присяга // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— «Ҫак тавӑрушӑн манӑн пурнӑҫ кирлӗ пулсан, эпӗ ӑна пӗр минутлӑха та иккӗленсе тӑмасӑр парӑп…»

— «…И если для этой мести потребуется моя жизнь — я отдам её без минуты колебания…»

«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Хам патӑмра эпӗ кӗнеке ҫине пӗр минутлӑха ҫеҫ пӑхрӑм, вара хам та унтан уйрӑлаймарӑм.

У себя я только на минутку заглянула в книгу и уж не могла оторваться.

Унӑн ҫут ҫӑлтӑрӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Кукамӑш Вера — ӗмӗрех хаваслӑ та ӗҫченскер, — пӗр минутлӑха та ӗҫсӗр лармастчӗ.

Бабушка Вера — вечно весёлая хлопотунья, минуты, бывало, не посидит без дела.

«Эпӗ — халех» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Асанне мана чуптуса илчӗ те, эпӗ пӗр минутлӑха кӑна, мӗншӗн тесен манӑн каллех хайхи чирлӗ аппа патне каймалла, терӗ.

И бабушка меня поцеловала и сказала, что она на минутку, потому что ей опять надо идти к той больной тёте.

Тата мӗнле саспаллисем вӗрентӗм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Мана кирек мӗн хумхатсан та, хамӑрӑн ӗҫе туса ҫитерессинчен тӗнчере мана нимӗн те, итле, Крикс, нимӗн те пӑрса яма пултараймасть; хам суйласа илнӗ ҫул ҫинчен мана пӗр минутлӑха та нимӗн те пӑрма пултараймасть.

— Каким бы сильным чувством ни была полна моя душа, Крикс, ничто, слышишь ты, ничто в мире не отвлечет меня от служения великому делу.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Миша сасартӑк таҫта кайса ҫухалать, Нюра «пӗр минутлӑха» хӑйӗн тусӗсем патне каять те таврӑнмасть, Костя пӗчченех тӑрса юлать.

Миша сразу же куда-то исчезает, Нюра «на минуточку» уходит к подружкам и не возвращается, Костя остается один.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Уҫнӑ алӑкӑн кӑвак тӑваткалӗ тӗлӗнче вӑл пӗр минутлӑха чарӑнса тӑчӗ те ыйтрӗ:

Он на минуту задержался в синем квадрате открытой двери и спросил:

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӗр минутлӑха аҫа ҫури тӑна кӗчӗ, салхулланса та тем ҫинчен аса илнӗ пек, мачча ҫинелле пӑхрӗ, унтан хӑйӗн типшӗм аллине ман паталла куҫарчӗ.

На минуту вотчим пришел в себя, посмотрел в потолок, серьезно нахмурясь и словно вспоминая что-то, потом подвинул ко мне свою тощую руку.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Матильда ҫенӗке тухрӗ, упӑшки те ун хыҫҫӑн «пӗр минутлӑха» сиксе тухрӗ.

Матильда вышла в сени, а муж «на минутку» выскочил за — ней.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Малти урипе чӳречерен хуллен кӑна шаккать те продавеца кӑчӑк туртать: пӗр минутлӑха тух-ха, тет.

Стучит легонько лапкой в окно, машет продавцу: выйди, дескать, на минутку!

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Унӑн стихӗсене те эпӗ асра тытса тӑмалла вӗренсе хутӑм та, пӗр виҫ-тӑват минутлӑха денщиксем патне кухнясене чупса пырсассӑн пит шутсӑр хавхаланса вӗсене стихсем вуласа кӑтартаттӑм.

Его стихи я тоже заучил на память и с великим увлечением читал денщикам, забегая в кухни к ним на несколько минут.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӗр минутлӑха ҫуртра шӑпах пулчӗҫ, унтан хуҫа аллисемпе алӑка тӗксе лартрӗ, пӗкӗрӗлчӗ те мана кӑшкӑрчӗ:

На минуту в доме стало тихо, потом хозяин упёрся руками в дверь, согнулся и крикнул мне:

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ пӗр минутлӑха куҫа хупрӑм, каялла уснӑ сӗре салтак вырӑнӗнче хура тумтирпеле кукамай лара парать, лешӗ ун ҫумӗнче тӑрать: — Пурте вилсе пӗтнӗ тетӗн пулӗ, э? — тет кукамая.

Я на минуту закрыл глаза, а когда открыл их, на месте солдата сидела бабушка в тёмном платье, а он стоял около неё и говорил: — Поди-ка померли все, а?

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Тӑшман пӗр минутлӑха та канӑҫ паманнишӗн ҫилленсе, Вук чикарккӑна ывӑтса ячӗ.

Вук бросил папиросу, злясь, что даже на миг не дают передышки.

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне тӗке-тӗке ячӗҫ, сывлӑш ҫавӑрмашкӑн пӗрер минутлӑха пуҫӗсене ҫӳлелле ҫӗклерӗҫ, ун чухне тутисем ҫинчен шыв тумла-тумла тӑчӗ, ун хыҫҫӑн каллех ҫӑткӑнланса шыв патне пӗшкӗнчӗҫ, ӗҫсе тӑранма пӗлмерӗҫ.

Они отталкивали друг друга, приподнимали на минуту кверху головы, чтобы перевести дух, причем с губ звонко капала вода, и опять с новой жаждой приникали к водоему, не будучи в силах от него оторваться.

VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех