Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

минут сăмах пирĕн базăра пур.
минут (тĕпĕ: минут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хатӗр пуличчен 2 минут маларах пицца ҫине теркӑпа хырнӑ сыр сапмалла.

За 2 минуты до готовности на пиццу натереть на терке сыр.

Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫӗнӗ вӑй илме донор-йывӑҫ патне пымалла, 10 минут ун ҫумӗнче тӑмалла.

После этого для подпитки новой энергией надо подойти к дереву-донору, постоять рядом минут 10.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ыратакан вырӑнпа ун патне 5 минут сӗртӗнсе тӑмалла.

Прислониться к нему минут на 5 больным местом.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫак самант ӗмӗр тӑршшӗне тӑсӑлнӑ пек туйӑнчӗ, сехет ҫине пӑхрӑм та — 40 минут кӑна иртнӗ.

Этот миг мне показался вечностью, посмотрела на часы - а там всего 40 минут прошло.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах стаканӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ ӗҫмелле.

Надо принимать в день три раза до еды одну третью часть стакана.

Чӗрри кӑна мар // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах стаканӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ ӗҫмелле.

Надо принимать 3 раза в день за 15 минут до еды одну третью часть стакана.

Чӗрри кӑна мар // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ҫавӑн пекех 180 градуса ҫити вӗрилентернӗ духовкӑра 5 минут пӗҫерме юрать.

А также можно испечь в духовке, нагретой до 180 градусов, в течении 5 минут.

Чӗрри кӑна мар // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

1 апат кашӑкӗ типӗ хӑмла ҫырлине тата 1 апат кашӑкӗ типӗ ҫӑка чечекне тин вӗренӗ 2-3 стакан шыва ямалла, вӑйсӑр ҫулӑм ҫинче 5 минут вӗретмелле.

На 1 чайную ложку высушенных ягод малины и 1 столовую ложку высушенных липовых цветов залить 2-3 стакана воды, ставить на медленный огонь, кипятит 5 минут.

Пухса типӗтетпӗр // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Пӳлӗм температуринче 10 минут сивӗтмелле те сӑрӑхтармалла.

Остудить при комнатной температуре 10 минут и процеживать.

Пухса типӗтетпӗр // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

1 апат кашӑкӗ пухха тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, хупӑ савӑтпа шыв мунчине лартса 30 минут вӗретмелле.

Куҫарса пулӑш

Пухса типӗтетпӗр // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Пӑтратмалла та 15 минут вӗретмелле.

Помешать и прокипятить 15 минут.

Сулхӑна килӗштерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Вӑйсӑр ҫулӑм ҫине лартса 5 минут вӗретмелле, илсен пӗр сехетрен сӑрӑхтармалла.

Прокипятить 5 минут на малом огне, через час после съема процедить.

Сулхӑна килӗштерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Тымарне тӑпраран лайӑх тасатмалла, сивӗ шывра ҫумалла, хулӑн ҫип ҫине тирсе вӗрекен шыва ямалла, 5-10 минут вӗретмелле.

Корни вычистить от земли, помыть в холодной воде, нанизать на толстую верёвку и отпустить в воду, 10-15 минут кипятить.

Сулхӑна килӗштерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

150 грамм типӗ курӑка 1 литр шыва ямалла, 20 минут, ҫӑра шӗвек пуличчен, вӗретмелле.

150 грамм сухих листьев добавить 1 литр воды, 20 минут кипятить до густоты.

Виҫене пӑхӑнмалла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ҫак настойка пӑсӗпе 20 минут сывламалла.

Паром этой настойки дышать 20 минут.

Виҫене пӑхӑнмалла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ҫак ваннӑра кашни кунах 15-20-шер минут выртмалла.

Принимать эту ванну 15-20 минут ежедневно.

Виҫене пӑхӑнмалла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Вӗтетнӗ типӗ, тӳпелесе тултарнӑ 1 апат кашӑкӗ ҫулҫа 10 литр кӗрекен витрене ямалла, хӗрринченех вӗри шыв хушса 30 минут лартмалла, сӑрӑхтармалла.

1 полную столовую ложку измельченных сухих листьев добавить в наполненную до краев горячей водой 10 литровое ведро, настаивать 30 минут, процедить.

Виҫене пӑхӑнмалла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ҫак шыва хушнӑ ваннӑра 20 минут выртмалла.

Куҫарса пулӑш

Самӑрлӑхран — курӑк пулӑшнипе // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

50-100 грамм типӗ курӑка 1 витре шыва ямалла, вӗреме кӗртмелле, вӑйсӑр ҫулӑм ҫинче 15 минут вӗретмелле, сӑрӑхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Самӑрлӑхран — курӑк пулӑшнипе // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Хупӑ савӑтпа ӑшӑра 15 минут лартмалла, сӑрӑхтармалла.

В закрытой посуде в тепле держать 15 минут, процедить.

Самӑрлӑхран — курӑк пулӑшнипе // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех