Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мелпе (тĕпĕ: мел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтаксене «пӗр чӳрече» мелпе пулӑшу парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ центр уҫӑлать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=xzocffQGoZA

Сутлӑхра тӑварланӑ, вӗри тата сивӗ мелпе тӗтӗмленӗ чавыча.

Куҫарса пулӑш

Камчатка тӑрӑхӗнчи тутлӑ пулӑсем — Чӑваш Енре // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=fTMvoaSW5Ro

Ҫак структурӑсем пӗрешкел маррине пула тата частицӑсен ҫутӑ эффективлӑхӗ пӗчӗк пулнине кура нановиҫеллӗ уҫлӑхра ҫак пайсене ӑсчахсене тивӗҫлӗ шайра тытса тӑма йывӑр пулнӑ, анчах ку йывӑрлӑха вӗсем экситонсен тачӑлӑхӗпе ҫутӑлӑхне инҫет мелпе контрольлесе тӑрса ҫӗнтернӗ.

Ученым было непросто контролировать эти частицы в наноразмерных пространствах в силу неоднородности соответствующих структур и низкой светоэффективности частиц, однако эту проблему специалистам удалось решить с помощью дистанционного контроля за плотностью и яркостью экситонов.

Ӑсчахсем даннӑйсемпе ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе ӗҫлекен меслет ӑсталанӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34795.html

Мелиораци комплексне аталантармалли патшалӑх программине РФ ял хуҫалӑх министрӗ Дмитрий Патрушев регионсемпе онлайн мелпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аграрисене — субсиди // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%b0%d0%b ... %b4%d0%b8/

Вӑл профессиллӗ мелпе, майне пӗлсе, лазерпа е ятарлӑ лампӑпа усӑ курса ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

Районсене ку мелпе пайланин ырӑ енӗсене курман, ҫавӑнпа та ӑна пӑрахӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Мӗнпур мелпе /тавара хӑйсем тӗллӗн турттарса килсе пасарта тата ярмӑрккара сутнин калӑпӑшне эксперт хаклавӗ тунине шута илсе/ ваккӑн суту-илӳ тунин ҫаврӑнӑшӗ 2014 ҫулта 132,6 млрд тенкӗпе танлашнӑ тата 2013 ҫулхинчен - 2,7, 2008 ҫулхинчен 32,7 процент пысӑкланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене ҫавӑн пек мелпе суйлас йӗрке ҫӗнӗлӗх мар, вӑл унччен те ҫапла майпа пулса пынӑ.

Такой порядок избрания глав муниципалитетов не является новшеством, он применялся и ранее.

Ҫӗмӗрле пуҫлӑхне суйлама комисси ҫирӗплетнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34196.html

Ку мелпе участниксен 7 проценчӗ усӑ курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫлӑрах аталанма // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11892-tu ... h-atalanma

Пирӗн республикӑри шкул ачисем те айккинче тӑрса юлмаҫҫӗ, вӗсенчен октябрӗн 24-мӗшӗ тӗлне 2072 заявка килнӗ, ҫав шутра 639-шӗ — офлайн мелпе вӗренес кӑмӑллисенчен.

Куҫарса пулӑш

Икӗ пин ытла заявка тӑратнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%b8%d0%b ... 82%d0%bda/

Нумаях пулмасть районти тӗп библиотекӑра кунта куллен ҫӳрекенсене финанс пӗлӳлӗхне онлайн мелпе вӗрентес ӗҫе пикеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Финанс пӗлӗвне ӳстерни усӑллӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%84%d0%b ... bb%d0%bba/

Хальлӗхе вӗсем 960 заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 244-шӗ офлайн мелпе вӗренесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Программӑлама вӗренме май пур // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %83%d1%80/

Вӗсене вӑл тӗрлӗ мелпе - сӑрӑпа ӳкерсе, бисерпа тӗрлесе, пазл пухса - чун кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Ҫак мелпе ялта пурӑнакансем ҫӑлсене тасатаҫҫӗ, ача-пӑча лапамӗсем йӗркелеҫҫӗ, спорт площадкисем уҫаҫҫӗ, масар ҫинче ҫурт лартаҫҫӗ, вӗсем тавралла карта тытса ҫавӑраҫҫӗ, ҫырмасемпе юхан шывсем урлӑ кӗперсем хываҫҫӗ, кӳлӗсене тарӑнлатаҫҫӗ, пушар машини валли ятарлӑ пирс ӑсталаҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Асӑннӑ уйӑхлӑх шкулсенче кӑҫал та иртет, чылай мероприяти эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе онлайн мелпе йӗркеленет.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнекен ӑрӑва — патриотла воспитани // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/04/c%d0%b8%d1 ... %bd%d0%b8/

Ку укҫа сирӗн пата ҫитес 7 уйӑхра таврӑнӗ, анчах урӑх ҫынсем урлӑ тата кӗтмен мелпе.

Все потраченные деньги в течение последующих семи месяцев вернутся к вам опять – но через других людей и неожиданным для вас способом.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурин те ултавлӑ мелпе ӗҫлесе илес шанчӑк пулать.

У всех сейчас появится возможность заработать обманным путем.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑмӑл пусӑрӑнсан ӑна кирек мӗнле мелпе те хӑпартма тӑрӑшӑр.

Если настроение будет на нуле, старайтесь поднять его себе любыми способами!

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Куравра ӑстан акварель техникипе ӳкернӗ живопиҫӗпе, пусмана ирӗклӗ мелпе тата батик техникипе илемлетнӗ композицийӗсем пулӗҫ.

На выставке будут композиции, созданные мастером в технике акварельной живописи, свободной росписи на ткани, а также в технике батик.

Татьяна Иванова-Ткаченко куравӗ уҫӑлӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32429.html

Вырӑнти посевкомсем хӑш чухне халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫне вӑхӑтра йӗркелеменнине, тепӗр чухне административлӑ мелпе ӗҫленине палӑртмасӑр хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех