Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маччаран (тĕпĕ: мачча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урай маччаран инҫе те мар мӗн.

Пол оказался близко.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫивиттине те туса пӗтермен, маччаран шала кӗме шӑтӑк пур.

Досками заколоченные, а с потолка-то ход есть.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вӑл пӗр урипе маччаран ҫаклатать те вилнӗ пек пулса, ҫакӑнса тӑрать.

Уцепился он одной лапой за потолок, свесился и притворился мертвым.

Кушакпа шӑшисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шӑшисем ӗҫ начара юлнине курса калаҫҫӗ: «Шӑшисем, маччаран аялалла анма пирӗн пӑрахӑҫ тӑвас, унсӑрӑн кушак пире пурсӑмӑра та тытса пӗтерӗ. Вӑл мачча ҫине кунта улӑхаймӗ!» — теҫҫӗ.

Увидали мыши, что дело плохо, и говорят: «Давайте, мыши, не будем больше сходить с потолка, а сюда к нам коту не добраться!»

Кушакпа шӑшисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вырӑн тӗлне ҫитрӗ те, маччаран вӗҫерӗнсе, ман ҫине ӳкрӗ.

Как только он дополз вровень с кроватью, он отцепился от потолка и упал на меня.

Хӑнтӑласем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Палатӑри шурӑ стенасене, маччаран ҫакӑнса тӑракан лампочкӑна курать, ытти ҫынсен сассисене илтет.

Видит строгие белые стены, лампочку под потолком, слышит голоса…

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тумлам та, халь-халь татӑлса анасла хӑратса тӑраканскер, нимӗнле тумлам та мар иккен, ахаль лампочка анчах, маччаран ҫакса янӑ ахаль электричество лампочки кӑна.

И громадная вспухшая ослепительная капля, готовая вот-вот сорваться, оказалась обыкновенной электрической лампочкой под потолком.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Маччаран, тарӑн касса лартнӑ кантӑк витӗр, янкӑр пӗлӗт татӑкӗ курӑнать, ун ҫине пӑхнӑ чух камерӑн таса мар кӑшӑркка стенисене те, тутӑхнӑ решеткесене те курмастӑн, тӗрмере ларнине манатӑн.

Под потолком, из глубокого проема окна, виднеется нестерпимо яркий кусочек неба, и, когда смотришь на него, не замечаешь ни шершавых грязных стен камеры, ни ржавой решетки, забываешь, что сидишь в тюрьме.

«Питех те кирлӗ» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Эпӗ ӗнтӗ пур каютӑсене те, маччаран пуҫласа урайне ҫитиччен, хыпашласа тухрӑм…

 — Я уже обшарил все каюты сверху донизу…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Маччаран ҫакса янӑ хӑй ҫути табак тӗтӗмӗ хушшинче сулланса шӑршӑ кӑларса тӑнӑ.

Подвешенный к потолку светильник качался в табачном дыму и чадил.

Хӑрушӑ хыпарсем // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Туртмалине ик аллипех ҫӗкленӗ-ха, маччаран перӗнтерсе тӑрать те, савӑркалама меллӗ мар.

Он взялся обеими руками за скребок, поднял его вверх, попытался размахнуться — и задел о потолок…

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӑна маччаран кантрапа, кантрапа ҫакҫа янӑччӗ.

Я ее к потолку за веревку, за веревку подвесил.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сӗтел тӗлӗнче маччаран ҫыхнӑ кантӑра анать.

А над столом с потолка свисала привязанная к крюку веревка.

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шӑнса пасарнӑ пӳрчӗ йӑлтах йӗпенчӗ, маччаран тумла юха пуҫларӗ.

Заиндевевшие стены и потолок вскоре стали мокрыми, с потолка закапала капель.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хальхинче вӑл, маччаран Пульчиха мӑйӗ патнелле тӑсӑлакан ҫинҫе кантӑрана курать.

На этот раз он разглядел тонкую бечевку, тянувшуюся с потолка к шее Пульчихи.

Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Маччаран хунар ҫакӑнса тӑнӑ.

К балке под сводами прицепили фонарь.

III. Командир плащӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Урамра ҫутӑ сӳнмен-ха, анчах кафен кайри пӳлӗмӗнче тӗттӗмленсе ҫитнӗ, маччаран ҫакӑнса тӑракан лампа ҫути сӗтел ҫине ҫутатнӑ.

На улице было еще светло, но в задней комнате кабачка уже было темно, и привешенная к потолку лампа — по тем временам большая роскошь — освещала комнату.

I. Виҫҫӗн // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл Романенко ҫак ҫитес кунсенчех Югославине, дипломатсенчен пӗри — Пӗрлешӳллӗ Штатсене тухса кайнине тата вӗсен унти анлӑ та курас-илтес тӗлӗшӗпе пуян пурнӑҫне ӑмсанмасть, вӑл Софья Ивановнӑн штукатурка тума ӗлкӗреймен маччаран шӑшисем хускатнипе каҫсерен тусан тӑкӑнакан ҫуртӗнчех пурӑнма юлӗ, ҫумӑр айӗн лекцисене ҫурӗ е хут пӗлменнисемшӗн фронта ҫырусем ҫырӗ.

Он не завидовал тому, что Романенко на днях уедет в Югославию, а один из дипломатов — в Соединенные Штаты, что все они будут вести жизнь, богатую разнообразными впечатлениями, а он останется в доме Софьи Ивановны с еще не заштукатуренными потолками, с которых по ночам сыплется пыль, взметаемая мышами, будет под дождем ходить на свои лекции и беседы или писать письма на фронт за неграмотных.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ирӗлнӗ маччаран сасартӑк ҫумӑр ҫума пуҫларӗ, стенасем йӗпенсе кайрӗҫ.

А с оттаявшего потолка полился дождь, отсырели стены.

9 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫак пуҫ, типшӗмскер, кивӗ пӳртӗн стенисем евӗрех, вырӑнтан та тапранманскер, шӑпах ҫак стенасенчен, маччаран шӑтса ӳснӗ пек, пӳрт хӑй тӗттӗмлӗхпе ҫак ырӑ мар та пӗртте мӑчлаттарман хура куҫсемпе пӑхнӑ пек туйӑнчӗ.

Была эта голова суха, черна, неподвижна, как стены старой избы, и казалось, что растет она прямо из этих стен, из потолка и что сама изба смотрит из темноты этими черными, недобрыми, немигающими глазами.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех