Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маччаран (тĕпĕ: мачча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сисӗни-сисӗнми ҫак хусканӑва пӑхӑнса зал стенисем йӗри-таврах, тӑруках маччаран уйрӑлчӗҫ, — ҫӳлте халӗ пуш-пушӑ, ҫутӑ йӗр, — урайнелле вирхӗнчӗҫ те ҫухалчӗҫ.

И, повинуясь этому незначительному движению, все стены зала, кругом, вдруг отделились от потолка пустой, светлой чертой и, разом погрузясь в пол, исчезли.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Стенасем куҫ кӗскисемпе картинӑсемсӗр; вӗсене маччаран тытӑнса урайчченех вертикальле тан анлӑшсене пайланӑ: хӑмӑр кӑвак багетсем — вӗтӗ-вӗтӗ кӗмӗл эрешпе витнӗскерсем.

На стенах отсутствовали зеркала и картины; от потолка к полу они были вертикально разделены, в равных расстояниях, лиловым багетом, покрытым мельчайшим серебряным узором.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак пейзаж ҫийӗн маччаран ҫакса янӑ чӑсланкӑ ӳсен-тӑран евӗрлӗ паллӑ мар темӗскер тата медузӑсем хускалаҫҫӗ-шӑваҫҫӗ.

Над этим пейзажем шевелились медузы и неизвестно что, подобное висячим растениям, привешенным к потолку.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак сцена кӳнтеленӗсене тата Ван-Конета хӑйне маччаран йӑтӑнса аннӑ шалкам ҫумӑр та Давенант сӑмахӗ пек тӗлӗнтерсе кисретеймӗччӗ.

Проливной дождь, хлынувший с потолка, не так изумил бы свидетелей этой сцены и самого Ван-Конета, как слова Давенанта.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Батль ӗнси ҫине маччаран тӑм муклашки шаплатса ӳкрӗ.

С потолка высыпался ком глины и шлепнул Батля в затылок.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.

Унта вара, пӗчӗкскерӗнче, тем пек тӑрӑшсан та, стена ҫине ларнӑ, маччаран хӑйпӑна-хӑйпӑна анакан хӑрӑмпа вараланатӑнах.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Маччаран ҫакнӑ ҫиччӗллӗ краҫҫын лампи ҫутинче вӑл темле хӑрушшӑн курӑнать: пуҫне ҫапса шӑтарнӑ пулас та, юхса тӑнӑ юн, кӑлкан пек шурӑ ҫӳҫе тӑрмалантарса, тем анлӑш кӗвелсе хытнӑ; сулахай алли кравать хӗрринчен лӗнчӗр усӑннӑ; кӗпине тӑршшӗпех ҫурса янӑ та, хырӑмӗ ҫинче кӑвакарнӑ вырӑнсем палӑраҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паунлмие, грушӑна тата чиене вӑл кухньӑри пысӑк кӑмакара типӗтет, унтан вӗсене шурӑ пиртен ҫӗленӗ михӗсене тултарать те апат-ҫимӗҫ усракан кӗлетри маччаран ҫакса ярать.

Яблоки, груши и вишни она сушила в большой печке на кухне, а потом пересыпала в белые холщовые мешки и подвешивала в кладовой под потолком.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ унти маччаран ҫирӗп пурҫӑн вӗренпе пысӑк гамак ҫакса яма хушрӑм.

В ней я велел подвесить на шелковых веревках крепкий и большой гамак.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ещӗкре манӑн ҫул ҫине илсе ҫӳремелли вырӑн, маччаран ҫакса янӑ гамак, икӗ пуканпа сӗтел пурччӗ.

В ящике у меня были походная постель — гамак, подвешиваемый к потолку, два стула и стол.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана йӗкехӳресем тапӑнасран сӑпкине пӗчӗкрех ещӗк ӑшне лартрӗҫ, ещӗкне маччаран ҫакса янӑ сентре ҫине лартрӗҫ.

Колыбельку поместили в небольшой ящик, а ящик поставили на подвешенную к потолку полку, чтобы уберечь меня от крыс.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чӳрече куҫӗсем тӑр-тӑрр! чӗтресе илнӗ, маччаран штукатурка татӑкӗ хӑпӑнса урайне ӳкнӗ.

Задребезжали стекла, с потолка упал кусок штукатурки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Маччаран икӗ кантра аннӑ, вӗсен вӗҫӗсенче шӑлтӑрмасем, шӑлтӑрмасем ҫине пӗр мӑшӑр кӗрӗ ҫакнӑ; хыҫала урайне пир юпи ҫапса кӗртсе лартнӑ, сак ҫумне ҫирӗплетсе лартнӑ икӗ чавса лакӑмне пир хивсине кӗртсе вырттарнӑ: хивсе ҫине пирне чӗркенӗ; кӗррисене ура пуссисемпе ҫыхӑнтарнӑ; кӗрӗсем умӗнче — пир хӗҫҫи.

С потолка спускаются две веревки — «кантра», к ним прикрепляются блоки — «шӑлтӑрма»; на блоках — пара нитченок (ремизки) — «кӗрӗ»; сзади в пол вбит «пир юпи»; два толстых бруска с выемками для пришвы — «чавса», прикрепленные к скамье; пришва или товарный валик — «пир хивси», на нее натянут холст — «пир»; за ремизками в нитях основы виден ценовой прутик — «пир хӑййи»; к ремизкам прикреплялись две подножки — «ура пусси»; перед ремизками бердо — «пир хӗҫҫи».

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Маччаран пысӑк лампа ҫакӑнса тӑрать.

Под самым потолком висела большая лампа.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Маччаран ҫакӑнса тӑракан лампа тӗтӗм витӗр тӗттӗм пӗлӗтри уйӑх пек курӑнчӗ.

Лампа походила на луну в темных облаках.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӳлӗм варрине вӗри кӑвар тултарнӑ таз лартрӗҫ; маччаран тӑватӑ лампа ҫакрӗҫ.

Посредине комнаты ставили таз, наполненный раскаленным древесным углем.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Маччаран ҫакӑнса тӑракан пысӑк лампа тирпейлӗ пухнӑ пӳлӗме ырӑ ҫутӑпа ҫутатать.

Большая лампа под потолком заливала мягким светом изысканно убранную комнату.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сӗтел ҫинче лампа пур, маччаран та лампа ҫакӑнса тӑрать.

Потом на столе лампа, и на потолке лампа.

Мӗнле вӑл номер // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Маччаран ҫакса янӑ лампа ҫутӑлса каять.

Зажигается яркая лампочка под потолком.

Маруся кукамӑшне итлемест // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Маччаран чечеке ларнӑ роза турачӗ евӗрлӗ виҫӗ мӑйракаллӑ капӑр лампа ҫакӑнса тӑрать.

С потолка свисала роскошная золотая лампа с тремя рожками, изображавшая розу посреди листьев.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех