Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунта козака тӗрӗслемелли нимӗнле наука та пулман пулин те, вӗсем ытти ҫамрӑксем хушшинче хӑйсен маттурлӑхӗпе тата пур ӗҫре те телейлӗ пулнипе палӑрма та ӗлкӗрчӗҫ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Ҫапла! — тенӗ Фома, старик калаҫӑвӗн маттурлӑхӗпе минтренӗскер.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйӗн пултарулӑхӗпе, вӗреннипе, илемлӗ калаҫма пӗлнипе, ӑшӑ кӑмӑлӗпе, маттурлӑхӗпе, ҫирӗп шухӑшӗпе, хӑйӗн хитрелӗхӗпе палӑрса тӑраканскер пулнӑ.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тӗрӗссипе каласан, Данилов ку ушкӑнра ҫулӗпе мар, хӑйӗн маттурлӑхӗпе аслӑраххи пулса тӑрать.Данилов вообще был старшим в компании — не летами, но солидностью.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Хӑйсен маттурлӑхӗпе мухтаннӑ пек, каччӑсем те, купӑсҫӑ пекех, тумтирӗсене йӳле янӑ, вӗсем юрланинчен ытла тӗлли-паллисӗр кӑшкӑркалаҫҫӗ, сивӗ пулсан та, хӗрсем туфлипе ҫӳхе чӑлха тӑхӑннӑ, шӑнасран хӑранӑ пек, хӑйсем ывӑнма пӗлмесӗр ташласа-сиксе пыраҫҫӗ.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
- 1