Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маттур сăмах пирĕн базăра пур.
маттур (тĕпĕ: маттур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй сисмесӗрех Давыдов тирпейсӗртерех ҫӳре пуҫларӗ, кӑмӑлӗ те улшӑнчӗ унӑн: час-часах шӑртланма пӑхать — халиччен ун пек нихҫан та пулман, сӑнран пӑхма та вӑл Шырланпуҫа килнӗ малтанхи кунсенчи пек маттур та патвар курӑнмасть ӗнтӗ.

Как-то незаметно для себя самого Давыдов чуточку опустился, в характере его появилась никогда ранее не свойственная ему раздражительность, да и внешне выглядел он далеко не таким молодцеватым и упитанным, как в первые дни после приезда в Гремячий Лог.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич, сурчӑкне ҫӑтнӑ пек, туртӑнса илчӗ, ним чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ: ку хӗҫе вӑл палларӗ, ӑна вӑл малтанхи хут пин те тӑхӑр ҫӗр вун пиллӗкмӗш ҫултах Австри фронтӗнче ҫамрӑк та маттур Половцев хорунжий аллинче курнӑччӗ…

Яков Лукич сделал судорожное глотательное движение, молча кивнул головой: он узнал эту шашку, он впервые видел ее еще в тысяча девятьсот пятнадцатом году на молодом и бравом хорунжем Половцеве на австрийском фронте…

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех