Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манра (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паспорту халлӗхе манра юлӗ, — сулчӗ пристав.

Паспорт пока при мне останется, — кивнул пристав.

XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Манра санӑн пӗр рупий юлнӑ, анчах эпӗ ӑна ҫухатрӑм.

Одна твоя рупия, правда, осталась у меня, но я ее потерял.

Пӗр ҫын шыва кӗме кайни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Вӗсем шыранӑ япала, манра, манӑн кӑкӑр ҫинчи кӗсъере выртать.

 — То, что они искали, лежит у меня здесь, в боковом кармане.

V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Юлтӑр-ха манра, ерӗҫсен, пӑхса тухӑп.

Оставь мне, я на свободе разберусь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Нихҫан та никама та хам ҫинчен каламан эп… мӗншӗн тесен, никам та манра интерес курман.

Никогда никому не рассказывал о себе… потому что ни в ком не возбуждал интереса…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Авӑ вӑл хушнипе ҫапнӑ Урбински Полидор Виргилийӗн япаласене ӑсласа тупакансем ҫинчен ҫырнӑ кӗнеки манра та пур…

Вон у меня его повелением напечатанная книга Полидора Виргилия Урбинского об изобретателях вещей…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Сисмен мар эпӗ, сиснӗ, чухланӑ; туяттӑнччӗ эсӗ манра тем вӑрттӑнни, йӑпӑр-япӑрах калама юраманни упраннине, туяттӑнчӗ те нимӗн те апла-капла шарламастӑнччӗ, кӗтеттӗнчӗ, шанаттӑнччӗ, ахӑр, хамах пуҫласа сӑмах тапратасса, — Христина калаҫӑвне такӑнтарчӗ те умӗнчи темӗн тӗлсӗр-палсӑра вичкӗннӗн тинкерчӗ, унтан, авӑкран, пурнӑҫ ҫиппине ҫав тӗлсӗр-палсӑртан сӗвем-сӗвемӗн сӳтӗлтернӗн, шӑппӑн, чӗри ыратнӑн шӑкӑлтатса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗр ҫултан е икӗ ҫултан такӑнчӗ-тӗк эсӗ пӗлӳ парса кӑларса янӑ ача, апла-тӑк эсӗ асӑрхасах ҫитереймен умри темӗскерне, апла-тӑк никамра та мар, сирӗнте, манра, тепринче шырамалла ҫав кӑлтӑкӑн тымарне.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Манра — чару.

— На мне запрещение.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ мӗншӗн манра — хавха.

Но оттого у меня и тревога.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Манра пӗтӗмпех наркӑмӑшланнӑ.

Отравлено во мне всё.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Кур, витрӳ, ялалу-качку манра

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗкӗр ҫинче эпӗ унӑн тӗреклӗ, тӗксӗм кӑкрисене кураттӑм, вӑл ман умра лиф, чӑлха тӑхӑнатчӗ, анчах вӑл таса ҫарамас пулни манра вӑтанас шухӑш таврашне вӑратмастчӗ, уншӑн мухтанса хӗпӗртесси анчах пулатчӗ.

Я видел в зеркале её смуглые, крепкие груди, она надевала при мне лиф, чулки, но её чистая нагота не будила у меня ощущений стыдных, а только радостное чувство гордости за неё.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫапла ҫав, ҫак хушӑра манра хамра та пысӑк улшӑнусем пулса иртрӗҫ».

Все, что произошло, было следствием тяжелого кризиса, который мне пришлось пережить».

33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Зухинӑн эпӗ туйса тӑракан маттурлӑхӗн илемӗ маншӑн ҫав вӑхӑтра ун кӑмӑлӗнчи кӑлтӑк-сӑлтӑклӑ япӑх енсене хупласа тӑчӗ, ҫакна пула ку япӑх енсем манра аван мар туйӑмсем пачах вӑратмарӗҫ.

Грубая же, порочная сторона в характере Зухина до такой степени заглушалась в то время для меня той сильной поэзией удальства, которую я предчувствовал в нем, что она нисколько не неприятно действовала на меня.

ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсен урисем, кӑшласа пӗтернӗ чӗрнеллӗ вараланчӑк аллисем, Оперовӑн пиллӗкмӗш пӳрни ҫинче вӑрӑм ӳссе кайнӑ пӗр чӗрне, кӗрен кӗпесем, кӑкӑрлӑхсем, пӗр-пӗрне кӑмӑллӑн каланӑ ятлаҫуллӑ сӑмахсем, таса мар пӳлӗм, Зухин, сӑмси шӑтӑкне пӳрнипе хӗссе хурса, ӑна вӗҫӗмсӗр нӑшлаттарни, уйрӑмах хӑйсене манер калаҫнисем, сӑмахсене урӑхларах пӗлтерӗшпе, хӑйне евӗрлӗ сасӑпа каланисем, — ҫаксем пурте манра курайманлӑх туйӑмӗ вӑратаҫҫӗ.

Это чувство возбуждали во мне их ноги и грязные руки с обгрызенными ногтями, и один отпущенный на пятом пальце длинный ноготь у Оперова, и розовые рубашки, и нагрудники, и ругательства, которые они ласкательно обращали друг к другу, и грязная комната, и привычка Зухина беспрестанно немножко сморкаться, прижав одну ноздрю пальцем, и в особенности их манера говорить, употреблять и интонировать некоторые слова.

ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫынсене comme il faut пулаканнисем тата comme il faut пулманнисем ҫине уйӑрни енчен илсе пӑхсан, вӗсем ахӑртнех, иккӗмӗш ушкӑна кӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем мана хӑйсенчен йӗрӗнтереҫҫӗ ҫеҫ те мар, пӑртак курайми те тӑваҫҫӗ, манра ҫавнашкал туйӑм ҫурални вӗсем comme il faut ҫыннисем пулмасӑрах мана хӑйсемпе пӗр тана хунинчен, ырӑ кӑмӑлпа ман хута кӗнинчен килет.

По подразделению людей на comme il faut и не comme il faut они принадлежали, очевидно, ко второму разряду и вследствие этого возбуждали во мне не только чувство презрения, но и некоторой личной ненависти, которую я испытывал к ним за то, что, не быв comme il faut, они как будто считали меня не только равным себе, но даже добродушно покровительствовали меня.

ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Дмитрие пула эпӗ студентсен ӗҫкӗ тесе калакан йӑпанӑвӗсемпе иртӗхме пуҫларӑм пулин те, мана ку хӗл ҫавнашкал савӑшассинче пӗр хут пулма тиврӗ, унта пулни вара манра ырах мар туйӑм хӑварчӗ.

Несмотря на то, что под влиянием Дмитрия я еще не предавался обыкновенным студенческим удовольствиям, называемым кутежами, мне случилось уже в эту зиму раз участвовать в таком увеселении, и я вынес из него не совсем приятное чувство.

XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫавнашкал каланисене илтнӗрен, Епифановсем пирӗн тӑшмансем пулни, вӗсем аттене ҫеҫ мар, хӑйсем аллине лекес-тӗк, унӑн ывӑлне те чиксе е пӑвса вӗлерме хатӗрри, вӗсем пач улӑштармалла мар пӗлтерӗшпе хура юнлӑ ҫынсем иккенни пирки манра ача чухне ҫирӗп те уҫӑмлӑ ӑнлану ҫуралнӑччӗ, анне вилнӗ ҫулхине Авдотья Васильевна Епифанова, la belle Flamande, чирлӗ аннене пӑхнине курсан, вӑл хура юнлисен ҫемйинчи ҫын пулнине эпӗ йывӑрпа ӗнентӗм, ҫапах ку ҫемье пирки чи япӑх шутлама пӑрахмарӑм.

По этим данным я в детстве составил себе такое твердое и ясное понятие о том, что Епифановы наши враги, которые готовы зарезать или задушить не только папа, но и сына его, ежели бы он им попался, и что они в буквальном смысле черные люди, что, увидев в год кончины матушки Авдотью Васильевну Епифанову, la belle Flamande, ухаживающей за матушкой, я с трудом мог поверить тому, что она была из семейства черных людей, и все-таки удержал об этом семействе самое низкое понятие.

ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Романсем вуланине пула хама хам епле тыткалас тӗлӗшпе манра ҫӗнӗ паха тӗллевсем ҫуралчӗҫ, эпӗ ҫав тӗллевсене пурнӑҫа кӗртесшӗн тӗмсӗлтӗм.

На основании романов у меня даже составились новые идеалы нравственных достоинств, которых я желал достигнуть.

XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех