Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маннӑ (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Нивушлӗ вӑл мана маннӑ? — пӑшӑрханчӗ Миша.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Тамара хӑй те хӗрарӑмсене сӑнран ҫеҫ астӑвать, ячӗсене маннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Эсӗ те Юра пекех тӗлпулу ҫинчен маннӑ пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Амӑшӗ ывӑлӗ ватнипе больницӑра выртса тухнине те «маннӑ».

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Савӑннипе тав тума та маннӑ Саша савнин адресне чӗри ҫумне тытса килӗ еннелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Вӑл кӑнтӑрлахи хирӗҫӳ ҫинчен те маннӑ пек пулчӗ, анкӑ-минкӗленнӗ пуҫӗпе Тоня хӑйне васкаса ҫывӑратса яма тӑрӑшнине те асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Ҫитменне тата спекулинтсем тӑвар пӑтне ҫӗр тенке ҫитиччен ӳстерсе янине те астутарма маннӑ.

И что соль спекулянты вздули уже до ста рублей пуд.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Эсӗ бульварсенче музыка выляни ҫинчен, офицерсене танцӑсем тума уҫнӑ хупахсем ҫинчен калама маннӑ тата, — тесе пӳлет ун сӑмахне Ерман чӗтрекен сасӑпа.

— Ты забыл еще музыку на бульварах, — перебил его Ерман дрожащим голосом, — офицерские кабаки с танцами…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Станицӑсенчи чухӑнсем пулсан, вара, краҫҫин ҫинчен пачах маннӑ.

В станицах про керосин забыли.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗсем хӑйсен чи лайӑх япалисене ҫакӑн ҫинчен вӑхӑтлӑха та пулин маннӑ чухне ҫыраҫҫӗ пулӗ.

Возможно, что лучшие свои вещи они создают тогда, когда забывают об этом хотя бы ненадолго.

12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

— Тӗнчере ку япала пуррине те маннӑ, — ыйтнӑ майлӑрах сасӑпа каларӗ «Андрей».

— Забыли, что этакое есть на свете, — сказал «Андрей» полувопросительно.

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эсир хуларилле ҫывӑратӑр, хӑвӑр утӑ ҫулакан финн пулнине тата ӗҫе тытӑнма вӑхӑт иккенне маннӑ.

Вы спите по-городскому, забыли, что вы финн-косарь и что пора приступать к делу.

4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Тупата, маннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Маннӑ, хӗрӗм.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Тӗнчерине пӗтӗмпех маннӑ салтаксем сухари шыраса вилнисен кӗсъисене хыпалаҫҫӗ…»

Забыв все на свете, солдаты шарят по карманам убитых, разыскивая сухари…»

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вӗсене мӑшкӑлланӑ, вӗсене иккӗшне те хӗсӗрленӗ, вӗсене патшасем иккӗшне те курайман, вӑрҫӑсем ҫук чухне вӗсем ҫинчен пачах маннӑ.

Их травили, преследовали, подвергали опале, о них забывали, когда не было войны.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫынсем Дове панцырӗ ҫинчен маннӑ.

И о панцыре Дове забыли.

Хӳтӗлекен япала шырани // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Пӗррехинче тата ӑна улӑштарма маннӑ пулнӑ та, вӑл пачах шанчӑкне ҫухатнӑ.

А однажды его забыли сменить, и он совсем пал духом.

Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Анчах парашютсене тимлӗрех ҫавӑркаласа пӑхсан, хамӑрах куртӑмӑр: вӗсен ҫумне «карабинсем» ҫаклатса яма маннӑ пулнӑ иккен.

Но, когда мы внимательно осмотрели парашюты, оказалось, что «карабины» к ним забыли прицепить.

Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Мана вӑл ӗнтӗ хӑйне сиктерсе ярассипе хӑратма тӑнине шӑна ҫыртни ҫинчен маннӑ пекех манса кайнӑн туйӑнчӗ.

И мне кажется, что он уже забыл о попытке попугать его взрывом, как забывают об укусе мухи.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех