Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

малаллах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт шыв сикки евӗр малаллах вирхӗнет иккен.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Вӑхӑт малаллах шунӑ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Вӑхӑт ҫеҫ шеллемерӗ, малаллах шурӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах самана кустӑрми малаллах чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫу кунӗсем малаллах шурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑрпа сӗлкӗш хушшинчи ҫын малаллах юхать.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗвӗҫ ҫын ятне илтесрен хӑрарӗ пулин те, тарҫӑ малаллах утрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑмӑлах мар, пур-пӗрех эсир йывӑрлӑха парӑнтарса малаллах ӑнтӑлтӑр.

Куҫарса пулӑш

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

Эпир каялла мар, малаллах пӑхар.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрса тутарсем касса вакласран сыхланкаласа малаллах тапӑнса пычӗ, вӑл тем тесен те Япанча патне ҫывхарасшӑн пулчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрсе кайнӑ воинсем ӑна-кӑна пӑхса тӑмарӗҫ, хӳме ҫинче курӑнакан тутарсене ухӑпа персе малаллах чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑлӗ ӑна пӑхмарӗ, малаллах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Шупашкартине те ҫак шӑпах кӗтнӗ, анчах Чӑваш Ен ертӳлӗхӗ, Мускав ылтӑн-кӗмӗлпе пулӑшайманнине пӗлсен те малаллах ӑнтӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Вӑхӑт малаллах шунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫын хӑйӗн ӗмӗрӗнче хуйхи-суйхине те, савӑнӑҫне те чылай курать, йывӑрлӑхсене парӑнтарса малаллах талпӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ сӑмахсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ // Л.Тихонова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8b%d1%8 ... %d0%b0cce/

Марине чарӑнмарӗ-ха, малаллах ӗмӗтленчӗ:

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытти машинисем, кӑна курмӑш пулса, малаллах шӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахтупай, мӗн ачаранпах сунара ҫӳрекенскер, ҫакна асӑрхамасть те темелле, вӑл, темле суран сурнине тӳсӗмлӗн чӑтса пыракан этем пек, шӑлне ҫыртса малаллах утать.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шухӑш ҫӑмхи малаллах кусать.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун пеккисем шав малаллах талпӑнса ӳсӗм тӑваҫҫӗ, пуҫарулӑхпа ҫаврӑнӑҫулӑх кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех