Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пысӑк чечеклӗ майра кӗпипе, ӗмрипе яп-яка тирпейлесе пуҫтарнӑ ҫӳҫне кӑтралаттарнӑ, ҫара уринче ҫамрӑксем тӑхӑнакан пушмак.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Ҫинҫе пилӗклӗ майра пирӗн сӗтел умӗпе вунӑ хут та иртсе кайрӗ пулӗ.
Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.
«Майра» тенине ҫеҫ ӑнланаттӑм эпӗ, — вӑл сӑмах мана кӳрентеретчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Парамун Санюка майра пек тумлантарчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
— Эппей, пуҫларӗ ӗнтӗ майра хӑй юррине.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Унта унӑн майра пур теҫҫӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӗрӗс калатӑп-и? — майра ҫинчен куҫне сиктермесӗр ыйтрӗ хуҫа.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Маюк аванмарланнӑ пек пулчӗ, тӑрса катанпир ҫирӗплетнӗ «майра пуҫне» илчӗ те килнелле уттарчӗ.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хрестук пӗр-пӗринпе ҫапла паллашмалли йӑлана пӗлмерӗ, аптӑраса тӑчӗ, майра:
Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫара пуҫ майра Хрестук патне пычӗ.
Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫак самантра урама паҫӑр сӗтел хушшинче ларнӑ ҫара пуҫ майра чупса тухрӗ.
Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ме ак сана уншӑн кӗпелӗх пусма, чечеклӗ тутӑр, майра чӑлхи, калуш.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫулла унта пӗҫ кӑкӗ таран утӑ, майра кӗпҫи, кӑшкарути, вӑкӑр хӳри тата ытти тӗрлӗ ҫимелли курӑксем ӳсеҫҫӗ, темиҫе ҫӗрте лӑк-тулли пулӑллӑ тӗпсӗр кӳлӗсем (ҫынсем вӗсене ҫапла калаҫҫӗ) йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Виҫӗм ҫул шӑллӗ ҫартанах майра илсе таврӑнчӗ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Майра тури пек уйӑх ҫеҫ ҫаплах пӗлӗт ҫивӗтӗсене турарӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Майра турине аса илтерекен сарӑ ҫурла уйӑх, нумай вӑхӑт хушши ҫухалса ҫӳренӗскер, тупӑнчӗ, чӗмлене-чӗмлене ларнӑ пӗлӗт кӑтрисене йывӑррӑн турама тытӑнчӗ, уҫрӗ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Ачине хут вӗрентсе, улпута кӑларасшӑн, хӗрне — майра тӑвасшӑн.
Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тӑп-тӑп питлӗ, хӑмӑр куҫлӑ майра хӑй те кӑмӑла кайрӗ.
Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хӑйӗн арӑмӗ пирки ҫамрӑк майра хута кӗрсе калаҫнине Григорьев кайран темиҫе хут та ӳкӗнсе аса илнӗ.Григорьев не раз вспоминал слова матушки о жене и раскаивался в своем поведении по отношению к ней.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Майра калаҫнине итлеме чӑрмантарса сӑмсана апат-ҫимӗҫ шӑрши перет.Ноздри щекочет вкусный хлебный запах, что мешает солдату сосредоточиться.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.