Шырав
Шырав ĕçĕ:
мадиансенчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
11. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Офра хулине пынӑ та Авиезер йӑхӗнчен тухнӑ Иоас юманӗ айне ларнӑ; Иоас ывӑлӗ Гедеон ҫавӑн чухне, мадиансенчен пытанса, юхтаркӑчра тулӑ ҫапнӑ пулнӑ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсене мадиансенчен хӑтарма Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса тархасласассӑн, 8. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патне пророк янӑ, каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ ҫапла калать: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, сире чуралӑх килӗнчен илсе тухрӑм; 9. сире Египет ҫыннисен аллинчен, хӑвӑра хӗсӗрлесе тӑнӑ мӗнпур пусмӑрҫӑ аллинчен хӑтартӑм, вӗсене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярса сире вӗсен ҫӗрне патӑм, 10. каларӑм сире: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр; хӑвӑр пурӑнакан аморрейсен ҫӗрӗнчи турӑсене ан пуҫҫапӑр» терӗм; анчах эсир Ман сӑмаха итлемерӗр, тет, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мадиансем Израиле хытӑ алӑра тытса тӑнӑ, ҫавӑнпа Израиль ывӑлӗсем мадиансенчен ту хушӑкӗсенче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пытанса пурӑннӑ, вӗсенчен хӳтӗленме хӑйсем валли хӳме ҫавӑрса тӗреклӗлетнӗ вырӑнсем тунӑ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1