Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑпланаймарӗ (тĕпĕ: лӑплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулана ҫитсен те лӑпланаймарӗ Лидия Николаевна.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Килне таврӑнсан та лӑпланаймарӗ хӗр.

Даже по возвращению домой девушка не могла успокоиться.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Часах лӑпланаймарӗ вӑл.

И долго плакал.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ах-аха-ах! ниепле те лӑпланаймарӗ старик.

Ах-ах-ах! — не унимался старикашка.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Часах лӑпланаймарӗ Чочой.

Не скоро успокоился Чочой.

Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн тунсӑхлани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Бунчук каҫченех станица тӑрӑх сулланса ҫӳрерӗ; нихҫанхинчен те хытӑ пӑлханчӗ вӑл, чӗринчен темскер кӑларса кайнӑ пек тата ҫакна хӑй ниепле те хӑнӑхса ҫитме пултарайман пек туйса ҫӳрерӗ, кун каҫипе те лӑпланаймарӗ.

Бунчук до вечера прослонялся по станице, испытывая небывалое беспокойство и такое ощущение, словно отрезали у него что-то и он никак не освоится в новом своем положении.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл нумайччен лӑпланаймарӗ.

Он долго не мог успокоиться.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ытарма ҫук! — ҫаплах-ха лӑпланаймарӗ Целуйко.

Невозможно! — не унимался Целуйко.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Леш нумайччен лӑпланаймарӗ, чарӑнма пӗлмесӗр ӗсӗклет: пысӑк хур тунӑ-ҫке-ха, Володя ун умне кукленсе ларчӗ те хӑйӗн кӗнеке сумкине уҫса, хут шыраса пӑхрӗ; таса хут тупайман пирки, кайран вӑл-ку пуласса пӑхмасӑр, тетрадьрен пӗр листине ҫурса илчӗ, унтан, кӑранташне хӑвӑрт ҫавӑра-ҫавӑра, ачана кӑвак тинӗс, трубинчен кӑвак тӗтӗм тухакан хӗрлӗ карап, ун тӗлӗнче ҫунаттисем ҫине хӗрлӗ ҫӑлтӑр тунӑ кӑвак самолет ӳкерсе пачӗ.

Тот долго не мог успокоиться — очень уж велика была обида — и все всхлипывал, Володя сел перед ним на корточки, раскрыл свою сумку, поискал в ней бумажку и, так как свободной не нашлось, вырвал, не думая о последствиях, листок из тетрадки, быстро переворачивая в пальцах карандаш, он нарисовал малышу синее море, красный корабль, из труб которого валил синий дым, а над ним синий самолет с красными звездами на крыльях.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл минут хушши те лӑпланаймарӗ.

У нее не было ни минуты покоя.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Обломов чылайччен лӑпланаймарӗ; вӑл выртрӗ, тӑчӗ, пӳлӗмре утса ҫӳрерӗ, каллех выртрӗ.

Обломов долго не мог успокоиться; он ложился, вставал, ходил по комнате и опять ложился.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех