Шырав
Шырав ĕçĕ:
лӑпкӑлӑхӗшӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ унта: «Рекламӑна илӗр ӗнтӗ, доктор господин, ку питӗ паха та пысӑк ӗҫ, — тесе калӑп. Ҫаплах, питӗ паха та пысӑк ӗҫ тесех, калатӑп. Паллах, Цэрнэне малтан хӑйӗн ҫи-пуҫне кӑштах тасатса йӗркене кӗртме, ҫӑвӑнма хушмалла. Ҫаплах, ҫак ӗҫ пӗтӗмпех Цэрнэ тавра пулса иртет те. Цэрнэ ячӗпе эпир утмӑл ҫул хушши канмасӑр, хӑйӗн ҫӗр-шывӗн ырлӑхӗпе лӑпкӑлӑхӗшӗн ӗмӗр тӑршшӗпе пӗр ӳркенмесӗр ӗҫленӗ рабочие чысланӑ пек тӑвӑпӑр. Ҫӗршыв ӑна хисеплет, тейӗпӗр… Кунта Хородничану кирлӗ мар! Эпӗ хам, шкул директорӗ, ҫав сӑмахсене калатӑп. Вӗсен хул айӗсем кӑтӑкланмаллах калатӑп. Юлашкинчен вара эпӗ хам кӗсйерен ҫӗр лей кӑларатӑп та: «Тархасшӑн, мастер господин, эсир ҫакна, пӗчӗк укҫана ман ятӑмран илӗр, турӑ сире ытларах парӗ…», тейӗп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, яланхи пекех, ҫынсен тӑнӑҫлӑхӗпе лӑпкӑлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла, саккунлӑха, йӗркелӗхе сыхламалла.
Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/
Халӗ эпӗ хӑрушлӑх манӑн чун лӑпкӑлӑхӗшӗн кирлех пулнӑ тесе хуравлӑттӑм.Теперь я ответил бы, что опасность была необходима для душевного моего спокойствия.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
«Ҫапах та, епле тӗрӗс вӑл теори; хамӑн лӑпкӑ пулас, тунӑ ҫитӗнӳсемпе савӑнса ларас килет, хам вара эсӗ хӗрарӑм лӑпкӑлӑхне пӗтерме пултаратӑн тесе калаҫатӑп; ку вара (эсӗ хӑвах ӑнлан ӗнтӗ), тусӑм, санӑн лӑпкӑлӑхупа пӗр ҫын лӑпкӑлӑхӗшӗн эпӗ ырӑ та чаплӑ ӗҫ тунине пӗлтерет; ҫавӑнпа та эпӗ ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ пулни умӗнче эсӗ пуҫ тай.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1